Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

антарса (тĕпĕ: антар) more information about the word form can be found here.
«Чӳречесене картламалла», — шутласа илчӗ хӗр, хӑй ҫавӑнтах сарайӑн чӳречисене кармалли брезента антарса ячӗ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Апат антарса патӑм та - сивлемерӗҫ, ҫирӗҫ.

Help to translate

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Апат антарса ҫирӗмӗр.

Help to translate

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Урам вӗҫӗнчи ҫуртсем патӗнченех тӑсӑлакан шӑршлӑ канавран иртсен, Ваня юлташ картузне ӗнси ҫинерех антарса лартрӗ те кӗлеткине тӳрӗрех тытса малалла утрӗ.

Миновав зловонный ров, который тянулся чуть ли не у самого порога крайних домишек, товарищ Ваня сдвинул на затылок кепку и выпрямился.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ваҫли Петровчӑ ӗнер машинпа кайса фабрикӑран чӑх какайӗ туянса килчӗ, килне пӗр ещӗк панулми антарса хӑварчӗ.

Help to translate

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Ҫывӑр эппин, ыран та калаҫӑпӑр, — терӗ Кӗҫтук, лампа хӑюне антарса.

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кайран, пӳрте кӗрсен, анне мана кӑмака ҫинчен ӑшӑ-ӑшӑ ҫӑматӑ илсе парӗччӗ, чукунпа пӗҫернӗ яшкана кӑмакаран кӑларса, антарса парӗччӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Миххе ҫӗре антарса лартать, кӗсьерен марля татӑкӗсем кӑларса бригадира тыттарать.

Help to translate

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Ҫитессе ҫӗрле ҫеҫ ҫитрӗм те, лаша тапунне шыраса тупаяс ҫук тесе, лашана урапа ешӗкӗ ҫине темиҫе ҫӗклем утӑ антарса патӑм, хам та унтах тӑсӑлса выртрӑм.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ҫиес тесен, антарса паратӑп, — астутарчӗ Лукарье.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сана йӗммӳне антарса ӑшалама та тивӗҫ! — тӑрӑхласа хуравларӗ Ҫтаппан.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсене тепӗр лавӗ хуса ҫитсе татах виҫӗ арҫынна антарса хӑварчӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Айӑплӑ ачана йӗмне антарса хулӑпа ҫунтараҫҫӗ!

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ав, ашшӗ те апат антарса парасса кӗтсе ларать.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан утӑ турамалли кӗреплисене тӗрӗслесе урапа ҫине хучӗ, Сарай тӳпинчен капан варри антарса урапӑ хыҫне ҫыхрӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Паянтан сире чиркӗве хупма, тӑрринчи хӗресне илсе антарса, кунта клуб уҫма сӗнетӗп. Ҫав клуба пуҫтарӑнса, хаҫат-журнал вулӑр, ташлӑр-юрлӑр, савӑнӑр», — тенӗ.

Help to translate

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар арӑмне вӗри пулӑ шӳрпи антарса пама хушрӗ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак тӗллев сана вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫӳле-е ҫӗклӗ, тепӗр чух аяла антарса ҫӗре ҫӗкле-ҫӗкле ҫапӗ.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурнӑҫ йӑлӑхтарчӗ-им сана? — терӗ вӑл ҫыран хӗррине ҫитсен арӑмне хул пуҫҫи ҫинчен антарса.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элчӗ ӑна пӗр калаҫурах темӗн чухлӗ хыпар пӗлтерчӗ: Чауш княҫпа ун ҫыннисене Крым ҫулӗ ҫинче казаксем тытса чарнӑ, Ту енчи ҫӗр-шыва аслӑ князь ҫӗнӗ воеводӑсем кӑларса ярать, Утямӑша вӑл чӑн-чӑн хан вырӑнне хумасть, ӑна сирпӗтсе антарса Хусанта каллех Шигалее хан тӑвасшӑн, ҫитес ҫуркунне вырӑссем Хусан патне вӑрҫӑпа килме хатӗрленеҫҫӗ.

Help to translate

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed