Шырав
Шырав ĕçĕ:
Володя унпа килӗшсе, пуҫне те таять, анчах ҫавӑнтах ҫутӑ паяркисене вӑрттӑн кӗҫӗн хӗрӗ ҫинелле ярать.Володя в знак согласия кивал ей головой, но тут же тихонько возвращал луч к меньшей дочке.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Христофор атте, сарлака ҫунатлӑ шӗлепкине тытса, такама яланхи пек ҫемҫен те кулкаласа мар, хисеплӗн те чыслӑн пуҫ таять — пӗрре те килӗшмест ӑна ҫапла хӑтланни.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ман карчӑк халӗ сакӑр пӑт таять пулсан, вунтӑххӑрта ун виҫи… — Старик куҫне чарса, тӳтисене шухӑшлӑн мӑклаттарчӗ, вара татӑклӑн: — Вун пилӗк пӑтран пӗртте кая пулман, тупа та турӑшӑн суймастӑп! — тесе хучӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫын мӗнпур тискер кайӑксене хӑратрӗ, тигрсем клетка ӑшнелле, таҫта шалалла лӑпкӑн чупса кӗрсе каяҫҫӗ, унӑн ӗнтӗ, тарланӑскерӗн, паянлӑха чӗрӗ юлнипе ҫырлахнӑскерӗн, шурса кайнӑ тутисем кулаҫҫӗ, хӑй, тутисем чӗтреннине пытарас тесе, пӑхӑр питлӗ ушкӑна, турра пуҫҫапнӑ пек, пуҫ таять.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӑл сӑхсӑхса илсе тухтӑр пулнисене хисеплесе пуҫне таять.
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
Кантӑк умӗнчи ҫинҫешке хурӑн ҫилпеле авӑнса такама пуҫ таять, унӑн ҫӑмӑл тумтирӗ витӗр хӗвел ҫути курӑнать.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вара Захара калатӑп: вӑл мана ҫӗре ҫити пуҫ таять те савӑннипе кӑшкӑрса ярать, ӑна ҫирӗм пилӗк тенкӗ паратӑп. Анисья килсен, манӑн алӑсене тытса чуптума тытӑнать; ӑна вунӑ тенкӗ паратӑп… унтан… унтан, савӑннипе пӗтӗм тӗнче илтмелле хытӑ кӑшкӑрса яратӑп, ҫавна илтсен: «Обломов телейлӗ, Обломов авланать», тейӗ тӗнче.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Терентий хулӑн питҫӑмартисене хӑпартрӗ, вӑтаннӑ пек пулса, вӑл пур еннелле те хисеплӗн пуҫ таять, аллинчи тӳмеллӗ картузӗпе сулать.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сӑмси айне ҫыхнӑ якорь хумсене пуҫ таять.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл авӑна-авӑна, тӗрлӗ еннелле пуҫ таять.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Грушницкий хӑйӗн шайкипе кашни кун трактирте шавлать, мана вӑл сайра хутра ҫеҫ пуҫ таять.Грушницкий с своей шайкой бушует каждый день в трактире и со мной почти не кланяется.
Июнӗн 10-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Илтнӗччӗ эпӗ ҫапла, шапсугсен сылтӑм флангӗнче темӗнле Казбич, хӑюллӑскер, пур тетӗҫ, вӑл, имӗш, хамӑрӑннисем персе тӑнӑ вӑхӑтра та хӑйӗн хӗрлӗ бешмечӗпе ҫав таврашрах утса ҫӳренӗ пулать, пульӑ ҫывӑхран шӑхӑрса иртсен, вӑл питӗ те хисеплӗн пуҫне таять, тет; анчах пӗлме ҫук, вӑлах-ши вара!..
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Карелирен илсе килнӗ гранит плити икӗ метра виҫӗ метр лаптӑкӑш, 7 тонна ытла таять.Привезенная из Карелии гранитная плита имеет размер два на три метра и весит более семи тонн.
Сӑтӑрҫӑсем Хӗрлӗ тӳремри плита ҫинчен чӑваш символӗсене вӑрлаҫҫӗ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Вӑтам ҫемье 2 кг яхӑн таять, 7-8 рамка йышӑнать.
Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
Ҫирӗп ҫемьене пуҫтарсан 2,5 кг таять, ҫемьери хуртсем вӗллери тӑхӑр рама хушшине йышӑнаҫҫӗ.
Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
Хӳри шурӑ, кӗске, хӑй 4-7 килограмм таять.
Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Ҫак кун хевтеллӗ ырӑ чунсене мӗн пур арҫын пуҫ таять.
Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10