Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анаталла the word is in our database.
анаталла (тĕпĕ: анаталла) more information about the word form can be found here.
Хӗр ун еннелле ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, кӗрнеклӗн пӑркаланса утаканскер, анаталла юхрӗ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫак сӑмахсене тарӑхса, тӑрӑхласа каланӑ Герасим Федотович улӑх тӑрӑх Урпаш хӗррипе анаталла ярӑнтарчӗ.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шырлана ӳкнӗ ӗне пӗр вырӑнта тӑп выртмарӗ, тапаҫлана-тапаҫлана анаталла куҫса пычӗ, ывӑнса ҫитсен тин, «пурпӗрех пӗтрӗм» тенӗ пек, туртӑшми-хускалми пулчӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пирӗн урам анаталла, Шуса анать пӗр ҫуна.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Урам варрине ҫитерехпе «Пирӗн урам анаталла» юррӑн кӗввине тӑсса ячӗ, ҫурма сасӑпа юрлама тытӑнчӗ:

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тек калаҫса чӑрманмарӗ, икӗ хулӑн ҫивӗтне лӑст та лӑст силлентерсе урам тӑрӑх анаталла ярӑнтарчӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Эсир иксӗр те пӗрешкелех иккен, — унтан вӑл Тарас аллинчен вӗҫерӗнчӗ те анаталла чупса кайрӗ.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Каҫхи урамра сулхӑн, Тарас алӑка питӗрчӗ те каялла ҫаврӑнчӗ: Елюк анаталла утать иккен.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Тӑвас тенине тӑвать, Анаталла вӑл шӑвать.

Help to translate

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кимӗ шыв тӑрӑх анаталла, фашистсем еннелле юхса кайрӗ.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Ҫиччӗн, саккӑрӑн йӗлтӗр ҫине ларатпӑр та и-их! анаталла, пӗчӗк кӗпер урлах! каҫса каятпӑр.

Help to translate

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Арҫын ачасем вӗсене суйласа илеҫҫӗ те анаталла тӑн-н-н! тутарса яраҫҫӗ.

Help to translate

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗве, ку тӗлте вун икӗ-вун пилӗк чалӑш сарлакӑшскер, юххи пачах палӑрманнине пула анаталла талккӑшӗнче, пуҫнелле, хӑй ҫинче янкӑр тӳпене кутӑнла ӳкерсе, теме тӗлӗнсе куҫне чарса пӑрахнӑ пек ялтӑртаттарса выртать.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Пурис, пакетне алла илсе, ура ҫине тӑчӗ те (пушмакӗ шыв ярать иккен) ҫак йывӑҫ ҫинчен тӗплӗнрех пӗлес тесе пӗр утӑм анаталла турӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йӑвӑ, ҫын ҫӳллӗшех ӳссе хӑпарнӑ упасариллӗ тӳремӗ те пулчӗ, анаталла сӗвекӗ те шӑмма-шакка пӑртак лӑш яма май пачӗ, лакӑмӗ-тӗкӗмӗ те ал-ура ҫирӗплӗхне тӗрӗслерӗ, чӑнкӑ сӑрчӗ те самаях хӑшкӑлтарчӗ, вӗлтӗренлӗхӗ те аллине ӗнтсех вӗтелерӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Симӑпа Микола анаталла ҫул тытрӗҫ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Йӗкӗчӗ ҫӳхе ӳстернӗ хуп-хура уссине шӑлкаласа илчӗ те Атӑл тӑрӑх таҫта анаталла пӑхма тытӑнчӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Нумай вӑхӑт иртмерӗ, теплоход ҫыран хӗрринчен сисӗнчӗксӗррӗн хӑпса, анаталла ярӑнчӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Фильм вӗҫленсен те, калаҫса татӑлнӑ евӗр, сквер тӑрӑх анаталла утрӗҫ.

Help to translate

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӑҫта кӑна васкамаҫҫӗ пуль, пӗрисем анаталла, теприсем тӑвалла утаҫҫӗ.

Help to translate

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed