Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫерем the word is in our database.
ҫерем (тĕпĕ: ҫерем) more information about the word form can be found here.
Юхан шыв хӗрринчи ҫерем ҫине ухват мӑйракаллӑ хура ӗне вӗренленӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Укаслу ҫерем ҫинче выртакан Тимофей-хусах умне чӗркуҫленсе ларчӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫерем ҫинче пуҫне каснӑ салтак выртать.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, хӑйне лап еннелле сӗтӗрсе кайнӑ чухне, ҫерем ҫинче выртакан юнланса пӗтнӗ Валтиел пупне курчӗ те кӗвӗҫни иртрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӳлӗ хӗррипе пӗлӗшӗн ҫурчӗ патне тухнӑ чухне вӑл ҫерем ҫинче ларакан виҫҫӗ-тӑваттӑсенчи арҫын ачана курчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрмантан ҫерем ҫинелле Укаслу утса тухрӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара кӗлтурӗ те юпа кутӗнчи ҫерем ҫине канма ларчӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Путӗр-путӗр путене Йӑва тӗлне тупмасӑр Ҫерем ҫинче ҫӗр каҫнӑ, Пирӗн шӑллӑм, намӑссӑр, Арӑм тӗлне тупмасӑр, Хыт сак ҫинче ҫӗр каҫнӑ…»

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫерем кӑмпи, хурӑн кӑмпи тата-тата килчӗҫ.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ав мӗнле тӗллевпе килсе «леплетрӗҫ» иккен юлташсем ҫак ҫерем ҫине.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ак ӗнтӗ эпир, килте тӗртнӗ пиртен ҫӗленӗ трусиксемпе кӑна юлса, ҫаппа-ҫарамаслантӑмӑр та, еккине ярса, тӗлсӗр-йӗрсӗр шапӑлтаткаласа, хӗвелпе ӗнӗхсе пӑт-пат сарӑхнӑ вӗлтӗртӗк чӗкеҫ, шӑпӑр курӑкӗсемпе хупланнӑ ҫерем ҫине хӑпӑл-хапӑл е вӑрах «йӑшса» тӗшӗрӗлтӗмӗр — хӑшӗ месерле, хӑшӗ ӳпне «шапалантӑмӑр».

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ҫынсемпе ҫумлӑнах, ӗннӗ курӑклӑ ҫерем ҫинче, креплесемпе шӑпӑрсен купи ӳссе ларнӑ.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Чӗлтӗрти курӑк пуснӑ ҫерем ҫинче, ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ҫапнӑ, симӗс сӑрпа сӑрланӑ хӑма карта ҫывӑхнерех, пӗр кӑнттам, элес-мелес хура йытӑ, пойнтер, хырӑмӗпе выртса хӳрине ҫекӗлле авса хунӑ та киленсех умӗнче шуррӑн-тӗксӗммӗн купаланса выртакан шӑмӑсене тӗшӗрет.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Иртнӗ ӗмӗрсенче ҫӑпаталлӑ хура халӑх ҫӗршыва тӑшмансенчен хӳтӗленӗ, ҫерем уҫса, ҫӗр сухаласа, тырпул акса ӳстернӗ, кил-ҫурт ҫавӑрнӑ, ҫӗршыва тӗреклетнӗ, йӑхне тӑснӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина та ирхи хӗвел шевли пекех йӑлкӑшать, хӑйне шкулти пек мар, ҫурхи ҫӑра курӑклӑ ҫерем ҫинче амӑшӗнчен самантлӑха татӑлса тӑлтти-талтти сикекен путек пекех ирӗклӗн тыткалать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑшӗ мӗнле кӑмпине вӑл вӗсене рюкзакрах ал пӳрнисемпе тӗкӗнкелесе, сӗртӗнкелесе пӗлчӗ: ку ӑвӑс, ку, нӳлекленни, хурӑн, ку ҫерем кӑмпи, ку сарӑ кӑмпа, ку хура кӑрӑҫ, ку, йӑпӑлкки, ут тути…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку таврашра ҫул мар, йывӑҫсӑр, пур ҫара ҫерем те шит таранах лепӗркеленсе кӗселенчӗ пуль.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унти ҫерем тӳремрех пек туйӑнчӗ арҫынна, вара вӑл ҫавӑнта каҫрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Борис ҫийӗнчи пиншакне хывса ҫерем ҫине сарчӗ, Клавӑна лартрӗ.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Марине ҫерем ҫине тӑсӑлса выртрӗ, пуҫне ҫӗр ҫине хучӗ.

Help to translate

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed