Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемҫе the word is in our database.
ҫемҫе (тĕпĕ: ҫемҫе) more information about the word form can be found here.
— Сан ҫумра ялан пӗрле тӗккеленсе ҫӳресе ывӑл хӑра тата ҫемҫе чунлӑ ҫитӗнмест-и пирӗн? — тетчӗ ашшӗ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Тӳшекӗ ҫемҫе пулмасӑр.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫапла пӗччен калаҫкаласа Хреҫҫи каялла ҫемҫе тӗк тӳшек ҫине, ӑшӑ виткӗч айне кӗрсе выртрӗ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Пусарах лартнӑ кӑшӑлсӑр ҫемҫе карттусӗ ӑна арҫын сӑнӗ парать.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫӗрле ҫуса тасатнӑ, малтанхи хӗвел пайӑркисем ӳкнӗ урай тӑрӑх ҫемҫе пушмакпа утса пынӑ май машинӑсем кӗрлеме тытӑничченхи шӑплӑхпа киленеҫҫӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кил хуҫи хӑна патне танлӑн утса пычӗ те ӑна алӑ парсах сывлӑх сунчӗ, ура ҫинче тӑраканскерне кил картинелле тухакан кантӑк патӗнчи ҫемҫе пукан ҫине ларма сӗнчӗ, хӑйпе паллаштарчӗ:

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Кирлӗ-кирлӗ мар сӑмах-халап ҫапса ан лар, — касса татрӗ ӑна Миша кӑшӑлсӑр ҫемҫе карттусне тата пусарах лартнӑ май.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пит сулмаклӑ та ҫемҫе.

Help to translate

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Колхоз председателӗ те, ун кабинетне кӗрсен, ури ҫине тӑрсах, атте ятне асӑнсах, алӑ тытсах сывлӑх сунчӗ, ҫемҫе диван ҫине ларма сӗнчӗ.

Help to translate

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Мадейрӑра субтропик Вӑтаҫӗр тинӗс климачӗ (Кёппенӑн климат классификацийӗпе: Csb), вӑл тӗнчери чи ҫемҫе ҫанталӑксенчен пӗри — хӗллехипе ҫуллахи кӑнтӑр вӑхӑтӗнчи температура пӗр-пӗринчен 7°C ытла уйрӑлса тӑмасть.

На Мадейре господствует субтропический Средиземноморский климат (Классификация климатов Кёппена: Csb), один из самых мягких в мире — разница между дневными зимними и летними температурами не превышает 7 °C.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Утрав мадера паллӑ эрехпе, вырӑнти хитре чечексемпе, фейерверкпа Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттернипе тата ҫемҫе ҫанталӑкпа (кунти сывлӑш температури 16°-ран 25°C таран ҫеҫ улшӑнса тӑрать) уйрӑлса тӑрать, ҫавна май кунта ҫӑвӗ-хӗлӗпех халӑх канма килет.

Остров является популярным круглогодичным местом отдыха, отличающимся известным вином мадера, цветами, новогодними празднованиями с фейерверком, и мягким климатом (температуры в пределах от 16 °C до 25 °C).

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Иванов ӑна хирӗҫ калаймасть, тем тесен те иртеймест ун куҫӗнчен, ытла ҫемҫе кӑмӑллӑ.

Help to translate

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Император ҫапла шутланӑ: аристократ ҫемҫе вырӑн ҫинче ҫывӑрса пурлӑхӗсӗр юлнӑ пулсан унӑн минтерӗсем лайӑх канма, сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ имӗш.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунсӑр пуҫне Афина чиперӗсем ҫирӗп тиртен, ҫемҫе, ачаш пусмаран минтерсем ҫӗлеме вӗреннӗ.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мухтавлӑ Эллада ывӑлӗ-хӗрӗсем вӗҫен кайӑк тӗкӗсемпе, ҫӑмпа, ҫемҫе курӑкпа тултарнӑ минтерсемпе чи малтан усӑ курма пуҫланӑ.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Пӑхчӑрах, тен, сӳпӗлтетме пӑрахӗҫ, — парӑнчӗ вӑл ялӑн ҫемҫе мар йӗркисен умӗнче.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑк хӑвӑрт пынӑ ҫӗртех ҫамкипе ҫемҫе япалана перӗнчӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтаксем тухӑҫ ҫемҫе сарма пӗлни, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑранмасса та пултарни пирки шухӑшламан та.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑк вӑл, те ывӑнчӗ, те темскер аса илчӗ, нускине айккине хучӗ те — вӑт тӗлӗнтермӗш! — хӗрӗн ҫемҫе ҫӳҫӗнчен кӑштӑртатнӑ аллипе ҫупӑрласа илчӗ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кравать мӑраннӑн чӗриклетсе сас кӑларчӗ, ҫемҫе утияла чун кӗчӗ тейӗн, сирӗлчӗ, «гражданка» хӗрелсе кайнӑ куҫӗсене уҫрӗ.

Help to translate

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed