Шырав
Шырав ĕçĕ:
32. Давид вара Саула каланӑ: ҫав ҫынна пула никам та хавшаса ан ӳктӗр; санӑн чуру ҫав филистимпа ҫапӑҫма тухӗ, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫапла вара унта виҫӗ пин ҫынна яхӑн кайнӑ, анчах вӗсем Гай ҫыннисенчен каялла тарса таврӑннӑ; 5. Гай ҫыннисем вӗсене хула хапхи патӗнчен Севарима ҫитиччен хӑваласа кайнӑ, ту ҫинчен аннӑ чухне вӗсен вӑтӑр ултӑ ҫыннине вӗлерсе пӑрахнӑ; ҫавна пула халӑх чӗри хавшаса ӳксе шыв пек шӗвелнӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иордан ку енче тинӗс еннелле пурӑнакан аморрейсен патшисем, тинӗс хӗрринче пурӑнакан ханаансен патшисем пурте Израиль ывӑлӗсем Иордан урлӑ каҫнӑ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] вӗсен умӗнчи шыва типӗтсе тӑни ҫинчен илтсессӗн, вӗсен чӗри хавшаса ӳкнӗ, [сехри хӑпнӑ,] Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ тӑма вӗсен хал та юлман.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9. каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10. эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11. ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12. апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13. манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпир Египетра нимӗн тӳлемесӗрех ҫинӗ пулла астӑватпӑр, хӑярпа дыня тата ешӗл сухан, пуҫлӑ суханпа ыхра ҫинине те астӑватпӑр; 6. халӗ акӑ пирӗн чун хавшаса ҫитрӗ; нимӗн те ҫук, пирӗн куҫ умӗнче пӗр манна анчах, тенӗ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Республикӑра демографи 20 ҫул хушши хавшаса пынӑ. 20 ҫул... Юлашки виҫӗ ҫулта вара ҫӗкленӳ, ҫитменнине стабильлӗ тата ҫирӗппӗн палӑракан ҫӗкленӳ!» - Раҫҫей патшалӑхӗн лидерӗн Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫинчен каланӑ ҫак ырӑ сӑмахӗсем мухтани пек кӑна янӑрамарӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945