Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗри — Чикмери паллӑ мар айӑп.
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
«Мӗнле айӑп вӑл?»
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Мӗн айӑп тунӑ вӑл?
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӗр-пӗр айӑп тупасчӗ унне…
«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл канӑҫлӑ: ун ҫук пӗр айӑп.
XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
«Хура сӑмах сана ермен, — Ялти ҫынсем тахҫан пӗлеҫҫӗ, — Пӗр айӑп ҫук Кавруҫӑн теҫҫӗ.
XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ишут шутлать: «Мӗнле йӑла Хуплать мана, мӗнрен кая эп, Мӗнле сӑлтав, ӑҫта ман айӑп, Эп мӗншӗн юлнӑ аяла?»
XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Кунта никамӑн та ҫук айӑп.
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫапах пӗлсе тар: ҫук ман айӑп, — Хӑвах эс пӑх-ха шутласа, — Тен, ҫын пӗлмен ҫӗре эп кайӑп, Анчах ман чун-чӗрем таса».
VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
— Айӑп ан ту пире, Олимпиада Осиповна, кок-сагыза эпир ҫу каҫиччен вӑрҫрӑмӑр, вӑл пире калуш тӑхӑнтартать иккен.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чӑнах та, хӑш-пӗр сӑмахсене вӑл пӑсарах та кала-кала хурать ӗнтӗ, анчах ҫынсем ӑна каҫараҫҫӗ: чӑвашла калаҫнӑ чухне кун пек айӑп вӗсен хӑйсен те пулать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫур сехете яхӑн вӑл нимле айӑп та тупаймарӗ, бензин каймасть пулӗ тесе клапансене тасата-тасата, вӗҫӗмсӗр малти тыткӑҫа ҫавӑрчӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ну, уншӑн айӑп ан ту эппин…
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эпӗ санпа калаҫса тӑранаймасӑр сирӗн садӑра вӑрӑ пек кӗрсе тӑнӑшӑн айӑп ан ту».
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Эпӗ сана кансӗрлерӗм, айӑп ан ту ӗнтӗ уншӑн, эпӗ пӗлмен, — терӗ Марине яла ҫитеспе.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Лешӗ ҫынна ним айӑп ҫук ҫӗртен тытса хупать те пӗрер эрне ӗҫлеттерет.
6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Айӑп ан ту ӗнтӗ пире, пӗррелӗхе каҫар.
6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Те таҫта пырса тӑрӑнасси пур, те алли-урине айӑп тӑвасси пур.
2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Айӑп ан ту ӗнтӗ пире оншӑн…
13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Айӑп ан ту та, Тукай ӗмпӳ, пӗччен пултараймастӑп эпӗ, — терӗ Ахтупай.
13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.