Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сывлӑш кӗперӗ, пуласлӑх ҫыранне ывӑтнӑскер, Горна пурнӑҫӑн ҫиҫекен хапхи еннелле ҫывхартать, ҫак пурнӑҫ кӑмӑл-ӗмӗт унччен, маларах, аркатайми крепоҫсем пулнӑ вырӑнта та талтлата-талтлата тапать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Чӗри вӗлерес умӗнхилле талтлатса тапать, вӑл хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине ӑнланмасть.Его сердце билось, как перед казнью, и он не понимал, что с ним.
XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫӗре чавса лартнӑн тӑнах чарӑнтӑм: чӗрем сиксе тапать.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Икӗ ҫак суранран юн васкамасӑр сӑрхӑнать: Ассунта чӗри сисӗни-сисӗнми тапать, анчах унӑн вӑйсӑр, ӑнран кайнӑлла пӑшӑлтатӑвӗ Тинга тӳпе кӗвӗ-ҫемми пек туйӑнса кайрӗ те вӑл ҫав самантрах хӑйне ҫирӗппӗн алла илчӗ.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Чӗрем хыпаланать те тапать, хыпаланать те лӑпланать, калаҫать тейӗн, анчах мӗн каласшӑн — евитлеймест.Мое сердце торопится и стучит, торопится и замирает, как будто говорит, но не может высказать.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Чунӗнче шӑплӑх чӗри тапать; ҫӑлтӑрсен ҫиҫкӗнчӗк-капӑр ҫумӑрӗпе исленнӗ сӗм тӗттӗмлӗх хӑйӗн куҫӗсене Блюмӑн ыйӑхсӑр куҫӗсем патнелле ҫывхартрӗ, ӗнерхи кун — ыйхӑ пек, каҫ сӗмлӗхӗ ӗмӗрлӗх пек туйӑнаҫҫӗ.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Кӗҫех Давенант палланӑ ҫурта курчӗ, унӑн чӗри хыттӑнрах тапать.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ван-Конета илес тӗк — унӑн пуҫне юн капланса тулчӗ, чӗри сиксе тухасла тапать, куҫӗсем вичкӗннӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, вара вӑл хыпалансах каҫару ыйтрӗ те тарҫӑ хыҫҫӑн — шалти пусмапа — пӳрте кӗнӗ ҫӗрте ларакан телефон патне чупсах кайрӗ.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пурпӗрех чӗре ҫӗрте ҫӗрмест, Вӑл тапать мӑнуксенче кайран — Ӗмӗрех пурнать чӗре!
Ӗмӗрех пурнать чӗре // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 23 с.
Юлашкинчен вӑл куҫса ларчӗ те Яккӑр урамӗпе кайрӗ; Футроз килӗпе танлашнӑ самантсенче унӑн хӑлхисем йӗпкӗннӗн хӗрелчӗҫ, чӗри сиксе тапать.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Явап тытакан ҫыннӑн пичӗ сасартӑк пӗҫерсе илчӗ, вӑл ҫӳҫ тымарӗ таранчченех хӗрелсе кайрӗ; тӑнлавӗнче юн тымарӗ тӳнклеттерсе тапать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Хӗлӗхсем кӗтеҫҫӗ, карӑннӑ, Юн вылять, хӗрӳн тапать чӗрем, Сирӗншӗн вӗсем халь тапӑннӑ.
Ялти ӗҫчен хӗрарӑмсене халалласа // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 15–16 с.
Рене чӗри хыттӑн туклатса тапать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Вӑл ҫакна ӑсӗпе чухлать, анчах унӑн хӑйӗн чӗри сыввӑн та ыраттарса тапать, ҫавӑнпа та, ӑнланмасӑрах, хӑйӗн пурнӑҫ туйӑмне вӑл Пьер ҫине те куҫарать, уҫӑмлӑн ниепле те ӑнкараймасть: мӗнле-ха апла — Пьер чӗри чӗнмест, унӑн вара, ҫамрӑк инкекпе тулсах ларнӑскер, хӗрхенӳ-шеллев ыйта-ыйта ӗсӗклет?
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Чӗри хӑйӗн пир ҫапакансен тукмакки пек янӑравлӑн тапать тейӗн.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Экеҫле калать вӑл чӑваш ташшине, ҫавӑнтах кӳршӗ ялсенчилле те пӗр-икшер ҫаврӑм ҫыпӑҫтара-ҫыпӑҫтара хурать, ҫав вӑхӑтрах кӗвӗ майӑн пикенсех ура тапать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑшӗ тапать, хӑшӗ прикладпа ҫапать…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӗри кӗсье сехечӗн хӑвӑртлӑхӗпе тапать; вӑл хӑлхапа минтер хушшинчилле туклатать.Сердце отстукивало с быстротой карманных часов; оно билось как бы между подушкой и ухом.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫырма пуҫӗнче ҫӑлкуҫ тапать Шывӗ таса та тутлӑ.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Ҫавӑнпа та ҫул ҫинче ҫынсем автобуса чарма алӑ ҫӗкленине курмассерен хӗр чӗри пӑлханса тапать, вӗсем хушшинче хӑйсен ялӗнчисене шырать.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.