Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярасшӑн (тĕпĕ: яр) more information about the word form can be found here.
Вӑл мана ларма ярасшӑн марччӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм арӑмне чышса ярасшӑн пулчӗ — Ҫтаппан ирӗк памарӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье кӑларса ярасшӑн мар тапаланчӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра сӑхсӑхса илчӗ те сӑмах пуҫарса ярасшӑн, вӑл ӗҫленинчен тӗлӗннӗн пуҫне сулкаласа: — Ҫӗрулми шурататӑн эппин? — терӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫывӑхарах ҫитрӗмӗр те – ак, тамаша, тирек мамӑкне пухнӑ та хайхисем, чӗртсе ярасшӑн иккен.

Help to translate

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Мӑнукӗсем те ӑратӑн ятне ярасшӑн мар.

Help to translate

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Ашшӗ питех те ватӑлса ҫитрӗ унӑн, Иливана турхан темиҫе кунлӑха та киле ярасшӑн пулмарӗ — ака ӗҫӗсене Ахтупайӑн пӗтӗмпе хӑйӗн тума лекрӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атте ыйтса пӑхрӗ Иван патшаран, кӑларса ярасшӑн мар нимпе те мана Нухай ҫӗр-шывне.

Help to translate

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ак Нухайри хӑш-пӗр мӑрсасемпе пӗрле («санпа пӗрле» темеллеччӗ те ӗнтӗ, элчӗне ун пек калани килӗшмест-ҫке) ҫар пуҫтарасшӑн, хӑй ҫыннисене пӑлхавҫӑсене пулӑшма тӑвалла, Хусан патнелле ярасшӑн.

Help to translate

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа эп сире иксӗре те Сарайчика, Юсуф пиччӗр патне ярасшӑн.

Help to translate

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл сывалнӑ тет ӗнтӗ, Атӑл тӑрӑхӗнчи пӑлхавҫӑсене путарма пысӑк ҫар ярасшӑн тет.

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑҫта ярасшӑн эс ӑна?

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мана ав те лашапа улӑштарасшӑн ӗнтӗ, те урӑх япалашӑн сутса ярасшӑн.

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Юрӗ, ӑна эпир пӗлсе пӗтерес ҫук, — сӑмаха урӑх йӗрпе ярасшӑн пулчӗ Сарри.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах тутарсем вырӑссене нимпе те хӳме ҫывӑхне ярасшӑн мар: хуларан пӗчӗк ушкӑнсем тухсах тӑраҫҫӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫак янккамас этем пирӗн Багадура Арскран хӑвӑласа ярасшӑн, — кшиляра куҫпа ҫисе ярас пек пӑхса ӑнлантарчӗ улан.

Help to translate

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп сана Атӑл хӗррине Исмаил патне ярасшӑн.

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑмах пӗтнӗччӗ ӗнтӗ, мӗн калаҫас пеккине калаҫнӑччӗ, анчах хан аслӑ карачине кӑларса ярасшӑн пулмарӗ-ха.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата икӗ кунтан Велиме ӑна хӑй кӑларса ярасшӑн пулмарӗ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрҫаканскер пулмалла хӑй, ыттисене ҫывӑха та ярасшӑн мар, пыра-пыра сӑхать, аш татӑкне лешсенчен пӗррех хыпса туртса илет.

Help to translate

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed