Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫерен (тĕпĕ: виҫе) more information about the word form can be found here.
Анчах Гленарван унӑн савӑнӑҫне виҫерен ирттерсе ямарӗ, ун шухӑшӗпе нимӗнле тӑватӑ ураллӑ япала та ҫакӑн ҫӳллӗш Кордильер тӑвӗсем ҫинче пулма пултараймасть.

Но Гленарван умерил его радость, сказав, что никакое четвероногое не могло забраться в этот возвышенный пояс Кордильеров.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Элен Гленарван чапа тухнӑ Вильям Туффнелӗн хӗрӗ иккенне пӗлсен, вӑл виҫерен тухса кайиччен хавасланса кӑшкӑрчӗ.

Когда он узнал, что Элен Гленарван — дочь знаменитого; Вильяма Туффнеля, его восторгу не было предела.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах ун хыҫҫӑн та ӑшӗ вӑркани лӑпланмарӗ: унӑн мӗнпур чунӗ хускалчӗ, вӑл чӑннипех асапланма пуҫларӗ, ҫын кун пек хӑйӗн пысӑк мар талантне пысӑк пек кӑтартма тӑрӑшнӑ чухне, кӑна ниепле те кӑтартса парайман чухне асапланать, ҫамрӑк ҫын кун пек асапланнӑ хыҫҫӑн чаплӑ ӗҫ туса хума пултарать, анчах виҫерен тухсан ку асап пушӑ ӗмӗт патне ҫеҫ илсе каять, тепӗр чухне вӑл ҫынна усал ӗҫ патне илсе ҫитерет.

Но душевное волненье от того не умирилось: все чувства и весь состав были потрясены до дна, и он узнал ту ужасную муку, которая, как поразительное исключение, является иногда в природе, когда талант слабый силится выказаться в превышающем его размере и не может выказаться, ту муку, которая в юноше рождает великое, но в перешедшем за грань мечтаний обращается в бесплодную жажду, ту страшную муку, которая делает человека способным на ужасные злодеяния.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Унӑн кистьпе шухӑшӗсем пӗр виҫерен тухаймарӗҫ, хӑйне тытса тӑракан тӑлла татма тӑни ӑна пӗр йӑнӑшран тепӗр йӑнӑш патне илсе пычӗ.

Кисть его и воображение слишком уже заключились в одну мерку, и бессильный порыв преступить границы и оковы, им самим на себя наброшенные, уже отзывался неправильностию и ошибкою.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Ҫирӗм ҫула ҫитсенех — вырӑс ҫынни аран-аран ура ҫине тӑнӑ вӑхӑтра — Шиллер хӑйӗн пурнӑҫӗ мӗнле пулассине виҫсе хунӑ та ҫав виҫерен тем пулсан та каялла чакман.

Еще с двадцатилетнего возраста, с того счастливого времени, в которое русский живет на фу-фу, уже Шиллер размерил всю свою жизнь и никакого, ни в каком случае, не делал исключения.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Малтанхи эрнере Фомин казаксем пухусенче хирӗҫ калаҫнине, хӑйне пулӑшма шат та пат килӗшменнине пӗр пӑлханмасӑр итлерӗ; хӗрарӑмсем ҫухӑрашса ятлаҫни те ӑна виҫерен кӑларма пултараймарӗ.

Первую неделю Фомин вообще довольно спокойно выслушивал на собраниях возражения казаков, их короткие отказы в поддержке его выступления; даже бабьи крики и ругань не выводили его из душевного равновесия.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫакна йӑлтах куҫ илмесӗр сӑнаса ларнӑ Григорий ҫилпе кушӑрханӑ кӗре пит-куҫсенче виҫерен тухми ӑнлануллӑ кулӑ ҫуталнине курчӗ.

Григорий, внимательно наблюдавший за всем происходившим, увидел сдержанные понимающие улыбки на бурых обветренных лицах.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Виҫерен ан кӑларӑр мана, атту эпӗ урӑхла та кӳрентерме пултаратӑп!

Не вынуждайте меня, я могу вас оскорбить действием!

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗретех кӑмӑлсӑрланни, эрлӗк, виҫерен тухман ҫилӗ палӑрчӗ унӑн куҫӗпе сассинче.

Явное недовольство, досада, сдерживаемая злость были в его взгляде и голосе.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗҫессе вӑл нумай ӗҫрӗ, анчах виҫерен тухмарӗ, ура ҫинче ҫирӗпех тӑчӗ.

Пил он много, но не перепивал через край, на ногах всегда был тверд.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сотник сӑмахӗ ҫак тӗле ҫитсен, ватӑ казаксем виҫерен тухмасӑр сӗрлесе илчӗҫ.

В этом месте сотниковой речи старики сдержанно загомонили.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗрре кӑна, виҫерен ытла кукӑль паманшӑн, тем те пӗр каласа тӑкса, Бунчук аяккалла ҫаврӑнса выртрӗ те, Анна, чунӗпе тӑвӑнса, унӑн куҫӗсенче куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатса чӗтренине асӑрхаса илчӗ.

Раз только, после одной, особенно резкой перебранки, когда она отказала ему в лишней порции пирожков, Бунчук отвернулся, и она, со сжавшимся в комочек сердцем, заметила на его глазах блестки слез.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Илья, хӑвах пӗлетӗн вӗт-ха: виҫерен ытлашши ҫитерме пултараймастӑп сана.

— Илья, ты же знаешь, что больше меры я не могу дать тебе еды.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Виҫерен тухса каясран аран-аран чӑтӑмлӑх ҫитерсе-тӗр, — Корнилов ним шарламасӑр ларать.

Корнилов молчал, видимо огромным усилием воли удерживая самообладание.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хӑйӗн тараватлӑхне виҫерен ирттермесӗр кулам пекки туса илчӗ, хулӑн сассине юри ҫемҫетсе ал-хапӑллӑн калаҫрӗ:

Он, в меру приветливо улыбаясь, снисходительно пробасил:

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хӑй чӑтмалла мар талӑрса ҫитнине виҫерен кӑлармасӑр калаҫма тӑрӑшрӗ:

Он заговорил со сдержанной злобой:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗтӗмӗшпе илсен те питех тӗссӗр, виҫерен тухман сивлеклӗрех ҫын вӑл — Дон хӗрринчи тусанлӑ хӑйӑр ҫине шӑтса ӳснӗ вушар та тимӗр пек ҫирӗп караич йывӑҫҫи евӗр.

И весь он был скуп на краски, холодно-сдержан, — караич, крутое, железной твердости дерево, выросшее на серой супеси неприветливой обдонской земли.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Суятӑн, вӗлерейместӗн! — виҫерен тухмасӑр кулса илчӗ Чубатый, аякалла чармакланӑ урине илсе пусса.

— Брешешь, не убьешь!.. — сдержанно смеялся Чубатый, подрыгивая отставленной ногой.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакна пула Григорий, аллисене сулкаласа, тек виҫерен тухмасӑр ӗнтӗ, малтанхи хӗрӳлӗхсӗр, лӑпкӑраххӑн калаҫма пуҫларӗ:

И Григорий, кидая взмахи, говорил сдержанно, без недавней страсти:

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хыҫалти ретсенче ытлашши виҫерен тухмасӑр ӗхӗлтетсе кулса ячӗҫ.

Позади в рядах сдержанно захохотали.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed