Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑтрӗ (тĕпĕ: ывӑт) more information about the word form can be found here.
Шаликов тем самантра унӑн сылтӑм аллине ҫурӑм хыҫне шатӑртаттарса пӑрса та лартрӗ, вара хӑйӗнчен чылай ҫӳллӗ ҫынна хӗр пӳлӗмӗнчен тӗртсе кӑларчӗ, унтан пӳрт алӑкне уҫрӗ те хулӗ тӳсме ҫук ыратнипе йынӑшакан ӗревӗҫе кутӗнчен тапса ывӑтрӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унтан вӑл, ҫырма тӗпне анса, аллисемпе ывӑҫла-ывӑҫла, виле ҫине тӑмпа хӑйӑр ывӑтрӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пирӗн тупӑ прицелне осколок бритвӑпа каснӑ пек татса ывӑтрӗ.

Help to translate

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Управлени начальникӗ алӑка уҫса пирусне кӑларса ывӑтрӗ.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Кӗтерук япалисене урайне ывӑтрӗ те пӳртрен тухса тарчӗ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн турӑм эпӗ сана? — тесе, улшуҫа ал вӗҫҫӗн ҫӳле ҫӗклерӗ те ушкӑн ҫинелле ывӑтрӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр ҫӑмартипе ҫӑкӑр чӗллинчен хуҫса илнӗ татӑкне те ани ҫине ывӑтрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫырлахӑр, ан пӑрахӑр… — ҫурма сасӑпа пӑшӑлтатса, чӑкӑт татӑкне ана ҫинелле ывӑтрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗркеллӗ калаҫ, — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ Сахар, Тарье ҫавӑнтах: — Эс Энтрее Паласран вӗренпе мӗнле мӑйкӑҫласа туртса кӑларнине курнӑччӗ эп. Халӗ сана мӑйкӑҫлатӑп, — терӗ те, вӗрен вӗҫне упӑшки еннелле ывӑтрӗ.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑнкӑравламалли кантӑра вӗҫне ҫакнӑ тыткӑча татса, пахчана ывӑтрӗ.

Help to translate

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эсӗ мӗн ҫӑмӑлпаччӗ тата? — Хрестук ҫине куҫ ывӑтрӗ Казаков.

Help to translate

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуп унталла-кунталла пуҫ ывӑтрӗ, аякри кӗтесе йӑпшӑнса тӑнӑ комсомолецсене курсан, вара тӳрех ҫапла пуҫларӗ:

Help to translate

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутар тилхепине Иван енне ывӑтрӗ, хӑй ларкӑч ҫинчен мулкач пек сиксе анчӗ те хӑвӑрт крыльца патнелле утса кайрӗ, картишӗнче хулӑн сасӑпа йытӑ хамлатса вӗре пуҫларӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ташлама хатӗрленеҫҫӗ, Иван кӑкӑрӗ ҫине шуса аннӑ пурҫӑн тутӑрне каялла ывӑтрӗ, хут купӑсне ҫӑмӑллӑн кӑна ҫӳлелле ҫӗклесе, пӗр-икӗ хутчен нӑйӑклаттарса илчӗ, унтан ташӑ кӗвви калама пуҫларӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара, вӗрене ик-виҫӗ хут сулласа илчӗ те пӗтӗм вӑйран ҫырма варринелле ывӑтрӗ — йӑлӑ шӑп та лӑп Энтрее мӑйӗнчен ҫаклатрӗ.

Help to translate

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр каллех атмине ывӑтрӗ.

Help to translate

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрӑм Нурулла ҫавӑнтах ҫӑварӗнчи чикарккине пӑр ҫине ывӑтрӗ, унтан, шерти ҫине таянса, хӑй те ун хыҫҫӑн сикрӗ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑрса ҫерем ҫинче выртакан ҫӗҫҫе хӑмӑшлӑха ывӑтрӗ, хӑй мӗн тӑвас-ши ку апӑрша савнипе тенӗ пек, ун умне пырса тӑчӗ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрнепи ҫӑварне пӗр-ик ҫырла ҫеҫ ывӑтрӗ, вӑл халь, хыпӑнса ӳкнӗскер, ҫӑкӑр-пӗремӗк чӑмласа ларма пултараймарӗ.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей мӗн тумаллине тавҫӑрса иличчен хан хӗр ача ҫине сарлака юркав ывӑтрӗ, иккӗн ӑна аллисене каялла хутлатса ҫыхса пӑрахрӗҫ.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed