Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсӗр the word is in our database.
ӳсӗр (тĕпĕ: ӳсӗр) more information about the word form can be found here.
Степан, уҫӑмсӑррӑн та юри хавасланам пек пулса, ӳсӗр чухнехилле аллипе сулчӗ.

Степан неопределенно и неестественно-весело, по-пьяному махнул рукой.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑртанса кайнӑ, пӑтранчӑк куҫӗсемпе вӑл хӑй йӗри-тавра йӑтӑнса выртакан аслӑ тӗнче ҫине ӑнланмасӑр пӑхрӗ, унччен пӗлнӗ ҫынсене те палламарӗ, сӑнӗпе ҫав тери ӳсӗр е хӗне кайнӑ чиртен тин ҫеҫ сывалакан ҫын пек курӑнса ҫӳрерӗ.

Ошалелыми припухлыми глазами непонимающе глядел на разостланный вокруг него мир, знакомых не узнавал, глядел, как сильно пьяный или только что оправившийся от изнурительной болезни.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл пӗрехмай суда кайса ҫӳренӗ; ҫавна кура унӑн хуҫалӑхӗнчи пӗртен пӗр шурӑ кӗсри те ҫак ҫула лайӑх пӗлекен пулса ҫитнӗ: ӳсӗр пуҫпа хуҫи, лав ҫине йӑванса кайса, вӑрӑм тунӑ сасси пек ҫинҫе сасӑпа: «Суда!» — тесе кӑшкӑртӑр ҫеҫ — кӗсре хӑех ҫул ҫине тухса станица еннелле уттарнӑ…

Он так часто ездил в суд, что единственная белая кобыла, которая была у него в хозяйстве, настолько изучила туда дорогу, что стоило пьяному ее хозяину упасть в повозку и крикнуть свиристящим дискантом: «В суд!» — кобыла сама направлялась по дороге в станицу…

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук хирӗҫ шарламарӗ: ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, хӑй пӳлӗмне кӗчӗ те ҫаплах — шинельне те, аттипе ҫӗлӗкне те хывманнипех — кравать ҫине тӳнсе кайрӗ.

Бунчук не ответил: пьяно шатаясь, прошел в свою комнату и, как был в шинели, сапогах и шапке, повалился на кровать.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл йӗри-тавра пӑхса илчӗ те, ӳсӗр пуҫпа ӑҫта килсе ҫакланнине тавҫӑрса, хӑйне тата анчахрах пулса иртнӗ инкек ҫине чӑтма ҫук тарӑхса кайрӗ.

Он огляделся, — сообразил, куда попал пьяным невзначаем, и затрясся от злости на самого себя, на случившееся.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӑвартан курӑнас пек чыхса тултарнӑ Григорий сӗтел хушшинчен йывӑррӑн йӑраланса тухрӗ те, ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, сӑхсӑхса илчӗ; унтан, какӑркаласа, кравать ҫине кайса выртрӗ.

Григорий, огрузившийся едой, встал тяжело, пьяно перекрестился; отдуваясь, прилег на кровать.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Киле ӳсӗр пычӗ, вырӑн ҫине выртрӗ те ахлатать, ассӑн сывлать.

Пришел домой пьяный, лег в кровать, стонет, вздыхает.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Дугинӑн пуҫӗ вӑрахчен чӗтресе ыратрӗ, — шӑлӗсем шакӑртатрӗҫ, сарӑрах тусанпа витӗннӗ аттинчи пысӑк урисем килӗшӳсӗррӗн, ӳсӗр ҫыннӑнни пек тайкаланса пусрӗҫ.

У Дугина долго тряслась голова, пощелкивали зубы и как-то нелепо путались большие, в порыжелых сапогах, ноги.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темле майпа тата пасарта спирт сутма тытӑннӑ та, офицерсемпе пӗчӗкрех чинсем ҫав кунсенче пӗрех май ӳсӗр ҫапкаланса ҫӳреҫҫӗ.

На базаре откуда-то появился в продаже спирт, и уже не в диковинку было видеть в те дни пьяных нижних чинов и офицеров.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Суранланнӑ взводнӑй командира ҫавӑтнӑ Грошев Емельянран та иртсе кайрӗ вӑл: Грошевӗ офицера хулӗнчен ҫавӑтнӑ та ӑна чӑнкӑ ту тайлӑмӗпе сӗтӗрсе чупать; сотникӗ урисене ӳсӗр ҫын пек тӗлсӗррӗн иле-иле пусать, хушӑран Грошев хулпуҫҫийӗнчен йывӑррӑн уртӑнса, ҫӑварӗнчен тухакан ҫара юн катӑкӗсене сурса пӑрахать.

Григорий опередил Грошева Емельяна, увлекавшего за собой раненого взводного офицера: Грошев бегом сводил офицера по крутому склону; сотник пьяно путал ногами и, редко припадая к плечу Грошева, блевал черными сгустками крови.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лиховидов урисене ӳсӗр ҫын пек ҫапкалантарса пырать, сӳнӗк куҫӗсем ҫӗрелле тирӗннӗ, аллисемпе хӑлаҫланать: хӑраххипе — сывлӑшра темӗн тытма, тепӗр аллипе пичӗ ҫинчи куҫа курӑнман эрешмен картине шӑлса пӑрахма хӑтланать, тейӗн.

Шел Лиховидов, пьяно кидая ногами, уронив глаза, что-то хватал в воздухе рукой, другой словно смахивал с лица невидимую паутину.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн хӑлхине ҫурма ӳсӗр сасӑсем тата тахӑшӗ хыттӑн ахӑлтатса кулни пырса кӗчӗ.

До него донеслись полухмельные голоса и хохот.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Ӳсӗр ҫынсене юратмастӑп эпӗ, — тет Анфиса. — Ваттисем хӑйсем ӗҫчӗр, эпир хамӑр».

«Не люблю я пьяных, — говорила Анфиса. — Пусть старики гуляют сами по себе, а мы сами по себе».

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тул ҫутӑлас умӗн Сергей савӑнӑҫлӑн юрла-юрла таврӑннине илтсен, Ниловна шикленсе ӳкрӗ: «Турӑ ҫырлах, ӳсӗр пулас-ҫке ку», — тесе шухӑшларӗ.

Вернулся Сергей на заре и в таком веселом настроении, с песней, что Ниловна, услышав его голос, с тревогой подумала: «Ой, господи, да никак пьяный».

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ашшӗ ӳсӗр: куҫӗсем ҫуланса тӑнӑ, йӑлтӑртатнӑ.

Отец был пьян: глаза маслено блестели.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Наталья, ӗсӗклесе йӗрсе, ӳсӗр ҫын пек тайкаланкаласа, крыльцана тухрӗ.

Наталья вышла на крыльцо, рыдая и качаясь.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ мана Гришкӑна каялла парасса шаннӑ тетӗн пуль? — терӗ Наталья, ӳсӗр ҫынӑнни пек пӑтранчӑк куҫӗсене ҫӗклесе.

— Ты думаешь, я надеялась, что выпрошу Гришку? — Наталья подняла пьяные от муки глаза.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр ӳсӗр ҫын казак лашине патакпа ҫапрӗ, лешӗ саламачӗпе хӗртме пуҫларӗ.

Один пьяный ударил лошадь казака палкой, а тот пустил в ход плеть.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Воронежа ҫитес умӗн тин ытти вӑтӑр казакпа пӗрле Петро пиҫсе пыракан вагона пӗр ӳсӗр старик-железнодорожник пырса пӑхрӗ, ҫинҫешке сӑмсине пӑркаласа; — Каятӑр? — тесе ыйтрӗ.

Лишь под Воронежем в вагон, где парился с остальными тридцатью казаками Петро Мелехов, заглянул пьяненький старичок-железнодорожник, спросил, поводя тоненьким носиком: — Едете?

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй вӑл ӳсӗр, тӑрмаланса пӗтнӗ ҫӳҫӗ ҫумне хӗвелҫаврӑнӑш хуппи ҫыпҫӑнса тулнӑ, тӗрлесе тунӑ пӗчӗкрех шаль тутрин вӗҫӗсене салтса янӑ.

Она пьяна, в распатлаченных космах — подсолнуховая лузга, развязаны концы расписного полушалка.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed