Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Исаков (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Ах, эсӗ-ҫке ку! — терӗ Исаков йӑл кулса, министерство хапхи умне хӑйӗнчен малтан ҫитсе тӑнӑ илемлӗ сенкер платье тӑхӑннӑ, кӑтра ҫӳҫлӗ сарӑ хӗре курсан.

— Ох, это же ты! — улыбаясь, сказал Исаков, увидев у дверей министерства девушку с желтыми кудрями в красивом голубом платье, которая пришла раньше него.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци ертӳҫин ҫумӗ Геннадий Исаков каланӑ тӑрӑх, ку сайра тӗл пулакан пулӑм.

По словам заместителя руководителя дирекции по охране животного мира Геннадия Исакова, это необычное явление.

Атӑл леш енче ҫынран хӑраман акӑшсем тӗпленнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31760.html

Кӳкеҫри лицейри А.Рудниковпа 1-мӗш номерлӗ шкулти Т.Исаков ытти призлӑ вырӑнсене йышӑннӑ.

А.Рудников из лицея и Т.Исаков из школы № 1 Кугесь заняли другие призовые места.

Кану кунӗсенче пӗлӗве тӗрӗслеҫҫӗ // А.Сусметова. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 3 с.

— Ринур ҫӳллӗ хыр тӑрӑх вӗренпе хӑпарма темиҫе ҫул каяллах вӗреннӗ, — пӗлтерчӗ биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Г.Исаков. — Ҫавӑнпа йӑвасем патне ҫитме йывӑр пулмарӗ.

Help to translate

Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Чӗрчун тӗнчипе ҫут ҫанталӑкӑн уйрӑмах сыхлакан лаптӑкӗсене хӳтӗлекен тата вӗсемпе усӑ курассине йӗркелекен дирекци ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Геннадий Исаков тата Тутарстанри «Анат Кама» наци паркӗн наукӑн аслӑ сотрудникӗ Ринур Бекмансуров ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарпа Муркаш районӗсенчи вӑрманта пулнӑ.

Help to translate

Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed