Шырав
Шырав ĕçĕ:
Поэта мӑшкӑлланӑ, унтан кулнӑ; патшапа унӑн чи ҫывӑх ҫыннисем, Пушкинӑн арӑмне ерсе, поэтӑн ятне варалама, вӗҫӗмсӗр чыссӑрлама тытӑннӑ.
А. С. Пушкин тата вӑл ҫырнӑ «Белкин повеҫӗсем» // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑла палӑртса тата патшапа ӑна ҫывӑх тӑракан ҫынсенчен кулса, вӑл сӑвӑсем, эпиграммӑсем ҫырнӑ.
А. С. Пушкин тата вӑл ҫырнӑ «Белкин повеҫӗсем» // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Агриппа патшапа Вереника ҫитнӗ.
Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вӑл Хӑй патне урӑх ҫынсене — тӑнӑҫлӑ халӑха — пуҫтарнине курнӑ эсӗ, 40. ку вӑл — Осия патша вӑхӑтӗнче хӑйсен ҫӗрӗнчен тыткӑна илсе кайнӑ вунӑ йӑх, вӗсене, Осия патшапа пӗрлех, Ассири патши Салманассар юханшыв леш енне ют ҫӗр ҫине куҫарса кайнӑ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара патшапа пӗрле ларакан тӑванӗсем унӑн улӑшӑнса тӑракан шухӑшӗнчен тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: патша, эсӗ пире, айван вырӑнне хунӑ пек, нумайччен сӑнасшӑн-и капла? Ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут иудейсене пӗтерме хушатӑн, ӗҫне тӑвасси патне ҫитсессӗн вара ху мӗн хушнине каллех пӑрахӑҫа кӑларӑн-и?
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑнпа хӑшӗ-пӗри, Александрия ҫыннисемпе тан пулас тесе, ашшӗсен Туррине юрӑхлӑн пурӑнас йӗркене пӑрахнӑ, патшапа хутшӑнса ӳлӗмрен аслӑ мухтава тивӗҫес пек, васкасах ют йӑла-йӗркене йышӑннӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫакна курсассӑн патшапа пӗрле килнисем те, ку тертре Турӑ пулӑштӑрччӗ, ҫак йӗркесӗр те сӗмсӗрле ӗҫе тума ан патӑрччӗ тесе, Пурне те Тытса Тӑракана пирӗннисемпе пӗрлех тархаслама тытӑннӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патшапа пӗрле пулнӑ аслӑ ҫынсем те унӑн мӑнаҫлӑ ӑсне темиҫе хутчен те мӗн шухӑшласа хунинчен пӑрма тӑрӑшнӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Лисий иудейсем патне ҫырнӑ ҫырура акӑ ҫапла каланӑ пулнӑ: «Лисий Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунать. 17. Эсир янӑ Иоанпа Авессалом, алӑ пустарнӑ хурав хутне парса, унта мӗн ҫырнине пурӑнӑҫлама ыйтрӗҫ. 18. Ҫапла вара эпӗ патшана мӗн-мӗн пӗлтермеллине ӑнлантарса патӑм, мӗн йышӑнма палӑртнипе вӑл килӗшрӗ. 19. Ҫавӑнпа та, эхер те эсир патшапа ырӑ пурӑнас пулсассӑн, ӳлӗмрен те эпӗ сире ырӑлӑх кӳрес тӗлӗшпе пулӑшӑп. 20. Уйрӑм вак ыйтусем пирки вара эпӗ хӑвӑр янӑ ҫынсене те, хам янӑ ҫынсене те сирӗнпе калаҫса татӑлма хушрӑм. 21. Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, диоскоринфий уйӑхӗ, ҫирӗм тӑваттӑмӗш кун».
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Менелай, хупса лартнӑскер, хӳтӗленес шутпа Доримен ывӑлне Птоломее патшапа калаҫса пӑхма ыйтнӑ, эхер те вӑл патшана ӳкӗте кӗртсессӗн, ӑна пысӑк укҫа пама пулнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Аполлоний вара патшапа курӑнӑҫнӑ та ӑна ҫак пуянлӑх ҫинчен каласа панӑ, лешӗ патшалӑх ӗҫӗсене туса пыма лартнӑ Илиодора чӗнтернӗ те асӑннӑ пуянлӑха тиесе тухма хушнӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патшапа унӑн ҫӗнтерме май ҫук пек туйӑннӑ ҫарӗ Персие кайсассӑн, вӗсене Нанейӑн чӳк ҫуртӗнче Нанея апӑсӗсен ултавӗ урлӑ пӗтерсе тӑкнӑ: 14. Антиох, Нанейӑпа пӗрлешме тенӗ пек, ҫав вырӑна пырсассӑн, унпа пӗрле килнӗ тусӗсем вара хулӑм укҫи илме пырсассӑн, 15. ҫав укҫана вӗсене Нанея апӑсӗсем сӗннӗ; ҫапла Антиох пысӑках мар ушкӑнпа чӳк ҫуртне шала кӗнӗ, лешӗсем вара Антиох кӗнӗ-кӗменех ҫуртне питӗрсе илнӗ, 16. унтан, маччари вӑрттӑн шӑтӑка уҫса, чулпа пеме тытӑннӑ, патшана та, унпа пӗрле пулнисене те вӗлернӗ, вакласа, пуҫне касса вӗсене урамра тӑракансем умне кӑларса пенӗ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Ку сӑмах патшапа пуҫлӑхсен кӑмӑлне килнӗ, вара Лисий Израиль ҫыннисем патне килӗшӳ тума ҫынсем янӑ; лешӗсем сӗнӳпе килӗшнӗ; 61. патшапа пуҫлӑхсем килӗштерсе пурӑнма тупа тунӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Лисий ҫавӑн чухне ҫакӑн пек хыпар илтнӗ: Антиох патша хӑй чӗрӗ чухнех ывӑлне, Антиоха, патшана кӗриччен пӑхса ӳстерме хушса хӑварнӑ Филипп, 56. патшапа пӗрле ҫӳренӗ ҫара ертсе, Персипе Миди ҫӗрӗнчен таврӑннӑ-мӗн, халӗ вара патшалӑх ӗҫне хӑйӗн аллине илме ӑнтӑлать иккен.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене эсӗ: «пире патшапа пуҫлӑхсем парсамччӗ» тееттӗн.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем нумай вӑхӑтлӑха патшапа тӳресӗр, парнесӗр, парне вырӑнӗсӗр, ефодпа терафимсӑр тӑрса юлӗҫ.
Ос 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Даниил патшапа пӗрле пурӑннӑ, вӑл патша тусӗсенчен пуринчен те мухтавлӑрах пулнӑ.2. И Даниил жил вместе с царем и был славнее всех друзей его.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Патша амӑшӗ патшапа унӑн улпучӗсем мӗн калаҫнине пӗлнӗ те ӗҫкӗ-ҫикӗ пӳлӗмне кӗнӗ; патша амӑшӗ ҫапла каланӑ: патша, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн!
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Йывӑҫ пахчине картасӑр хӑварнӑ пек, Хӑйӗн хӳмине туртса илчӗ; Хӑй пухӑвӗн вырӑнне тустарса тухрӗ, Ҫӳлхуҫамӑр ӗнтӗ Сиона уявсемпе шӑматкунсене мантарчӗ; ҫилли тулса ҫитнипе патшапа священника пӑрахрӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Елам ҫине тӳпен тӑватӑ енчен тӑватӑ ҫил ярӑп та вӗсене ҫав ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, вара хӑваласа янӑ Елам ҫыннисем ҫитмен ҫӗршыв та пулмӗ; 37. Елам ҫыннисене хӑйсен тӑшманӗсем умӗнче, хӑйсен чунне шыракансем умӗнче сехӗрленсе тӑмалла тӑвӑп; вӗсем ҫине хӗн-хур, Хамӑн ҫиллӗме ярӑп, вӗсем хыҫҫӑн пурне те вӗлерсе пӗтеричченех хӗҫ ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа; 38. Еламра Эпӗ Хамӑн аслӑ пуканӑма лартӑп, унти патшапа пуҫлӑхсене пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.