Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ака the word is in our database.
ака (тĕпĕ: ака) more information about the word form can be found here.
Раҫҫей МЧСӗн ертӳлӗхӗ Чӑваш Республикине кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ҫӗршывӗпех иртнӗ команда-штаб вӗренӗвне вӑйсемпе хатӗрсене явӑҫтарас тӗлӗшпе Раҫҫейри чи лайӑх субъекчӗсен йышне (Мордовипе, Коми Республикипе тата Тверь облаҫӗпе пӗрле) кӗртнине аса илтерчӗ.

Help to translate

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Михаил Васильевич ака тапхӑрне вӑраха ярас мар тесе тӑрӑшнипе пӗрлех ресурссене перекетлеме майсем шырамалли ҫинчен аса илтерчӗ.

Help to translate

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Республикӑра ака ӗҫӗсем хӗрсех пынӑ май асӑннӑ вӑхӑт тӗлне ку енӗпе лару-тӑру мӗнлереххи ҫинчен те калаҫрӗҫ ларура.

Help to translate

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Автомарш командирӗ Павел Григорьев асӑннӑ акци ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче — вырӑс халӑхӗ Пӑр ҫинчи ҫапӑҫура ҫӗнтернӗ кун — старт илнине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫакна шута илсе чӑваш чӗлхи эрнинче, ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, шкулта «Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх ҫемье» конкурс иртрӗ.

Help to translate

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Чӑваш ҫӗршывӗнче пурӑнакан чӑваш чун-чӗриллӗ кашни ҫынна пӗр ӗмӗт-шухӑшпа, пӗр кӑмӑл-туйӑмпа пӗрлештерме пултарчӗ ака уйӑхӗн 25-мӗш кунӗ — И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кун, Чӑваш чӗлхи кунӗ.

Help to translate

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗн кунне палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

ЧР ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ механизаторӗ Л.Шерне /«Чутеевский» ЯХПК/ ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче нумай ҫул ӳсекен курӑка /250 гектар/ апатлантарма тытӑннӑ.

Help to translate

Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Студентсен ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӑслӑлӑх конференцийӗнче 45 аслӑ шкулӑн делегацийӗн представителӗсем доклад тунӑ.

Help to translate

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫейри ача-пӑча хирургӗсен симпозиумӗ уҫӑлнӑ.

Help to translate

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Аса илтерер: Павела ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫӗрле Мускав ҫывӑхӗнчи Дмитров хулинче хӗненӗ.

Help to translate

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ытларикун, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Мускаври клиникӑсенчен пӗринче пирӗн ентеш, «Любэ» ушкӑн бас-гитарисчӗ Павел Усанов вилнӗ.

Help to translate

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра ҫурхи сунар тапхӑрӗ пуҫланчӗ.

Help to translate

Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ӑстан «Этнокультура пуянлӑхӗн тата пултарулӑхри йӑла-йӗркен нумай енлӗхне упрассипе тата аталантарассипе ҫыхӑннӑ ӳнер произведенийӗсен ярӑмӗ» куравӗ уҫӑлчӗ.

Help to translate

«Кашни кун эп тӗрлӗрен» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ун пирки Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн Президиумӗ 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йышӑну кӑларнӑччӗ.

Help to translate

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Паянхи пекех астӑватӑп: 1991 ҫулхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, эрнекунччӗ ун чухне, пурте Май уявӗ умӗнхи субботнике хатӗрленетчӗҫ.

Help to translate

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Ӗҫченсемпе калаҫнӑ май Илдус Хадзятович ака ӗҫне пӗрремӗш пуҫӑннӑ хуҫалӑха ӑнӑҫу сунчӗ.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫав кун ака ӗҫӗсем мӗнлерех иртнипе паллашма район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Эткер ялӗ ҫывӑхӗнчи хирсене ҫитрӗҫ.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн суйлавӗн малтанхи сасӑлавне хутшӑнас текенсен заявленийӗсене ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑннӑ.

Help to translate

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Тӑвай енри пур коллектив та ака пуҫлама хатӗр.

Help to translate

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed