Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

киревсӗр the word is in our database.
киревсӗр (тĕпĕ: киревсӗр) more information about the word form can be found here.
Уй-хирте тыр-пула мӗн чухлӗ ҫисе сӑтӑр тунине шутласан, ӑна, ҫерҫие, чи киревсӗр кайӑк теме пулать.

Help to translate

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Киревсӗр ӗҫ туса хунӑ эс, Микиш.

Help to translate

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Ваҫҫа хӑй каласа кӑтартать, мухтанать вӑл Шӗшлӗ таврашӗсем хӑйсен киревсӗр ӗҫне чеелле тума пӗлнипе.

Help to translate

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Айван ача-пӑча хӑй тӗллӗн тунӑ ку киревсӗр ӗҫе, каҫар пӗр айӑпа.

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуп, ҫынсен сӑмахӗсене итлесе тӑнӑ хыҫҫӑн, киревсӗр сассипе каланӑ.

Help to translate

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ялсенче чӑвашсемпе ҫармӑссен ӑс-тӑнне пӑтратса ҫӳрекенсем пур пулас, ун пек ҫынсене эпӗр тупса палӑртса, вӗсен киревсӗр ӗҫӗсене чарса лартма тӑрӑшӑпӑр тесе ҫырнӑ Нефедьев Хусантан патшалӑх пурлӑхӗсен министрӗ патне Питӗре.

По моему мнению, по чувашским и черемисским деревням и селам ходят агитаторы, призывающие людей к бунтам и неповиновению. В случае обнаружения подобных мы постараемся прекратить их неблаговидную деятельность».

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн те пулин килӗшмесен сасартӑк кӑвакарса кайса чӗлхине кӑларса витлет: «Ме-ме!» е пӗр-пӗр киревсӗр сӑмахпа татса хурать:

И, если что-то ему не понравилось, кроет их распоследними словами.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ялан, чармасӑр чуптарсассӑн, Пӗлетӗн, ут вӑл ывӑнать, Ытла киревсӗр суптарсассӑн, Вӑл такӑнать те йӑванать».

Help to translate

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Уяррӑн Ҫуралнӑ ӗмӗт ҫитнӗччӗ, Ҫунатлӑ шанчӑк витнӗччӗ, Анчах та хуҫрӗ кӑмӑла Киревсӗр, юрӑхсӑр йӑла.

Help to translate

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Паллах, киревсӗр ҫак чуралӑх, Анчах кирлех-ши тӗкӗнме?»

Help to translate

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эпир киревсӗр ӗҫ туса Пулман ҫын умӗнче усал, Ҫук, вараланнӑ ҫын пулман, Йӑхран нихҫан та ял кулман — Эпир — таса.

Help to translate

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл Булат Ширинпа калаҫнӑ хушӑра илтмесӗр тӑма пултараймарӗ — унта: «Чиксе пӑрахӑр ӑна, мӗн калаҫса тӑратӑр ҫав киревсӗр этемпе!», «Кирлӗ мар пире Гирейсем! Нумай инкек куртӑмӑр эпир вӗсемпе!», «Хӑвалӑр ӑна Нухая, хуняшшӗ патӗнче лаша кӗтсе пурӑнтӑр!» — тесе ҫухӑрашаҫҫӗ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Киревсӗр хӑтланатӑн, Тукай куназ! — терӗ вӑл.

Help to translate

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Князь каллех хуралҫа хӑйӗн патне пыма хушрӗ, хирӗҫ ӑна тепӗр хут киревсӗр сӑмахпа тавӑрчӗҫ.

Help to translate

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Киревсӗр сӑмахсем каларӑн, мӗн пур боярсем умӗнче намӑс кӑтартрӑн.

Help to translate

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнер ҫеҫ ҫамрӑк мӑшӑр хушшинче киревсӗр харкашу пулнӑ, кӗвӗҫнипе Яким хӑй арӑмне тем тума хатӗрччӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вырӑссем вӗрентмесӗр пӗлмеҫҫӗ пуль чӑвашсем хӑҫан вӑрлӑх хатӗрлемеллине, — сывлӑша ҫурса ячӗ коридорти киревсӗр сасӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫынсенчен вӑтанасчӗ: ытла киревсӗр сӑмахсемпе хурлатӑн-ҫке Совет влаҫне? — ун патне ҫывхарчӗ Эльгеев.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: Сахвине урам урлӑ ларакан, ялан куҫа курӑнса тӑракан чалӑш пӳртри Ятламаспа амӑшне кунӗн-ҫӗрӗн ылханать, Ятламасӗ вара хӑйне хирӗҫ чалӑш пӳртри катӑк шӑллӑ карчӑкпа унӑн чӗмсӗр упӑшкине кашни утӑмра тӗнчери чи усал та киревсӗр сӑмахсемпе асӑнать.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет пуҫ мимийӗ ҫак вӑхӑтра калама ҫук вӑйлӑ ӗҫлерӗ, хаяр та чуна кайса тивекен сӑмахсене илтсе алманчӑн пӗрре хӗр ачана илӗртсе пӑхас, ӑшӑ сӑмахсемпе ҫавӑрас, тем пулсан та хӑйӗн юратӑвне кӑтартса парас килчӗ, тепре кӑкӑрта, алӑ чӑмӑрӗсенче, пӗтӗм шӑм-шакра хускалакан ҫилле чармасӑр, ҫакӑнтах туласа тӑкас, чи киревсӗр сӑмахсем каласа хур тӑвас кӑмӑл ҫӗкленчӗ.

Help to translate

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed