Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара сӑмаха илтсе ӑнланса илекене пӗлтерет; вӑл ҫимӗҫлӗ пулать: пӗри ҫӗр хут, тепӗри утмӑл хут, тата тепӗри вӑтӑр хут ытла ҫимӗҫ кӳрет, тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Патша хут чӗркемне, Варух ҫырса хунӑ Иеремия сӑмахӗсене, ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ, Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: 28. урӑх чӗркем ил те унта Иудея патши Иоаким ҫунтарса янӑ малтанхи хут чӗркемӗнче пулнӑ унчченхи сӑмахсене пурне те ҫырса хур; 29. вара Иудея патшине Иоакима кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ ҫак хут чӗркемне ҫунтарса ярса, «Иеремия, мӗншӗн эсӗ унта Вавилон патши пурпӗрех килет те ҫак ҫӗре тустарса хӑварать, ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те вӗлерсе пӗтерет тесе ҫыртӑн?» терӗн; 30. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн Иудея патши Иоаким пирки ҫапла калать: унӑн йӑхӗнчен Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан пулмӗ, унӑн виллине кӑнтӑрлахи шӑрӑха та ҫӗрлехи сивве пӑрахӗҫ; 31. Эпӗ ун патне, унӑн тӑхӑмӗ патне, унӑн тарҫисем патне вӗсенӗн тӗрӗсмарлӑхне пырса пӑхӑп та вӗсем ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине тата Иудея ҫыннисем ҫине хӗн-асап ярӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Суту-илӳ хутне — саккун йӗрки тӑрӑх пичет пуснине те, пичет пусманнине те — илтӗм те 12. ҫав хута пиччем ывӑлӗ Анамеил умӗнче, ҫак хут ҫине алӑ пуснӑ кӳнтеленсем умӗнче тата хурал картишӗнче ларакан мӗнпур иудей умӗнче Варуха — Маасея ывӑлӗн Нирийӑн ывӑлне — патӑм; 13. унтан вӗсен умӗнче Варуха ҫапла каларӑм: 14. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: ҫак суту-илӳ хучӗсене — пичет пуснине тата пичет пусманнине — ил те тӑм савӑта хур, вӗсем унта вӑрах вӑхӑт сыхланса тӑма пултарччӑр.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма эсӗ икӗ кӗмӗл трупа тутар, вӗсене хывса-ҫапса тутар; 3. икӗ трупине те кӑшкӑртса ярсассӑн, пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре сан патна пӗтӗм халӑх пухӑнӗ: 4. пӗр трупине кӑшкӑртсассӑн, сан патна Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсем пухӑнӗҫ; 5. хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртсассӑн, тухӑҫ енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; 6. хӑрушлӑха систерсе иккӗмӗш хут кӑшкӑртса ярсассӑн, кӑнтӑр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; [хӑрушлӑха систерсе виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, тинӗс енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; хӑрушлӑха систерсе тӑваттӑмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, ҫурҫӗр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;] вӗсем ҫула тухнӑ чухне трупасем хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртчӑр; 7. пуху пухмалла пулсассӑн та, трупа кӑшкӑртӑр, анчах хӑрушлӑха систернӗ пек мар; 8. трупасене Аарон ывӑлӗсем, священниксем, кӑшкӑртмалла: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрхи йӗрке пултӑр; 9. хӑвӑра тапӑннӑ тӑшмансене хирӗҫ хӑвӑр ҫӗрӗрте вӑрҫӑпа тухсассӑн, хӑрушлӑха систерсе трупасем кӑшкӑртса ярӑр, вара сире Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, умӗнче аса илӗҫ, ҫапла эсир тӑшманӑрсенчен хӑтӑлӑр; 10. хӑвӑр савӑнса хӗпӗртенӗ кунсенче, уявӑрсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ чухне те трупа кӑшкӑртӑр, — ҫакӑ Туррӑр умӗнче хӑвӑр ҫинчен аса илтерни пулӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫуралсанах кашни ҫыннӑн харпӑрлӑх архивӗ пухӑнма пуҫлать: ҫурални ҫинчен ӗнентерекен хут, Хисеп хучӗсем, сӑн ӳкерчӗксем, ӗҫ хучӗсем.
Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11
Темиҫе хут биатлон енӗпе тӗнче кубокӗн тапхӑрӗсен призёрӗ, чемпионки тата ҫуллахи биатлон енӗпе тӗнче чемпионачӗсен темиҫе хут призёрӗ.
Моисеева Татьяна Юрьевна // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%B0
Кирей Петӗр Лаштайран хут ыйтса илсе адрессене тӗплӗн ҫырса хучӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Яланхи кунсенче пилӗкшер пин тенкӗ, юр ҫунӑ кунсенче икӗ хут ытларах, тепӗр чухне виҫӗ хут та ытларах.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Кирей хут илчӗ те кӗскен ҫырса хучӗ:
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ӑнсӑртран хут татӑкки тухса ӳкрӗ, Элимен телефон номерӗ пулчӗ ку хут ҫинче.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Айта-ха, ку ыйтӑва ҫивӗчлетмӗпӗр, айккинелле сирӗпӗр, — ку хутӗнче вӑл пӗрремӗш хут шӳтлемесӗр калаҫрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Пӗлетӗр-и, пӗрремӗш хут Мускава килсен, манӑн малалла Ленинграда каймаллаччӗ, — вӑл темиҫе хут пуҫне сӗлтсе илчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Билетсем пуйӑсӑннинчен висӗ хут, автобусӑннинчен пилӗк хут хаклӑрах пулин те, ирӗксӗрех икӗ вырӑнлӑ купене туянма тиврӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Спиртпа каллех сӑтӑрнӑ хыҫҫӑн урана тепӗр хут ҫыхса хучӗ Кирей.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ку хутӗнче Зоя Васильевна ВАСИЛЬЕВА каласа панисене хут ҫине куҫаратӑп, хаҫат урлӑ вулакансене паллаштаратӑп.
Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr
Ман шутпа, — хушса хучӗ каярахпа, — сире те пӑсмасть унашкал тӗрлӗ тӗслӗ, лайӑх шӑршӑллӑ хут.
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Ух, зяк кӑварлӑ шыв, — мӑкӑртатать кӑмӑллӑн, — ӗмӗр иртсе кайиччен пӗр зиннах мизе пин хут вӗлерсе мизе пин хут чӗртет-ши?
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Миҫе пин хут вӗлерес патне ҫитерсе, миҫе пин хут чӗртмерӗ-ши пире, Михуть кум, ҫак эрех вӑрҫӑ ҫулӗсенче кӑна, э?!
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
— Ах, мур япали, миҫе пин хут вӗлерсе, миҫе пин хут чӗртмест-ши ҫынна ҫак эрех?…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
XIX ӗмӗрте хутпа усӑ курасси ӳссе пынӑ май хут листисене хӑвӑрт ҫыпӑҫтарма май паракан хатӗр кирли палӑрнӑ.
Степлер // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D1%82%D ... 0%B5%D1%80