Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Йӑмӑкӗ (тĕпĕ: йӑмӑк) more information about the word form can be found here.
Сӗтел хушшинче Ревленпе йӑмӑкӗ Оля кӗнекесемпе ларатчӗҫ.

Help to translate

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, вӑл ула кӑвак куҫне сӗтел хушшинче шапӑлтатса-ҫатӑлтатса ларакан шӑллӗпе йӑмӑкӗ ҫине сивлеккӗн чалӑштарчӗ, вара, елперсе: — Эпӗ авланатӑп, — тесе татса хучӗ.

Help to translate

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

— Лена, тӑхта-ха, пирӗн анне кӗҫӗр йӑмӑкӗ патне кӳршӗ яла хӑнана кайнӑ, эпӗ пӗчченех.

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ираида Васильевна Лена хӑйӗнпе калаҫасшӑн пулнине сисрӗ курӑнать, вӑл аллине хӗрача хулпуҫҫийӗ ҫине ачашшӑн хучӗ те унпа тӑван йӑмӑкӗ пек ҫепӗҫҫӗн калаҫма пуҫларӗ.

Help to translate

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Бригада командованийӗ йӑмӑкӗ — Нина Тимофеева патне янӑ ҫырура А.Тимофеев аслӑ сержант ҫак ҫапӑҫура вилни, ӑна Сталинград облаҫӗнчи Городище районӗнчи «Челюскинцы» совхоз территорийӗнче пытарни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ.

Help to translate

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Ҫавӑнтанпа Шатров хӑйӗн ҫывӑх тусӗн йӑмӑкӗ патне ҫырсах тӑрать, Таня та унӑн кашни ҫырӑвнех кӑмӑлтан ответлет.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ура ҫине сиксе тӑчӗ, амӑшӗ патне пырасшӑн пулчӗ, анчах кӑшкӑрса, татӑлса йӗрекен йӑмӑкӗ ӑна тӗртсе ячӗ, ҫывӑха ямарӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Приискра вӗлернӗ Герасимов хыҫҫӑн акӑ камсем юлнӑ: ашшӗ 63 ҫулта, Ащеринӑ ялӗнче пурӑнать, амӑшӗ — Екатерина Васильевна Герасимова 59 ҫулта, йӑмӑкӗ — Мария 18 ҫулта, иккӗшӗ те Улатӑр хулинче пурӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Ашшӗнчен пуҫне унӑн амӑшӗ, арӑмӗ, виҫӗ шӑллӗ тата виҫӗ йӑмӑкӗ пур (вӗсем 2-рен пуҫласа 19 ҫула ҫитнӗ ҫынсем).

Help to translate

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Ашшӗ-амӑшӗсӗр пуҫне унӑн икӗ йӑмӑкӗ пур.

Help to translate

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Амӑшӗн йӑмӑкӗ умӗнче шухӑш-кӑмӑлне пытарасшӑн пулмарӗ Анук.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Палӑртмалла, Ильзита Николаевнӑн амӑшӗпе Полина Тикиневӑпа йӑмӑкӗ Оксана Бухарина та сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep

Ҫавӑнтанпах вӗсем, аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пекех, шӑкӑлтатса, пӗр ҫӑвартан пурӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑҫтук, мулла ҫине пӑхмасӑрах, йӑмӑкӗ пӑрахса хӑварнӑ пушӑ витрине илсе каялла ҫаврӑнса утрӗ.

Help to translate

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урапа туртса пыракан ҫинҫешке вӑрӑм йӗкӗт — Хветутӑн аслӑ ывӑлӗ Мӑҫтук, хыҫалтан пыраканни унӑн йӑмӑкӗ Хрестук пулчӗҫ.

Help to translate

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ана унӑн йӑмӑкӗ Хрестук хутса пултарнӑ иккен.

Help to translate

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арҫын арҫынна чӗн пушӑпа ҫапать-и? — ӗненмен пек ыйтрӗ йӑмӑкӗ.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс манса кайман-и ҫак, Иливан? — терӗ йӑмӑкӗ картишне кӗнӗ-кӗмен.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сарри вӑл ун тантӑшӗ, Иливан ятлӑ тарҫӑ йӑмӑкӗ.

Help to translate

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсен тирӗсем кукаҫу кӗлетӗнче купипех ҫакӑнса тӑраҫҫӗ», — тесе каласа хурасшӑнччӗ, анчах ҫакӑн пек ырӑ самантра, хӗр ача ун ҫумне йӑмӑкӗ пек лӑпчӑнса хӳтлех шыранӑ вӑхӑтра, ӑна кӳрентерме пултараймарӗ.

Help to translate

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed