Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫавӑнпа эпир, урӑх чӑтса тӑраймасӑр, Афинӑна хамӑр ҫеҫ юлас терӗмӗр, 2. Турӑшӑн тӑрӑшакан, Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сарнӑ ҫӗрте пирӗнпе пӗрле ӗҫлекен Тимофей тӑванӑмӑра сирӗн патӑра ятӑмӑр: эпир сире тӗреклӗлентерес, ҫирӗп ӗненме хавхалантарас терӗмӗр, 3. ҫак асапсене пула никам та хавшаса ан ӳктӗр терӗмӗр — хӑвӑр та пӗлетӗр: пире асапланма пӳрнӗ.
1 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӗсене тата яланах кӗлтума кирли ҫинчен, хавшаса ӳкме юраманни ҫинчен ытарлӑн ҫапла каласа панӑ: 2. пӗр хулара Турӑран та хӑраман, ҫынран та вӑтанман тӳре пулнӑ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хавшаса ӳкнисем, хуйхӑллӑ чӗреллисем ҫӗкленччӗр те ҫакӑншӑн Сана мухтаччӑр, тенӗ Симон.дай хвалу устам упадших духом и сокрушенных сердцем; даруй нам мир».
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Иудейсем, кӑмӑлӗ туртнӑ пек, хулана хӑйсен аллине илнине курсассӑн, хула ҫыннисем, хавшаса ӳксе, патшана йӑлӑна пуҫланӑ: 50. «каҫарсам пире, иудейсем пире те, хулана та тапӑнма чарӑнччӑр» тенӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Акӑ ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, эсир: «вӑл хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗрен Вавилон патшийӗн аллине лекӗ» тесе калакан ҫак хула ҫинчен халӗ ҫапла калать: 37. акӑ Эпӗ вӗсене Хамӑн ҫиллӗмпе, Хамӑн хаярлӑхӑмпа, хытӑ тарӑхнипе хуса янӑ ҫӗрсенчен пуҫтарӑп та ҫак ҫӗр ҫине каялла илсе килӗп, вӗсене шанчӑклӑ пурӑнӑҫ парӑп.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн шухӑшӗ-тӗллевӗ аслӑ, ӗҫӗсен шучӗ те ҫук. Санӑн куҫу этем ывӑлӗсенӗн пур ҫулне те курса тӑрать, Эсӗ кашнине хӑйӗн ҫулне кура, хӑй ӗҫӗн ҫимӗҫне кура тавӑрса паратӑн. 20. Вӑл Египет ҫӗрӗнче кӗтретсемпе паллӑсем кӑтартнӑ, Эсӗ вӗсене Израильре те, пӗтӗм ҫын хушшинче те халичченех кӑтартатӑн — Эсӗ Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек; 21. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Египет ҫӗрӗнчен паллӑсемпе те кӗтретсемпе, тӗреклӗ аллупа, пысӑк вӑюпа сехӗрлентерсе илсе тухнӑ та 22. ашшӗсене пама пулнӑ ҫак ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, вӗсене панӑ. 23. Вӗсем килсе кӗчӗҫ те ӑна тытса тӑра пуҫларӗҫ, анчах Санӑн сӑмахна итлес темерӗҫ, Сан саккуну тӑрӑх пурӑнас темерӗҫ, ӳкӗтӳсене итлемерӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсем ҫине ҫак мӗнпур хӗн-хура ятӑн. 24. Акӑ хулана ярса илме купаланӑ тӑпра хӳме ҫывӑхрах ӗнтӗ, хулана ярса илӗҫ; вӑл, — хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗскер, — хупӑрласа илнӗ халдейсен аллине лекӗ; Эсӗ мӗн калани пулса пырать, халӗ ҫавна Хӑвах куратӑн. 25. Эсӗ вара, эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм, мана каларӑн: «хула халдейсен аллине лекнӗ вӑхӑтра хӑвна валли хир кӗмӗлле сутӑн ил те кӳнтеленсене чӗн» терӗн.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хире тухатӑп та — акӑ хӗҫ айне пулса вилнисем; хулана кӗретӗп те — акӑ выҫӑпа хавшаса ҫитнисем; пророкпа священник та пӗр тӗлсӗр ҫӳреҫҫӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Египет пӗтӗмпех хавшаса ҫитӗ, унӑн канашне аркатӑп, ӗнтӗ вӗсем йӗрӗхсемпе асамҫӑсенчен, вилнисене чӗнсе илекенсемпе юмӑҫсенчен пулӑшу ыйтӗҫ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫурт тунӑ чухне ӑна тыткӑчсемпе хытарса лартсассӑн, вӑл ҫӗр кисреннӗ чухне те ишӗлмест, ҫавӑн пекех тӗплӗ канашпа тӗреклӗленнӗ чӗре те шиклӗ вӑхӑтра хавшаса ӳкмест.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Айван ҫынна ан пӑхӑн, вӑйлӑ ҫын умӗнче хавшаса ан ӳк.31. Не подчиняйся человеку глупому, и не смотри на сильного.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Тӳрӗ ҫын ӗмӗрне те хавшаса ӳкмӗ, ҫылӑхлисем вара ҫӗр ҫинче пурӑнса кураймӗҫ.30. Праведник во веки не поколеблется, нечестивые же не поживут на земле.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кайран — ӳтӳ, ӳт-пӗвӳ хавшаса ҫитсессӗн — йынӑша-йынӑша кулянӑн, 12. ӗнтӗ ҫапла калӑн: «хама вӗрентсе каланине мӗншӗн кураймасӑр тӑтӑм-ши, хама питленине чӗрем мӗншӗн тиркерӗ-ши?
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӑшман манӑн чунӑма йӗрлесе ҫӳрет, пурӑнӑҫӑма пылчӑк ӑшнех таптаса кӗртрӗ, ӗмӗрлӗхе вилнӗ ҫын пек сӗмлӗхре пурӑнмалла турӗ, 4. ӗнтӗ чунӑм та хавшаса ҫитрӗ, ӑшӑмра чӗрем те туйми пулчӗ.
Пс 142 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Чунӑм хавшаса ҫитнӗ чухне Эсӗ манӑн ҫулӑм-йӗрӗме пӗлеттӗн.
Пс 141 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем пушхирте ҫын пурӑнман ҫӗрте аташса ҫӳренӗ, ҫын пурӑнакан хула енне каякан ҫула тупайман; 5. выҫлӑх тӳснӗ, шывшӑн антӑхнӑ, ӗнтӗ чунӗсем хавшаса ҫитнӗ.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Чӗрем хавшаса ӳкнипе Сана тӗнче хӗрринчен тархаслатӑп; мана хам ҫитейми чул ту ҫине тӑратсам: 4. Эсӗ — манӑн тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, Эсӗ — тӑшманран хӑтаракан тӗреклӗ хӳтлӗхӗм.
Пс 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑҫӑм, манӑн кӗллӗме илтсем, эпӗ йӑлӑннӑ чухне курӑнмасӑр ан тӑрсам; 3. итлесем мана, илтсем мана; эпӗ ахлатса хуйхӑратӑп, 4. тӑшман сассинчен, усал ҫын хӗсӗрленинчен хавшаса ӳкрӗм: вӗсем ман ҫине йӗркесӗр ӗҫ йӑвантараҫҫӗ, мана хаяррӑн кураймаҫҫӗ.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй Ҫӳлхуҫа, хӗрхенсем мана: эпӗ — халсӑр; эй Ҫӳлхуҫа, сыватсам мана: шӑммӑм-шаккӑм хавшаса ҫитрӗ; 4. чунӑм та йӑлтах хавшаса ҫитрӗ; эй Ҫӳлхуҫа, хӑҫанччен тӑхтӑн-ши Эсӗ?
Пс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Халӗ ӗнтӗ чунӑм хавшаса ҫитрӗ: мана асап кунӗсем ҫавӑрса илчӗҫ.16. И ныне изливается душа моя во мне: дни скорби объяли меня.
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид вӑйланса та вӑйланса пынӑ, Саул килӗ вара хавшаса та хавшаса пынӑ.Давид все более и более усиливался, а дом Саулов более и более ослабевал.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.