Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капланса (тĕпĕ: каплан) more information about the word form can be found here.
Микула хӑйне хур туни Анука юратнинчен килнӗ пек сунса, Лукарье чӗрине хӗре тавӑрас ҫилӗ капланса килчӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗлхи ҫине хаяр сӑмахсем капланса килчӗҫ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паҫӑр Макҫӑмпа иккӗшӗ Хура кӗпер пирки калаҫни сӑмах ҫеҫчӗ те хӑратмастчӗ, халӗ ак, ку хӑрушлӑх пуҫ ҫине капланса ансан, Ҫтаппан хӑраса кайрӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ унӑн ҫилли сасартӑках асар-писеррӗн капланса вӗреме пуҫларӗ, сывлӑшӗ пӳлӗнсе килнипе кӗпи тӳмисене вӗҫертсе ячӗ.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тулса ҫитсен шыв тӑкӑннӑ пекех, этем ӑшӗнче капланса тӑвӑннӑ ҫилӗ те хӑйӗн чиккинчен тухса каять.

Help to translate

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ҫынсемпе калаҫса тӑнӑ хушӑра, сисмен ҫӗртенех, Хветут пахчи хыҫӗнчен ҫӑра сӗлкӗш капланса тухрӗ.

Help to translate

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Палас кукӑрне капланса тулнӑ пӑр аранах тапранса кайрӗ — ун хыҫҫӑнах шыв хӑвӑрт чакма пуҫларӗ.

Help to translate

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье хӑй ӗмӗрӗнче упӑшкипе чӗрре кӗрсе ятлаҫса курманскер, ӑна пӑхӑнма хӑнӑхнӑ, пыр тӗпне капланса хӑпарнӑ темле хытӑ япалана ҫӑтса ячӗ те ҫав самантрах мӑшт пулса тӑчӗ, унтан, шывланнӑ куҫӗсене саппун аркипе шӑлса, пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантрах мал енчен пӑр катӑкӗсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе капланса килни курӑнма пуҫларӗ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑннипе вара, тӗрле сӑлтавсене пула, чи малтан воеводӑсемпе вырӑс тӳре-шарин, кунта капланса килнӗ ҫӗр улпучӗсен, чиркӳпе мӑнастир ҫыннисен ӗмӗтсӗрлӗхне, тискерлӗхне пула пӑлхавсем чылай ҫӗрте сике-сике тухрӗҫ, ҫӗнӗ йышши пусмӑра тӳсеймесӗр ку тӑрӑхри халӑх тата нумай ҫул хушши сенӗкпе чукмара алӑран вӗҫертмерӗ.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун ҫинчен шухӑшласан ӑшра ҫилӗ капланса килет.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ту енчи мӑрсасемпе вӗсен ҫыннисем Новоград Свияжский хулине тунӑ чухне вырӑссене пулӑшрӗҫ, вырӑссем Хусана илме капланса килсен вӗсене Сӑр урлӑ каҫнӑ ҫӗртех ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑхӑт ҫитӗ, ҫӑва тухсан ак Ту енӗ те вырӑссене хирӗҫ капланса тухӗ.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна хирӗҫ хула енчен юлан утпа та, ҫуран та Тукайпа Акпарс тӗкӗрҫисем капланса тухрӗҫ, Япанча ҫарӗ ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑчӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан ҫийӗнче вӑйлӑ пушар чухнехи пек тӗтӗм капланса тӑчӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе хӗрлӗ хура ҫулӑм явӑнчӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене курса хӳмесене ватма парас мар тесе тӑватӑ хапхаран Хусан воинӗсем юлан утпа та, ҫуран та капланса тухрӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темшӗн-ҫке вӗсем хӑйсене темиҫе ҫул хушши тутарсем ҫаратнине, йӗкӗлтесе, витлесе тӑнине тӳсеҫҫӗ те, тарӑхса ҫитнипе йӗннинчен сиксе тухнӑ упа сунарҫӑсене хӑваласа кайнӑ пек, пысӑк ҫарпа Хусан патне капланса анаҫҫӗ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Те эрех, те сасартӑк капланса килнӗ хуйхӑ ҫӑвар тӳпине йӑлтах типӗтсе ячӗ.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Аса илӳсем капланса килеҫҫӗ…

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Сасартӑк капланса килнӗ пӗлӗтсем каҫ енне уҫӑлса кайрӗҫ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed