Шырав
Шырав ĕçĕ:
Спартак Валерия ҫумӗнчен кӑшт айккинерех пӑрӑнчӗ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Костя айккинерех пӑрӑннӑ та юханшыв ҫине пӑхса ларать.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Гаравко поручике офицер костюмӗпе пушмак илсе пырса пачӗ, кӗсйисене ухтарчӗ, хӑй айккинерех пӑрӑнса, ӑна винтовкӑпа тӗллерӗ.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Командӑна часах колонна тӑрӑх пӗлтерчӗҫ, Учапа Мирко, кӑшт айккинерех пӑрӑнса, ротӑн малашнехи маршрутне кӗскен сӳтсе яврӗҫ, Учана ҫӗрӗпе мӗн асаплантарни ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ.
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл кӑшт айккинерех тӑрать; партизансем ҫине сиввӗн пӑха-пӑха илет.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫак сӑмахсене каласан, Филипп сылтӑм еннелле ӳпӗнет те, тилхепине мӗнпур вӑйӗпе турта-турта, мӗскӗн Тиечука хӳринчен тата урисенчен темле хӑйне манер аялтан ҫатлаттарма пикенет, Тиечук мӗнпур вӑйӗпе тӑрӑшнине те, пӗччен пекех туртса пынине те пӑхмасть, хӑй ывӑнсан тин ҫапма чарӑнать, вара унчченех питӗ чипер, ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ларакан шлепкине тем пирки пӗр айккинерех куҫарса лартать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав хушӑра ик аршӑн айккинерех пирӗн ҫине саламлӑн та интересленсе пӑхакан сӑнсем вӗлтлетсе иртрӗҫ, ҫак ҫынсем манпа нихӑш енчен те ҫыхӑнса тӑманни тата эпӗ вӗсене нихҫан та урӑх курас ҫукки темле тӗлӗнмелле пек туйӑнать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ун ҫине ҫаврӑнса пӑхсанах, вӑл пӗр икӗ утӑм айккинерех вӗҫсе кайрӗ, вӑрман чавкапуҫӗн шура тӗслӗ шаннӑ чечекӗ тӗлӗнче явӑнкаларӗ те ун ҫине ларчӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӑшт айккинерех, юр ҫинче, Павӑл шухӑша кайса ларать.Немного в стороне, прямо на снегу сидел в глубокой задумчивости Павле.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кӑшт айккинерех пушмакӗсем лараҫҫӗ.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Кӑшт айккинерех хырпа хурӑн турачӗсенчен тунӑ симӗс ӳпле ларать.Чуть поодаль стоял зеленый шалаш, сложенный из хвойных и березовых ветвей.
Белогорка шывӗ хӗрринче // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫыранӑн сӗвек сӑмсахӗнче, хӑва айӗнче, халӑхран кӑшт айккинерех, утмӑл ҫулалла ҫывхарнӑ е утмӑл урлӑ каҫнӑ хӗрарӑм тӑрать.
Тӗлӗнмеллескер // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 181–184 с.
— Мӗне кирлӗ каплах тӗллесе кӑтартни! — теме сирнӗн, кӑшт айккинерех куҫса ларчӗ Маришка.— Ну зачем же напирать-то! — Маринка даже немного отодвинулась от меня.
16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Кӑшт кӑлтӑклӑ-ха, тӗрӗс, — керменне, сӑмах та ҫук, айккинерех лартмаллаччӗ е пачах лартман-тӑк та юрамаллаччӗ, — анчах пӗрлелӗхӗ, килӗштерӳлӗхӗ вӗсен куҫ умӗнчех.
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Владимир мана уҫланкӑ хӗррипе чӑрӑш тураттисен хӳттине тӑратса хӑварчӗ те хӑй пӗр вунӑ утӑм айккинерех кайса вырӑн йышӑнчӗ.
8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пукана шутарса, айккинерех сиксе лартӑм, кӗсьерен сигарет кӑлартӑм.
1 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӑл тин ҫеҫ чӑмӑртаса кӑларнӑ пӑтранчӑк эрехе витререн кружкӑпа ӑсса илчӗ те, ӑна Василь умне лартрӗ, хӑй кӑшт айккинерех ларчӗ, янахӗпе чӑмӑрӗсем ҫине таянса, Василь ҫине амӑшӗн ырӑ куҫӗсемпе пӑхрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Айккинерех, ял хӗрринче тенӗ пекех, хӗрлӗ ӗне выртать.Поодаль, почти на опушке, лежала молочная корова красной масти.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Юнашар ларакан салтак айккинерех куҫрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Улӑм шлепкине айккинерех хунӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.