Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Яра the word is in our database.
Яра (тĕпĕ: яра) more information about the word form can be found here.
Ҫак «яра парӑр» тенӗ тӳрккес сӑмах темле питӗ хыттӑн, хаяррӑн янраса илчӗ.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Яра парӑр малалла, Звягинцев», — терӗ Ольга Алексеевна.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнпа та яра парӑр самолетпа!

Help to translate

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чӑнах та-ҫке, икӗ ҫын кашни пушӑ минута пӗрле ирттереҫҫӗ пулсан, вӗсем пӗр-пӗринчен нимӗн те пытармаҫҫӗ, вӗсен пытармалли те нимӗн те ҫук пулсан, ҫывӑрма выртнӑ чух ҫӗрлехи вӑхӑта вӑл сана унран уйӑрнӑшӑн кураймастӑн пулсан, ирхине, малта яра кун пулассине тата кунӗпех пӗрле пулма май пуррине туйнипе савӑнӑҫлӑн вӑранатӑн пулсан — ун ипе чух ним ҫинчен те ыйтмалли ҫук…

Help to translate

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Тӳрех яра пар, — терӗ механик каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах.

Help to translate

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Халиччен яра кунӗпе те пӗр-ик сӑмахран ытла каламан эсӗ.

Help to translate

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пуҫтарӑннӑ ҫынсем самай ӗшенетчӗҫ пулмалла, — пӗр сехетлӗхе тӑхтав тӑватчӗҫ, юнашарти буфета кӗрсе, васкаварлӑн бутерброд пекки хыпкалатчӗҫ, турӑх ӗҫсе уҫӑлатчӗҫ, вара, тепӗр кана пуҫтарӑнса, ӗнер пуҫланӑ пухӑва яра куна тӑсатчӗҫ, тата ытларах хӗрсе калаҫатчӗҫ…

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Яра пар.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Тавай, яра парӑр.

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Укҫа тӳле те яра пар.

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

…Ӗнер яра кунах ҫумӑр лӳшкенӗрен урам хушши пылчӑклӑ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ӗлӗк вара иксӗмӗр чанклаттара-чанклаттара яра панӑ, ыталаша-ыталаша юрланӑ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав вӑхӑтра яла кӗтӳ кӗртрӗ: пӗр лӑпланса, пӗр вӑйланса ҫаплах ҫумӑр сапӑнать те, яра куна улӑхра ҫӳреме кӗтӳҫӗсене те, выльӑх-чӗрлӗхне те кансӗр.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сиплӗ хурӑн милӗкӗпе ӳт-пӳ хӗреличчен ҫат та ҫат ҫапӑнни, яра кунах ӗҫлесе ӗшенни пулӑшрӗ-ши — Таранов хулари пек ыйхӑ килменнипе асапланмарӗ, вырӑн ҫине выртнӑ-выртманах ыйха путрӗ…

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ара, яра парӑр, — хӗре хавхалантарчӗ Таранов.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Яра кун тенӗ пекех вырӑн ҫинче йӑваланчӗ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Юлашкинчен вӑл Герасим Федотовичпа яра кунах шӑкӑл-шӑкӑл калаҫма пуҫларӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ара, иккӗшӗ те яра кунах ӗҫре, пӗри фельдшер пунктӗнче, тепри — трактор ҫинче.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Илюш ташлама ӑста, вӑл хура куҫне чӑлкӑштарса саккӑрла ҫаптарнине сӑнаса ларсан-ларсан тунката та вырӑнтан тапранӗ, ташша яра парӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

— «Айта, инке, яра пар, Юлашкине пире пар!»

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed