Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑркаласа (тĕпĕ: ҫавӑркала) more information about the word form can be found here.
Сююнбике амулета, питӗ шел-ҫке ку япалана парса яма тенӗ пек, ҫавӑркаласа пӑхкаларӗ те Усеин-Сеита тыттарчӗ.

Help to translate

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эрнепи, кӗсйӳсене тӗрӗсле-ха, сан унта апат илмелли мӑйса тата юлнӑ пек туйӑнать, — терӗ Ятламас умра выртакан ҫӑкӑр сӑмсине ҫавӑркаласа.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Иливан, сана мӑрса шырать, — илтрӗ вӑл, вырма тытӑнас тесе ҫурлине ҫавӑркаласа пӑхса тӑраканскер.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нухратпа Чураппа Туканаша тӗпелелле ҫавӑтса пычӗҫ, туй арӑмне ҫавӑркаланӑ пек ҫавӑркаласа пӑхрӗҫ.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗсйинчен портсигар кӑларчӗ, нумайччен ҫавӑркаласа ларчӗ вӑл ӑна аллинче.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Куславкка райбольницин водителӗ январӗн 10-мӗшӗнче поликлиника картишӗнче ҫӑмламас-хӗрлемес йытӑ никамран хӑрамасӑр хӳрине ҫавӑркаласа ҫӳренине асӑрханӑ.

Help to translate

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

— Ун ҫинчен каланӑ-ҫке эпӗ, — тет Иван пичче, ҫӑпатине чӗркуҫҫи ҫинче ҫавӑркаласа.

Help to translate

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анук хӗрлӗ пилӗклӗ премӗке ҫавӑркаласа пӑхса каларӗ:

Help to translate

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр хут листине юри ҫавӑркаласа, унта ҫырнине Янтулпа танлаштарнӑ пек туса ун еннелле сӑнаса пӑхать.

Делает вид, что читает, и то и дело взглядывает на Яндула — сверяет написанное.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шахрун ӑна илсе ҫавӑркаласа пӑхать те алӑк патнелле перет.

Шахрун, повертев ее в руках, швырнул к двери.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хушаҫҫӗ Петерӗ старикрен «хут» ыйтрӗ, лешӗ хулари ҫӳп-ҫап купинче тупнӑ кивӗ кӗнеке листине кӑларса парсан пайтахчен ӑна кутӑн-пуҫӑн ҫавӑркаласа, вуланӑ пек тутине сиктеркелесе ларчӗ («иртен-ҫӳренсене терӗслеме хушаҫҫӗ.

Петр Велят вдруг посуровел и потребовал у старика «бумагу», Кошель вынул из-за пазухи листок из старой книги, которую он подобрал в городе среди всякого мусора, и протянул старосте, тот долго вертел листок в руках, шелестел губами, делая вид, что читает: — Велят нам проверять прохожих.

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Павӑл ӑна ҫутӑ еннелле ҫавӑркаласа пӑхкалать те сӑмсине аллипе хупласа кутӑн чакать.

Павел, поворачивая его к лунному свету, осмотрел со всех сторон и вдруг зажал рукой нос.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл ӗҫне илсе ҫавӑркаласа пӑхрӗ те каллех сак ҫине пӑрахрӗ.

И в сердцах швырнул его на лавку.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Манӑн айӑплине тупса курасчӗ, Ухтиван, ҫавӑркаласа пӑхасчӗ ӑна.

— Эх, увидеть бы мне виповного-то да разглядеть его, Ухтиван!

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиер савӑнса кантӑкне ҫавӑркаласа пӑхать, чӗрни ҫине лартать те кулкаласа ӑна ҫӳлӗк ҫине кармашса хурать.

Мульдиер, ошалев от радости, вертит в руках сверкающий треугольник и смеется как ребенок, потом прячет его на высокую полку.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗсри, шӑна-пӑвансене хаваланӑ пек, вӗҫсӗрех хӳрине пӑркаласа, ҫавӑркаласа лӗпӗстетсе пырать.

А тот знай крутит хвостом, словно мух отгоняет.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ятламас кӗслене ӑмсаннӑ пек тем тӗрлӗ те ҫавӑркаласа пӑхрӗ.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аникей вӑл панӑ укҫана илчӗ те нихҫан курман пек нумайччен ҫавӑркаласа пӑхрӗ.

Help to translate

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Халех калаҫса татӑлатпӑр, — вӑрӑм ҫӗҫҫине тӑла ӑшӗнчен кӑларса ҫавӑркаласа пӑхрӗ Ахтупай.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Шыраса пӑхма лекет, — ҫӗҫҫе ҫавӑркаласа пӑхать Иштерек.

Help to translate

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed