Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр эрнере, августӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 13-мӗшӗччен, Баймак районӗнчи «Башкорт аты» лашасен тӗнчери фестивалӗнче куракансем пирӗн джигитсен ӑсталӑхне хаклӗҫ.
"Башкорт аты" фестивальте куракансем цирк джигитовкине курӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ur-3373149
Премьер-министр иртнӗ эрнере пулса иртнӗ стратегилле аталану тата нацпроектсем енӗпе канаш ларӑвӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫакӑн пек специалистсен ӗҫ укҫине ӳстернине тимлӗхе чакарма юраманнине асӑрхаттарнӑ.
РФ правительстви бюджетниксен ӗҫ укҫи валли хушма 30 миллиард тенкӗ уйӑрӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... -r-3416386
— Ку эрнере эсӗ тӑватӑ хут ӗҫе кая юлса килтӗн.
«Упӑшки пулӑран урӑскер таврӑннӑ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/315
Професси тӗлӗшӗнчен ку эрнере питӗ пысӑк шайра.
35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ӑна тусӗ пӗр эрнере миллион ӗҫлесе илме пултарассипе илӗртнӗ.Друг его соблазнил тем, что он сможет заработать миллион в неделю.
Финанс пирамидине лекнӗ ҫамрӑка телевизорпа кӑтартнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35832.html
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен планеркӑра ертӳҫӗсем кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата Чӑваш Республикин республика бюджечӗ епле пурнӑҫланнине тӗплӗн пӑхса тухнӑ.
Раҫҫей экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсенчен Чӑваш Ен чылай аванрах ӗҫлесе пырать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/22/racc ... n-chvash-e
Иртнӗ эрнере округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑвакан Николай Раськин «Родина» ООО хирӗсемпе паллашнӑ.
Уяр кунпа туллин усӑ кураҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %ab%d3%97/
Ку эрнере укҫа енчен вӑхӑтлӑха йывӑрлӑхсем пулӗҫ.
33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ку эрнере пысӑк улшӑнусем пулмӗҫ.
32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ку эрнере сире укҫа енчен ӑнӗ - ватлӑхра та ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнма ҫитӗ.Этот период пройдёт под знаком финансов, которые смогут обеспечить вам безбедную старость.
32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ку эрнере ӗҫсем кӑштах тарӑхтарӗҫ.
31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ку эрнере ӑнӑҫу сирӗнпе пӗрле - ан вӗҫертӗр ӑна.
31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Шӑпапа тан ӗлкӗрсе пырас тесен сирӗн ку эрнере питӗ тимлӗ, хастар пума тивӗ.
30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Сире ку эрнере хӗрӳ туйӑм тытса пырать.
30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ку эрнере Ҫӗмӗрле участок лесничествинче пушар пулнӑ.На этой неделе в Шумерлинском участковом лесничестве произошел пожар.
Ҫӗмӗрлере вӑрман ҫунма пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35693.html
Иртнӗ эрнере Шаккӑл ялӗнче пурӑнакан Мария Петровна Рытова 100 ҫул тултарнӑ.
100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/100-c%d1%8 ... 83%d0%bda/
Хальхи вӑхӑтра Василий Николаевич Вӑрӑмпуҫ ялӗнче пурӑнать, ҫитес эрнере ытларикун вӑл 94-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ.
Хуҫалӑха чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ертсе пынӑ // Валерий ДОЛГОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/%d1%85%d1% ... 8b%d0%bda/
Ҫитес эрнере пӑрҫа ҫапма тухӑпӑр.
Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d0%b2%d1%8 ... %ab%d0%b0/
Ку эрнере юрату тата ӑнлану хуҫаланӗҫ.
29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ку эрнере ҫывӑх ҫынпа хутшӑнӑва тимлемелле.На этой неделе самое время поработать над отношением с близким вам человеком.
29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ