Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юртӑпа (тĕпĕ: юртӑ) more information about the word form can be found here.
Вӗсем сӑрт тӗмески ҫине сикӗпе ывтӑнса тухрӗҫ, пӗр сакӑрвунӑ чалӑш пек юртӑпа чуптарса кайрӗҫ.

Они наметом выскочили на бугор, промчались рысью саженей восемьдесят.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хутортан тухиччен взводшарӑн, юртӑпа!

До выезда из хутора взводными рядами, рысью!

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеецсен чаҫӗсем ҫӗнтерсе килме пуҫласан, Григорий, вӗсем ҫапӑҫнине ҫӳллех мар сӑрт тӗми ҫинчен сӑнанӑскер, хӑйӗн учӗпе патрон урапи патӗнче тӑракан Прохор Зыкова перчеткипе сулса чӗнчӗ, утнӑ ҫӗртех йӗнер ҫине утланса ларчӗ те, тип ҫырма патӗнчен тӗпӗртеттерсе иртсе, васкавлӑ юртӑпа Гусынка хӗрринчи тӑвайкки еннелле ыткӑнчӗ.

Когда перевес начал склоняться на сторону красноармейских частей, Григорий, наблюдавший за боем с пригорка, махнул перчаткой Прохору Зыкову, стоявшему с его конем возле патронной двуколки, на ходу прыгнул в седло; обскакивая буерак, шибкой рысью направился к спуску к Гусынку.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Лӑпкӑ юртӑпа марш!

— Тихой рысью марш!

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Свиридов патӗнче вӑл урӑхла ҫапӑҫма шут тытрӗ: сотьнӑсене васкавлӑ юртӑпа позицисене илсе тухрӗ те, хуторта пӗр сотня хӑварса, ыттисене утсем ҫинчен антарчӗ, укӑлча картисенче пытанса выртма хушрӗ.

Но под Свиридовом решил он действовать иначе: крупной рысью вывел на позиции сотни, одну из них оставил в хуторе, приказал спешиться, залечь в левадах в засаду.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Ку вӗсене Петрошӑн пуҫласа тавӑрнӑ парӑм», — шухӑшларӗ вӑл, утне юртӑпа ярса; унтан лашана ним сӑлтавсӑрах чӑпӑрккипе купарчинчен туртса касрӗ те, чӑпӑркка вӗҫӗ пырса тивнӗ тӗлте шурӑрах йӗр хӑмпӑланса тухрӗ.

«Это им за Петра первый платеж», — подумал он, трогая рысью, и без видимой причины плетью выбил на крупе коня белесый вспухший рубец.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий казаксене позицирен илсе тухрӗ; вар тӗпӗнче лашисене утланчӗҫ те васкавлӑ юртӑпа хутор еннелле тӗпӗртеттерсе кайрӗҫ.

Григорий вывел казаков, в лощине посадились верхом, шибкой рысью запылили к хутору.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юртӑпа ман хыҫҫӑн! — команда пачӗ те Григорий хӑй ҫумне ҫакнӑ Лихачев маузерне тӳрлетрӗ.

— Рысью за мной! — скомандовал Григорий и поправил на себе лихачевский маузер.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсем вӗтӗ юртӑпа чупаҫҫӗ.

Лошади бежали рысцой.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑмӑл тӑтӑрхине позицие юртӑпа вӗҫтерсе ҫитнӗ батарея хӑпартрӗ.

Бодрое настроение их поддерживала батарея, на рысях прискакавшая на позиции.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗ ҫӳҫесен кӗл пек кӑвак утравӗ хыҫӗнче, хутор айккинчерех, мӑкӑрланса варкӑшакан тусан ярӑмӗ тӗмескеленсе шӑвать: унта иккӗмӗш сотня, тӑшмана флангран тапӑнма хатӗрленсе, юртӑпа сиктерсе пырать.

За пепельно-сизым островом верб, сбоку от хутора, бугрилась колышущаяся пыль: вторая сотня на рысях шла противнику во фланг.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сотня утсене юртӑпа хӑваласа васкатать.

Сотня грела коней степной рысью.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юртӑпа!

На рысях!

Кун пекки ӑҫта пулнӑ... // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Хутора йӗри-тавра ҫавӑрса илсе тӑвӑр ункӑна хӗстерсе пынӑ май, вӗсем юртӑпа тата кӗске пусӑмлӑ ашӑпа вырӑнтан вырӑна куҫаҫҫӗ.

Они передвигались рысью и куцым наметом, окружая хутор, туго стягивая кольцо.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Экспедици лавӗсем участок еннелле уҫӑ юртӑпа анса кайрӗҫ.

Подводы экспедиции рысью съезжали в участок.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каргинскине чун туртмасӑр, хушӑран кӑна учӗсене юртӑпа ярса килчӗҫ пулсан, унтан кайнӑ чух, лашисене ним хӗрхенмесӗр хӑваларӗҫ, вӑй ҫитнӗ таран ячӗҫ.

Если в Каргинскую шли неохотно, редко перебивая на рысь, то оттуда придавили коней, неслись вовсю.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Попов, килпетсӗр чӑпӑрккапа хӑмсарса, лашана вырӑнтанах уҫӑ юртӑпа хускатса ярать; ун хыҫҫӑн, йӗнер йӑранисем ҫинче чӗввӗн тӑрса тата кӗлеткисемпе кӑштах ӳпӗнсе, вестовой-казаксем, Сидоринпа ытти офицерсем юрттарса каяҫҫӗ.

Попов, помахивая казачьей неказистой плетью, тронул коня ходкой рысью, за ним зарысили, привстав на стременах и чуть валясь вперед, вестовые-казаки, Сидорин и офицеры.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темиҫе хутчен пушӑпа ӑшалантарса илнӗ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич кӗсри уҫӑрах, анчах шанчӑксӑр, суккӑр юртӑпа малалла кайрӗ.

Несколько раз огретая кнутом, кобыла Пантелея Прокофьевича шла шибкой, но неуверенной, слепой рысью.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич кӗсрене юртӑпа хӑваларӗ, ӑсатма тухнӑ кумӑшӗ юр ҫинче тӑватӑ уран упаленсе юлнине курмарӗ те.

Пантелей Прокофьевич погнал кобылу рысью, не видел, как провожавший его кум ползет по снегу на четвереньках.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Дон ревкомӗ ячӗпе сире — хӑвӑра шанса панӑ икӗ сотньӑпа пӗрле халех позицирен тухма, тӑшмана сылтӑм флангран ҫавӑрса илме хатӗрленсе, кунтан курӑнакан ҫил арманӗнчен сулахай енчи участока тип ҫырма тӑрӑх юртӑпа васкаса кайма хушатӑп…

Приказываю вам именем Донского ревкома с двумя вверенными вашему командованию сотнями сняться с позиций и спешным аллюром идти в обхват правого фланга противника, имея направление на участок, что виден отсюда, немного левее ветряка, по балке…

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed