Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таҫтан the word is in our database.
таҫтан (тĕпĕ: таҫтан) more information about the word form can be found here.
Таҫтан пиҫиххи хушшинчен алшӑлли пысӑкӑш сӑмса тутӑрӗ туртса кӑларса, аялтан кӑна пӑртак кастарнӑ кӑвакарнӑ ҫӳҫне тӑрӑшсах шӑлса илчӗ, вара гимнастерка ҫухине ярханах ярса турткаларӗ те чӗре ыратни ҫинчен калама пуҫларӗ.

Откуда-то из-за пояса вынул платок, величиной с полотенце, старательно вытер седую, низко остриженную голову, затем расстегнул ворот гимнастерки и пожаловался на боль в сердце.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем таҫтан пӳрт хыҫӗнчен сиксе тухрӗҫ, куҫа йӑмӑхтаракан ҫутӑсене ҫынсем пӑрӑнса ҫул пачӗҫ.

Они взметнулись откуда-то из-за дома, ослепили толпу, — люди расступились, давая дорогу газику.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сасси унӑн халӗ лӑпкӑ, лӑпкӑ, тутисем хускалмаҫҫӗпе пӗрех, кӗлтӑвакан сӑмахсене те вӑл хӑй каламасть пек, вӗсене таҫтан инҫетрен ҫил юхтарса килет тейӗн.

И голос сейчас у него тихий, и губы почти не шевелятся, словно бы вовсе и не он те слова произносит, а льются они откуда-то сами и несет их ветер из дальних далей.

Хир, аслӑ хир // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Е ҫеҫенхирте ун ҫумне утлӑ хӗрӗх пушкӑрт, е унтан тата таҫтан, темӗнле майпа, хресченсен пӑшалсӑр ушкӑнӗ, е кайран вӑрманта, Авзяна ҫитесле, аллӑ кӑмрӑкҫа яхӑн хутшӑнчӗҫ.

То в степи к нему примкнуло сорок человек конных башкир, то, откуда ни возьмись, появилась целая толпа безоружных крестьян, потом в лесу, уже почти у самого Авзяна, присоединилось человек пятьдесят углежогов.

Митяй тете // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ненила таҫтан ҫӑматӑ тупрӗ.

Ненила где-то достала новые валенки.

Ҫӗнӗ ҫӗрте // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Таҫтан пӗлтӗр.

Откуда!

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таҫтан хура вӑрӑм сюртук тӑхӑннӑ старикпе икӗ хӗрарӑм лӑкӑштатса ҫитрӗҫ.

Откуда-то пришлепали старик в черном длинном сюртуке и две женщины.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Канав хӗррине таҫтан хӑяматран вӗҫсе килнӗ йӑм-сарӑ улмуҫҫи ҫулҫисем вӗлтӗртетсе ӳкеҫҫӗ.

Над канавой сорили пышный багрянец бог весть откуда занесенные листья яблони.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таҫтан, аякри чӑрӑшсем хыҫӗнчен, пулемёт сасси илтӗнчӗ.

Откуда-то из-за дальней купы сосен пулемет взлохматил тишину.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таҫтан, сулахай енчен, сайра хутран обоза батарея тӗтӗрет.

Откуда-то слева по обозу беглым огнем садила батарея.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл ҫӑварне тӑварлӑ вӗри юн килнине туйрӗ, вара хӑй ҫӗре ӳкнине ӑнланса илчӗ: ӑна хирӗҫ таҫтан аякран, хӑмӑлпа витӗннӗ ҫӗр мӗлтлетсе ыткӑнчӗ иккен.

Он ощутил во рту горячий рассол крови и понял, что падает, — откуда-то сбоку, кружась, стремительно неслась на него одетая жнивьем земля.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таҫтан лачакаран темле ҫӗвек курӑк шӑрши, пӑнтасланнӑ нӳрӗк, ҫӗрӗк шӑрши килет; шыв вӑкри кӑрӑклатни илтӗнет.

Откуда-то с болота подползал пресный запах мочажинника, ржавой сырости, гнилья; гукала выпь.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таҫтан инҫетрен вӑйлӑ тӑвӑл ҫывхарса килсе, аҫа-ҫиҫӗм ҫапса кисретсе янӑ пек туйӑнать.

Впечатление такое, как будто находит гроза и рушится далекий гром.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫинҫен пӗнтӗртетнӗ сасах хӗскӗчлет ӑна таҫтан, чӗри анинчен; ҫакӑн пек самантсенче унӑн вӗҫӗмсӗрех, вырӑн ҫинчен тӑрса, витене тухас килет, тур лашине йӗнерлесе, инҫетри чӗмсӗр ҫӗр ҫине супӑнь кӑпӑкӗ пек кӑпӑк тӑкса, килне ҫитичченех вӗткенлентерсе хӑвалас килет.

Тонкое вибрирующее брунжанье щипцами хватало где-то под сердцем; в такие минуты беспредельно хотелось Григорию встать, пройти в конюшню, заседлать Гнедого и гнать его, роняя пенное мыло на глухую землю, до самого дома.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Килсе тухрӗ таҫтан Никифор Мещеряковпа мӑшӑрланса хурала каясси.

Припало в паре стоять с Никифором Мещеряковым.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр ҫӗр хушшинче таҫтан шыв хутшӑнса тулнӑ та, ӗнер кӑна типӗ тунката ҫумӗнче тӑракан кимӗ йӗри-таврах хупласа илнӗ шыв ҫинче чӳхенсе тӑрать.

За ночь откуда-то прибыла вода, и баркас, примкнутый к лежавшей вчера на сухом коряге, качался, окруженный водой.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унччен пулчӗ-и, кунччен пулчӗ-и, таҫтан вӑрмантан, флангран, вӗсен утлӑ ҫарӗ сиксе тухрӗ.

Откель ни возьмись, с флангу из лесочка ихняя конница.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро таҫтан уксахласа тухнӑ ашшӗпе пӑшӑлтаткаласа илчӗ.

Петро пошептался с прихромавшим откуда-то отцом.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таҫтан чӗре тӗпӗнчен кӑна ӗмсе тунсӑхлантарать чуна ыраттаракан ҫивӗч сисӗм.

Где-то на донышке сердца сосало и томилось остренькое.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кил хуҫи ҫапла каласан, Ильинична люстринран ҫӗлетсе тунӑ шалпар ҫанӑллӑ кофти ӑшӗнчен, — таҫтан шалтан, ҫурӑм хыҫӗнчен кӑларнӑ пек, хулӑн шур ҫӑкӑр туртса кӑларчӗ те кӑштӑрт сӗтел ҫине хучӗ.

В этом месте речи Ильинична откуда-то из неведомых глубин своей люстриновой, с буфами на рукавах, кофты, как будто из-за спины, выволокла наружу высокий белый хлеб, положила его на стол.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed