Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавӑрма the word is in our database.
тавӑрма (тĕпĕ: тавӑрма) more information about the word form can be found here.
Мул хуҫисем, пуянсем патша йӗркине каялла тавӑрма хапсӑнатчӗҫ.

Help to translate

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Ҫуратнӑшӑн хакӗн 13 процентне каялла тавӑрма пулать.

Можно вернуть 13 % от стоимости родов.

Ача ҫуратнӑшӑн тӳленин налук вычетне мӗнле илмелле? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... le-3405096

Пӗлсех тӑратӑп, ҫав ҫамрӑксем СССР-та пӗр кун пурӑнсанах тепӗр кунхине каялла тавӑрма ыйтӗҫ.

Help to translate

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Производительсем реклама панин, сертификат илнин тата выставкӑсене хутшӑннин 70% тӑкакӗсене бюджетран тавӑрма пултарӗҫ.

Help to translate

Ачасем валли тавар тӑвакан производительсене 3 млн тенкӗ таран пулӑшу парӗҫ // Инга АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... ar-3391031

Пӗлтӗр ҫак кун тӗлне 17 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнине асра тытсан кӑҫал ӗҫ-пуҫ темле ҫивӗч мар пек, анчах пӗр ҫын вилни те — пысӑк хуйхӑ, тавӑрма ҫук ҫухату.

Help to translate

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

«Вера Кузьминична Васильева вилни хамӑр ҫӗршыв культура тата тӑван Сатира Театрӗ сцени ҫине 75 ҫул ытла тухнӑ каланӑ тӑван театршӗн тавӑрма ҫук пысӑк ҫухату», - тенӗ унта.

«Кончина Веры Кузьминичны Васильевой — большая, невосполнимая утрата для отечественной культуры и родного Театра сатиры, на сцену которого она выходила более 75 лет», — говорится в ней.

Путин Вера Васильева актриса вилни тавӑрайми ҫухату тенӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... en-3380774

Ҫакӑн хыҫҫӑн Кирилл Дениса килӗнче тавӑрма шутларӗ.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Мӗн тери хӑрушла меслет тупнӑ шуйттан этемми Унтрее тавӑрма!

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Тӳррипе каласан, ырри-и вӑл — калама хӗн, ҫапах та хӑш-пӗр нимпе палӑрса тӑман кунсемех ытти чуна ҫӳҫентерекен кунсем хушшинче тавӑрма ҫук мӑскаллӑ вӑхӑт пек ӑшран тухмаҫҫӗ.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӑйӗн чунне ыраттарнӑшӑн тавӑрма шутларӗ тейӗн.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Мӗнле партиецсем вара эсир хӑвӑр юлташӑра та арӑмӗ патне тавӑрма вӑй ҫитерейместӗр пулсан?

Help to translate

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Симӗс масса валли ҫитӗн-тернӗ кукуруза кашни гектартан 606 тенкӗ те 6 пус тавӑрма май парӗ.

Help to translate

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Нумай ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкне ҫӗнетсе тӑракансем кашни гектар пуҫне 297 тенкӗ те 98 пус каялла тавӑрма пултарӗҫ.

Help to translate

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Пӗрлешӳсенче шалта ҫул-йӗре йӗркене кӗртес пулсан тӑкакланнин ҫуррине каялла тавӑрма пулать.

Help to translate

Патшалӑх пулӑшать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61127

Петр Васильевич, пуҫӗ ҫине кӗтмен инкек татӑлса аннӑран ӑсран тайӑлнӑ пек пулнӑскер: «Чухлатӑп эп вӑл камне, ӑна тавӑрма киреметрен хаяртарах меслет шыраса тупатӑп акӑ», — тесе ҫӳрет имӗш…

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑйӗн туйне пӑснӑ хыҫҫӑн та, Чӗкеҫ наркӑмӑша пула вилнӗшӗн вӑл Урхана тавӑрма шутламасть, Пугачев утаманпа пӗрле ҫӗмӗрттерсе ҫӳренӗ хушӑра кӑна ӑна ярса илет.

Help to translate

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Иртнине каялла тавӑрма ӗмӗтленни — фантастика.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Иртнӗ вӑхӑта каялла тавӑрма, ун чухнехи ҫынсемпе вӗсен ӗҫне-хӗлне ал тупанӗ ҫинчи пек курса тӑма, ҫавсем ҫинчен хальхи саманара пурӑнакансем ӗненмелле ҫырса кӑтартма ҫӑмӑл мар ҫав.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хамшӑн мар, ҫӗре кӗнӗ туссемшӗн тавӑрма!

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хама ҫапла выҫӑ тертлентернӗшӗн чӑваш пек, ҫӗр ӗҫлекен пек тавӑрма шутларӑм.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed