Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айван the word is in our database.
айван (тĕпĕ: айван) more information about the word form can be found here.
Йышӑну комиссийӗнче миҫе ҫын ларать, эпир вара, икӗ айван, документсене ҫав майранах пырса патӑмӑр.

В приемной комиссии столько людей сидит, а мы, две глупышки, документы подали той же даме.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Эх, айван та ҫав хамӑр та!

Ой, такие глупые сами тоже!

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ ытларах камит енне туртӑнчӗ, айван сюжетпа ҫырлахрӗ.

Новое чувашское кино больше стало похоже на комедию, довольствовалось наивным сюжетом.

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

18. Ун пек ҫынсем Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑршӑн тӑрӑшмаҫҫӗ, хӑйсен хырӑмӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; вӗсем йӑпӑлтатса, ӑста калаҫса айван ҫынсене хӑйсем майлӑ ҫавӑраҫҫӗ.

18. ибо такие люди служат не Господу нашему Иисусу Христу, а своему чреву, и ласкательством и красноречием обольщают сердца простодушных.

Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Вара патшапа пӗрле ларакан тӑванӗсем унӑн улӑшӑнса тӑракан шухӑшӗнчен тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: патша, эсӗ пире, айван вырӑнне хунӑ пек, нумайччен сӑнасшӑн-и капла? Ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут иудейсене пӗтерме хушатӑн, ӗҫне тӑвасси патне ҫитсессӗн вара ху мӗн хушнине каллех пӑрахӑҫа кӑларӑн-и?

25. Тогда возлежавшие вместе с ним родственники, удивляясь непостоянным его мыслям, сказали: долго ли, царь, ты будешь искушать нас как несмысленных, в третий раз повелевая истребить их, и опять, когда дойдет до дела, отменяешь и уничтожаешь свои повеления?

3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ача ҫуратаканӑн асапӗ ҫитӗ ӑна: вӑл — айван ывӑл, унсӑрӑн ҫапла, нумай вӑхӑт хушши, вартан тухакан ача пек тӑхтаса тӑмӗччӗ.

13. Муки родильницы постигнут его; он - сын неразумный, иначе не стоял бы долго в положении рождающихся детей.

Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Манӑн халӑхӑм ӑссӑр, Мана пӗлмеҫҫӗ; вӗсем — айван ачасем, вӗсем шухӑшсӑр пурӑнаҫҫӗ, усал тума ҫеҫ ӑслӑ, ырӑ тума пӗлмеҫҫӗ.

22. Это оттого, что народ Мой глуп, не знает Меня: неразумные они дети, и нет у них смысла; они умны на зло, но добра делать не умеют.

Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ӑссӑр-тӑнсӑр ҫын ӗмӗчӗ — суя ӗмӗт, кӑлӑх ӗмӗт, айван ҫын тӗлӗк курнипех ҫунатланса каять.

1. Пустые и ложные надежды - у человека безрассудного, и сонные грезы окрыляют глупых.

Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Айван ҫынсен калаҫӑвӗ кӑмӑла пистерет, вӗсем кулни-шӳтлени — ҫылӑхпа йӑпанни.

13. Беседа глупых отвратительна, и смех их - в забаве грехом.

Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Айван ҫыннӑн чӗри — чӗлхе вӗҫӗнче, ӑсчах чӗлхи — чӗре варринче.

29. В устах глупых - сердце их, уста же мудрых - в сердце их.

Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Кулнӑ чухне айван ҫын ахӑлтатса кулать, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын йӑл кулса илет.

23. Глупый в смехе возвышает голос свой, а муж благоразумный едва тихо улыбнется.

Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Айван ҫыншӑн ӑслӑлӑх — ишӗлчӗк ҫуртпа пӗрех, унӑн пӗлӗвӗ те — тӗлсӗр-палсӑр сӑмах ҫеҫ.

21. Как разрушенный дом, так мудрость глупому, и знание неразумного - бессмысленные слова.

Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Айван ҫын сӑмахӗ — ҫулпа пынӑ чухне йӑтса пыракан ҫӗклем пек, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын калаҫнине итлеме те кӑмӑллӑ.

19. Речь глупого - как бремя в пути, в устах же разумного находят приятность.

Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Айван ҫын чӗри — ҫӗмрӗк савӑт пек, вӑл нимӗнле пӗлӳ те тытса тӑраймасть.

17. Сердце глупого подобно разбитому сосуду и не удержит в себе никакого знания.

Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Кӑмӑла кайман ҫын — вырӑнсӑр каланӑ юптару; вырӑнсӑр юптару айван ҫын ҫӑварӗнчен татӑла пӗлмест.

19. Неприятный человек - безвременная басня; она всегда будет на устах невежд.

Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Айван ҫынпа ан шӳтле — мӑн аслаҫусен ячӗ чысран тухмалла ан пултӑр.

5. Не шути с невеждою, чтобы не подверглись бесчестию твои предки.

Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Айван ҫыншӑн вӑл сивлеккӗн курӑнать, ӑссӑр ҫын ӑна йышӑнмасть: 22. ӑссӑр ҫынна вӑл пусса тӑракан йывӑр чул пек туйӑнать, вӑл ӑна ҫийӗнчех илсе пӑрахӗ.

21. Для невежд она очень сурова, и неразумный не останется с нею: 22. она будет на нем как тяжелый камень испытания, и он не замедлит сбросить ее.

Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Айван ҫынна ан пӑхӑн, вӑйлӑ ҫын умӗнче хавшаса ан ӳк.

31. Не подчиняйся человеку глупому, и не смотри на сильного.

Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Вара, айван ачасенчен кулнӑ пек, Эсӗ вӗсене хасине те ҫавӑн евӗрлине ярса панӑ.

25. Посему, как неразумным детям, в посмеяние послал Ты им и наказание.

Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пурӑнӑҫне ӑссӑрла ирттерекен усал ҫынсене Эсӗ хӑйсен ирсӗрлӗхӗпех асаплантарнӑ: 24. вӗсем ӗнтӗ, айван ачасем пек улталанса, ытти чӗрчунсем те йӗрӗнекен нӗрсӗр чӗрчунсене турӑсем вырӑнне пуҫҫапса, аташу ҫулӗпе чылай аякка пӑрӑнса кайнӑ.

23. Посему-то и тех нечестивых, которые проводили жизнь в неразумии, Ты истязал собственными их мерзостями, 24. ибо они очень далеко уклонились на путях заблуждения, обманываясь подобно неразумным детям и почитая за богов тех из животных, которые и у врагов были презренными.

Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed