Шырав
Шырав ĕçĕ:
Килне кайса килнӗ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн эскадронӗнчи боецсен шухӑш-кӑмӑлне вӑрттӑн сӑнама тытӑнчӗ те нумайӑшӗ продразверсткӑна тарӑхнине ним ытлашши чӑрманмасӑрах ӑнланса ҫитрӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хутор ҫыннисем калаҫкаланинчен вӑл вӗсем продразверсткӑшӑн тарӑхнине, ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче вара кун ҫинчен пурпӗрех сӑмах тапранассине пӗлчӗ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Прохор юратмасть ҫеҫ мар, — вӑл хӗрарӑм куҫҫульне тӳсме те пултараймасть, — ҫавӑнпа та, тарӑхнине пытараймасӑр, питне-куҫне пӗркелентерсе каларӗ:
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Митька хӑйсен кил-йышне пырса тивекен ӗҫсем ҫинчен йӑлтах тӗплӗ ыйтса пӗлчӗ, хӑй сахал сӑмахларӗ, тарӑхнине те; хурланнине те палӑртмарӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан тарӑхнине уҫҫӑн сисӗнтерекен сасӑпа каласа хучӗ:
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Пулӑшу ыйтма килсеччӗ-и? — ыйтрӗ Григорий, Кавказ ҫынни аллине чӑмӑртаса ыраттарнӑшӑн тарӑхнине халӗ те ирттереймесӗр.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл хӑй тарӑхнине палӑртмасӑр калаҫрӗ, тен, сӑмах чиперех те пӗтетчӗ пулӗ, анчах йӗкӗт, сассине пыр тӗпӗпе хыртарса, ҫирӗппӗн татса каларӗ:
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Фан госпожа упӑшки ҫакӑн пек тӳрӗ кӑмӑллӑ пулса тарӑхнине сайра хутра кӑна куркалать, ҫавӑнпа та вӑл малтанах хӑраса ӳкрӗ, анчах кайран часах лӑпланчӗ.
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.
Вӑл хӑй тарӑхнине манса кайрӗ пулас, халӗ ӗнтӗ пуҫлӑха панӑ парнепе усӑ курасшӑн пулчӗ пулмалла.Видимо он уж забыл свою досаду и желал употребить в пользу подарок начальнику.
IX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Огнянов та ҫилле хывнӑ пек курӑнасшӑн пулчӗ, кофине хыттӑн чӑплаттарса сыпма тытӑнчӗ — хӑй те ыттисем пекех тарӑхнине кӑтартасшӑн пулчӗ ӗнтӗ.
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Эсӗ ӑна итлетӗн-и, ватӑ ухмах? — Нагульнов хӑй хытӑ тарӑхнине пытарма пултараймарӗ.— И ты послушаешься ее, старый дурак? — Нагульнов не мог скрыть своего величайшего возмущения.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӑрттан мучи хӑй тарӑхнине пӗрре те пытармасӑр итлерӗ, юлашкинчен кӑшкӑрса ячӗ:Дед Щукарь выслушал свою благоверную с нескрываемым презрением, под конец возмущенно фыркнул:
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ытла выҫӑх мар, — тарӑхнине пытармасӑр каларӗ Давыдов.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тарӑхнине пытармасӑр, вӑл хӑтӑрса тӑкрӗ:
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӑрӑнмаллаччӗ айккинелле, тен, вӑл сана паллайман та пулӗччӗ, — тарӑхнине ним пытармасӑр каларӗ Давыдов, хӑйсем иккӗшех юлсан.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл Ольга кӗтмен ҫӗртен тарӑхнине ҫеҫ курчӗ, сӑлтавне асӑрхамарӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пачах урӑхла, чӑн-чӑн пурнӑҫри пекех, эпӗ ҫав ҫынсем хам тавра пухӑнса тӑнине, вӗсен чир-чӗрне, вӗсем мӗнрен хӑранине, мӗне шанса тӑнине, мӗншӗн тарӑхнине те пӗлтӗм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ кӗл тӑватӑп, ылханатӑп, макӑратӑп, кулянатӑп… ҫук, эпӗ пӑшӑрханнине, тарӑхнине нимӗнпе те пӗлтерме ҫук!Я молился, проклинал плакал, смеялся… нет, ничто не выразит моего беспокойства, отчаяния!..
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Эпӗ паян хамӑн секунданта сирӗн пата яма тивӗҫлӗ пулатӑп, — хушса хутӑм эпӗ, питӗ те кӑмӑллӑн пуҫа тайса тата вӑл тарӑхнине асӑрхаман пек туса.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пит-куҫӗ унӑн тем пек тарӑхнине кӑтартать, куҫӗнче куҫҫуль йӑлтӑртатать.Ее лицо выражало глубокое отчаянье, на глазах сверкали слезы.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964