Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унта рак хуранӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, хумсем ҫине-ҫинех чуптунипе якалса кайнӑ вӗтӗр-шакӑр тӗссӗр кӑвак чул куписем кукӑр-макӑр сапаланса выртаҫҫӗ.Перламутровая россыпь ракушек, серая изломистая кайма нацелованной волнами гальки.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Лешӗ, кивелсе, якалса пӗтнӗ эрмекпе, вараланчӑк ҫӗтӗк ҫӑпатапа, хутлансарах тӑрать, унӑн, типшӗмскерӗн, янахӗ ҫине кӑшт ҫеҫ сухал пекки тухса ларнӑ, — вӑл хӑйӗн пӗтӗм мӗскӗнле сӑн-сӑпачӗпе ҫӗтӗк-ҫатӑк пуҫтарса ҫӳрекен чухӑн тутара аса илтерет, — ун пеккисем ӗлӗкхи вӑхӑтра михӗсемпе карташсенче тата кирлӗ мара кӑларса тӑкнӑ вырӑнсенче тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр пуҫтарса ҫӳретчӗҫ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Нумай вӑхӑт выртнипе ӗнтӗ, иккӗш те якалса кайнӑ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чӗтрекен аллипе вӑл карандашпа кивелсе, якалса кайнӑ блокнот тытнӑ.В руках у него подрагивал карандаш и старенький, пообтертый блокнот.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Нумай ҫӳренипе якалса лӳчӗркенсе пӗтнӗ костюмпа вӑл, шакла пуҫлӑ.Он был в помятом дешевеньком костюме, потасканного, захудалого вида, с яркой розоватой плешиной.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Кунта, куратӑн-и, ҫак вырӑн пит шӑйрӑлса, якалса кайнӑ.Здесь, видишь, это место очень сильно ободралось, разгладилось.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Шӑтӑклӑ-шӑтӑклӑ, якалса пӗтнӗ, кашниех пин ҫулхи историллӗ чулсем тавра Володя асӑрханса ҫӳрет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Олизар — вӑрӑм, ҫинҫешке, якалса тирпейленнӗ те писевленсе тултарнӑ ҫамрӑк старик, ҫара, анчах пӗркеленчӗклӗрех, хутахайла питлӗскер, вӗҫӗмсӗрех бильярд шӳт-хайлавӗсене чӗвӗртсе, сирпӗнтерсе кӑна тӑчӗ.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Заманов килте тӗртсе ҫӗлетнӗ кӑвак тӑла сӑхманпа ҫӳрет, сӑхманӗ кивелсе якалса пӗтнӗ.
V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чан Э патне пычӗ те вӑл якалса шупкалнӑ барс тирӗпе сӑрнӑ йывӑҫ тахта ҫине ларчӗ.Подойдя поближе, он присел на стоявшую рядом тахту, покрытую облезлой барсовой шкурой.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Ун ҫийӗнче кивӗ, йӑлтах шупкаланса кайнӑ, хӑрах аркасӑр шинель; ҫара уринче чалӑшса кайнӑ кивӗ калуш; аллине вӑл пӗтӗмпех якалса пӗтнӗ тир ҫӗлӗк тытнӑ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Агафья Матвеевна эрнешерӗн, кунсерен мӗнпур вӑйран тертленчӗ, йӳнеҫтеркелерӗ, пысӑк тутӑр сутрӗ, уявсенче тӑхӑнмалли платьйӑна сутма пачӗ, вара кулленхи кӗске ҫухаллӑ тумӗпе тӑрса юлчӗ, вырсарникунсерен мӑйне кивӗ, якалса пӗтнӗ косынкӑпа виткелерӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӑкӑрлӑк вӗҫӗнче темӗнле якалса кайнӑ, кивӗ пальтоллӑ вӑтам ҫулхи ҫын курӑнса кайрӗ, вӑл хул хушшине пысӑк хут пакет хӗстернӗ, аллине пысӑк туя тытнӑ, уяр та шӑрӑх куна пӑхмасӑрах калуш тӑхӑннӑ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку халат, хӑйӗн малтанхи тӗсне ҫухатса, тӗллӗн-тӗллӗн якалса ҫуталнӑ пулин те, ҫаплах йӑлтӑрти тӗслӗ-ха, ҫирӗп-ха.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Гимназистсен кӗмӗл тӗслӗ варринче якалса хӗрелнӗ хулӑн тӳмисем.Толстые одинарки гимназических шинелей с серебряными чашечками, докрасна вытертыми посредине.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Итлетпӗр эпир, кухньӑра, хайхискер, темӗнччен киленсе ҫӑвӑнать, Даша инке те пӗтӗмпех йӗпетсе пӗтертӗн тесе ятлаҫать, вӑл ҫаплах лӗклетсе ҫӑвӑнать: «Пите лайӑх-ҫке!» тет хӑй, унтан ҫӳҫне тураса, якалса ҫара ура вӗҫҫӗн ҫӑмӑл пушмак тӑхӑнса, ҫине таса толстовка уртса, пирӗн пата килет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Миша, — терӗм эпӗ, вӑл тирпее кӗрсе, якалса, духисемпе сапӑнса килнӗ хыҫҫӑн, ҫӗнӗ кӑвак костюмпаччӗ хӑй, ӑна эпӗ курманччӗ-ха, — эпӗ кунта сирӗн пӗтӗм ҫырӑвӑрсене ответ пама килтӗм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вут чулӗ якалса пӗтрӗ, ҫапах та вут чӗртесси пулмарӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ерипен якалса ҫирӗпленет вӑл.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970