Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каҫҫан (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Хӑйсен утине тӑватӑ кил илсе кайма пултараҫҫӗ: Илле Ҫимонччӑ, эпӗ, Эрнюк Петровччӑ тата Каҫҫан

— Свое сено могут увезти только четыре дома: Илле Симонч, я, Эрнюк Петрович и Касьян…

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫӑмӑл алӑллӑ» Каҫҫан пилӗкӗ хушшине пӗр ывӑҫ курӑк хӗстерчӗ те ҫавине илчӗ.

«Легкий на руку» Касьян уже заткнул за пояс горсть травы, взялся за косу.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан Ухтиван ҫине шикленсе пӑхса илчӗ те лашине шыв хӗрринелле ҫавӑтса кайрӗ.

— Касьян, словно вдруг испугавшись своих слов, настороженно глянул на Ухтивана и поспешил к берегу.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Иллӳ-масару, — тет хальччен лӑпкӑн ларнӑ Каҫҫан лӑшине шӑварма кайма хатӗрленсе.

— Черт бы их подрал, — сердится Касьян, собираясь вести лошадь на водопой.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗвел анас умӗн каччӑ вӑлта хуллине хул урлӑ хурать те тепӗр аллине паҫӑрхи чӗресе тытса Каҫҫан пичче урапи ҫуммипе шыв хӗрринелле иртсе каять.

И вот, едва спряталось солнце, он кинул на плечо удилище, подхватил чиряс и медленно побрел мимо телеги Касьяна к реке.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑшӑлласа каснӑ ҫӳҫне якаткаласа Каҫҫан пичче ҫави тӑпсине тӗрӗслет, аллине ҫамки тӗлне тытса хӗвел ҫине пӑхать.

Стриженные под горшок волосы подравнены, и Касьян то и дело поглаживает их, правит окосье, поглядывает из-под ладони на солнце.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр Каҫҫан пичче кӑна тӗркӗшӗве те калаҫӑва хутшӑнмасӑр пӗчченех хӑйӗн урапи тавра ҫаврӑнкаласа ҫӳрет.

Один Касьян безучастен и к красоте природы, и к людской сутолоке — кружит и кружит возле своей телеги.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан пичче урапин туртисене ҫӗклесе ҫыхса сӳс урхалӑхран хуран ҫакса яма ӗлкӗрнӗ, мӑйӑр хуппи евӗрлӗ пӗчӗк хуранта сиксех яшка вӗрет.

Касьян уже развел огонь и подвесил к поднятым оглоблям котелок чуть побольше ореховой скорлупы, и в нем вовсю булькает похлебка.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан пичче урапи патӗнче Савтепи юсанкаласа тӑрать.

Возле телеги Касьяна стоит Савдеби.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан та лашине вӗсемпе юнашар тӑварчӗ.

Касьян остановился рядом с ними.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ав Каҫҫан та халь тин тухать-ха».

— Вот и Касьян только тронулся.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кусем Каҫҫан пиччепе Савтепи иккен.

Ухтиван узнал Касьяна с Савдеби.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах унта Ухтиван та, шӑпӑрҫӑпа Каҫҫан пичче те хутшӑнмаҫҫӗ.

Но Ухтивана, дяди Касьяна и пузыриста на гулянье нет — не положено по обычаю.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан пичче, Хушаҫҫӗ Петӗрӗ, Чӑлах Эрнюк Ухтивана ҫӗре йӑтса антараҫҫӗ.

Дядя Касьян, Петр Велят и Эрнюк сняли наконец с телеги и Ухтивана.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан пичче вара те шухӑша кайнӑ, те ыйхӑ пуснипе, ҫул тӑршшӗпе пӗр сӑмах та чӗнмест.

Дядя Касьян то ли глубоко задумался, то ли задремал — за всю дорогу не проронил ни слова.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл васкасах Каҫҫан пиччесем еннелле чупать.

Чуть ли не бегом устремляется к дому Касьяна.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан пичче урапи ҫинчен анать те ват юман айне ал шӑлли кайса ҫакать, ҫичӗ нухрат пӑрахать.

Дядя Касьян слез с телеги и, в полной тишине проковыляв к дубу, повесил на нижний его сук полотенце, бросил семь копеек денег.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан пичче пуҫтарӑннӑ халӑха пехиллет, шӑпӑрҫӑ шӑпӑрне нӑйлаттарса ярать.

Дядя Касьян благословляет собравшийся народ, пузырист дует на шыбыре печальный мотив.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Туй пуҫӗ — Каҫҫан пичче, Ухтиванӑн ашшӗ вырӑнӗнче — Някуҫ мучи, Хушаҫҫӗ Петӗрӗ уртмакҫӑ пулнӑ.

Хозяин свадьбы — Касьян, на месте отца Ухтивана — Нягусь, рядом Петр Велят — уртмаксь, носитель яств, а также подарков для богов, с кожаным мешком в руках.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Якура е хӑйӗн Каҫҫан кумне чӗннӗ пулсан вӗсем те ӗҫӗччӗҫ.

Эх, жаль, надо было с собой Ягура или кума Касьяна прихватить, тоже бы не отказались, выпили.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed