Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярать (тĕпĕ: яр) more information about the word form can be found here.
— Пӗтӗм чуна уҫса ярать.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Лӑх-лӑх кулса ярать Вихтӗр ашшӗ.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Пӗр-пӗр хаклӑ япалана, ан ҫухалтӑр тесе, ҫын хӑй ҫумне ҫыхса ярать.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Вӑл яшка пӗҫернӗ чух: «Кӗҫех аҫу ӗҫрен килмелле. Пӗрре тутлӑ апат пӗҫерсе ҫитерер-ха ӑна, чӗппӗмсем», — текеленине илтсе, Вихтӗр, амӑшӗ сисиччен, хутаҫран канфет ывӑҫла-ывӑҫла ярать хурана.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кӑштахран Вихтӗр, тӳсеймесӗр, ҫухӑрса ярать: «Ай, пӗҫерет!»

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Урайӗнчи тӑваткал ҫутӑ, куҫкӗскине аса илтерекенскер, пушшех вӗчӗрхентерсе ярать ача чунне.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Пӳрте кӗрсен, Левен карттусне хывса пӑтана ҫакать, ывӑлне утьӑкка ҫӗклесе, ӑна ҫӗре ярать, арӑмӗ умне пырса: — Эх, раз, эх, два! — тет, куҫран ӑшшӑн пӑхса.

Help to translate

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Вӗҫне-хӗрне тухатпӑр халь, — лӑплантарса кӑларса ярать вӑрманҫа капитан.

Help to translate

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ют паспортсем тупнӑ Балясова база директорӗ Жульжин, укҫа сӗннине ытараймасӑр, ытла тӗпчесе тӑмасӑрах ӗҫе илсе ярать.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӗвӗҫӳ кӑварӗ вӑл самантлӑха та сӳнмест, тӗлкӗшет те тӗлкӗшет, пуҫа сӗрӗмпе ҫаптарса, хӑш чух вӑя пӗтерсех ярать.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Этем тени килет те каять, ун сӑмаххи, вӑрӑран шӑтса тухнӑ йывӑҫ пек, ҫын чунӗнче хӑйӗн тымарне ярать.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрманҫӑ ӑна, сулланса тӑракана, чараран пӗрре чышсах антӑхтарса ярать, урапа ҫине тепринпе юнашар пырса хурать, унтан виҫҫӗмӗшӗ патне ыткӑнать.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ним ыррине те кӗтменрен, Левен, сых ятне, хуҫӑлса ӳкнӗ юман тураттине, тимӗр пек сулмаклӑскерне, ярса тытать, унӑн шӗвӗр те ҫинҫе вӗҫне урапа пусса хуҫать, вара ҫӗҫӗпе хӑмсарса ҫывхаракан енне сулса ярать.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Эй, ма иртӗхетӗр?! — вӑрманҫӑ чунне, темле кӑвар лексе, икӗ тӑнлава ҫатӑр пӗҫерттерсе ярать.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хураҫка пӗр кана шӑпӑрт тӑрать, хӑлхине чӑнк тӑратса итлет, пуҫне апла та капла паркаласа, Тамарӑна куҫран шӑтарасла пӑхать те чуна тивмелле сасӑпа уласа ярать.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тамарӑн хыпкаланчӑк амӑшӗ пӗррехинче колхоз машинипе пит васкавар килсе ҫитет, картишне тӑватӑ-пилӗк чӑхпа пӗр каххан автан, йӗкӗреш путексемпе сурӑх кӑларса ярать.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫав сӗрӗм, хӑш-пӗр ҫынсен пуҫне минретсе, чире ярать, вара ҫын чунӗнче укҫа-тенкӗ хурчӗ йӑшӑлтатма тапратать.

Help to translate

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ну, хӗрӗм, пахчунта чашкӑрма пуҫланӑ анраҫарӑка хӑвах тӑпӑлтарса пӗтер ӗнтӗ, — «анраҫарӑк» сӑмахпа хуняма мӗн вӑлтса шахвӑртнине ӑнланма Левене йывӑр мар-ха, анчах та ҫав путсӗр сӑмаха тивӗҫ пулни вӗчӗрхентермеллипех вӗчӗрхентерсе ярать.

Help to translate

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл мӑшӑлтатса хапха айӗнчен упаленсе тухать те хуҫи хыҫҫӑн чупма пӑхать, анчах та лешӗ пит аякра вашкӑнса, йӳле янӑ пиншакне парашют пек хӑмпӑлчӑлантарса пынине курать, хуҫи пек хӑвӑрт чупма пултарайманнишӗн пӑшӑрханса, вӑрӑммӑн йынӑшса ярать.

Help to translate

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ток тытса силленӗ чухнехи пек анӑраса кайнӑ Маруҫ, ним тума пӗлменнипе «чакак йӑви» урлӑ туртса ҫапса, урамалла пуҫ каснӑ евӗр тухса сирпӗнет, лавкка хыҫӗнчи ҫырмара лаштра йӑмра айне кукленсе ларса ӗсӗклесе йӗрсе ярать.

Help to translate

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed