Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

приказ the word is in our database.
приказ (тĕпĕ: приказ) more information about the word form can be found here.
Пирӗн алла вӑл съезда килнӗ ҫынсене пурне те арестлеме хушса ҫырнӑ приказ лекрӗ.

Нами перехвачен его приказ об аресте всех участников вот этого съезда.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей ҫамрӑк пулнӑ, пурнӑҫра нимех те курман, райисполком председателӗн ним васкамалли те пулман пек туйӑннӑ ӑна, ҫав-ҫав минутра тӑшман коммуникацийӗ урлӑ каҫса каймалла е шыв хӗррине тухса, шыв урлӑ каҫмалли вырӑна туртса илмелле текен приказ ҫук унӑн…

Был Сергей еще молод, в житейских делах неопытен, и он верил, что председателю райисполкома торопиться некуда, ибо у него нет приказа — непременно к такому-то часу пересечь вражескую коммуникацию, выйти к реке и овладеть переправой…

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпӗ ӑна приказ пама пултараймастӑп.

— Приказать я не могу.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей Тимофеевич, пар эсӗ ӑна приказ

Прикажи ему, Сергей Тимофеевич…

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Юрӑра юрланӑ пекех ҫав: «Анӑҫа приказ вӑл илнӗ, хӗрӗ — урӑх еннелле…»

— Это как в песне поется: «Дан приказ: ему на запад, ей в другую сторону…»

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Полкра ҫакӑн пек приказ пулчӗ: тӑшман ӑнсӑртран пырса тухма пултаракан ҫулсене пӳлмелле, ҫулсем ҫине дозорсем тӑратмалла, дезертирсем тыла тарса каҫассине сыхласа тӑмалла, кирлӗ пулсан хӗҫ-пӑшалпа усӑ курсах вӗсене тытса чармалла та конвойпа дивизи штабне ӑсатмалла.

Был объявлен приказ по полку: нести заградительную службу, выставлять дозоры на дорогах, следить, чтобы в тыл не уходили дезертиры, задерживать их, не стесняясь применением оружия, и под конвоем направлять в штаб дивизии.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗрле 12-мӗш полк, утлӑ дивизион батарейине хушса парса ҫирӗплетнӗскер, Голш айлӑмӗн анат тӑрӑхӗнче позици йышӑнма приказ илет.

Ночью 12-й полк, подкрепленный батареей конногорного дивизиона, получил приказ занять позиции в низовьях Голшской долины.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Августӑн улттӑмӗшӗнче Верховнӑй главнокомандующи штабӗн начальникӗ генерал Лукомский 3-мӗш утлӑ ҫар корпусне Туземнӑй дивизипе пӗрле Нобель-Ҫӗнӗ Сокольники — Великие Луки районӗнче пуҫтарса тӑратас пирки ставкӑн пӗрремӗш генерал-квартирмейстерӗ генерал Романовский урлӑ приказ илчӗ.

6 августа начальник штаба верховного главнокомандующего генерал Лукомский, через первого генерал-квартирмейстера ставки генерала Романовского, получил распоряжение о сосредоточении в районе Невель — Н.-Сокольники — Великие Луки 3-го конного корпуса с Туземной дивизией.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эрне ҫурӑ каялла полк командирӗнчен приказ илетӗп: сотньӑсене парса хӑвармалла та, Чубов сотникпа иксӗмӗрӗн дивизи штабӗн распоряжение каймалла.

 — Недели полторы назад получаю от командира полка предписание: сдав сотню, совместно с сотником Чубовым отправляться в распоряжение штаба дивизии.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Июнӗн 3-мӗшӗнче — приказ: «Пӗр минут тӑхтамасӑр ҫула тухмалла».

Третьего июня — приказ: «не медля ни минуты — выступать».

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вахмистрсем приказ пӗлтерсе тухрӗҫ: «Халех вакунсем ҫинчен анмалла!»

Вахмистры разнесли приказ: «Выгружаться из вагонов!»

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Разгон станцийӗнче 27-мӗш полк вакунсем ҫинчен анма приказ илет.

На станции Разгон 27-й полк получил приказ выгрузиться из вагонов.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗрремӗш батальон тата нумай ҫынсем ҫухатнӑ, анчах полк штабӗнчен ӑна-кӑна пӑхмасӑр — приказ: «Халех ҫӗнӗрен атакӑласа, тӑшмана окопсен пӗрремӗш линийӗ ҫинчен хӑваласа кӑлармалла. Пӗтӗм линири операци ӑнӑҫлӑхӗ пирӗн ҫарсем тепӗр хут малтанхи вырӑнсене йышӑнса илнинчен килет».

В первом батальоне урон был еще значительней, но, не глядя на это, из штаба полка — приказ: «Атаку немедленно возобновить, во что бы то ни стало выбить противника из первой линии окопов. От успехов восстановления исходного положения зависит конечный успех операции по всей линии».

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр ҫур сехетрен полк штабӗнчен приказ килсе ҫитет: «Артиллерирен персе хатӗрленнӗ хыҫҫӑн батальона, казаксен уйрӑм сотнипе пӗрле, тӑшмана атакӑлама тата ӑна окопсен пӗрремӗш линийӗнчен сирпӗтсе кӑларма хушатӑп».

Из штаба полка через полчаса был получен приказ: «После артиллерийской подготовки приказываю батальону, совместно с особой казачьей сотней, атаковать противника и выбить его из первой линии окопов».

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Фронт айккипе вун икӗ ҫухрӑм тунӑ хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл каялла таврӑнма приказ илет.

И, только сделав переход в двенадцать верст по линии фронта, получил приказ повернуть в обратную сторону.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Уйрӑм арми ҫумӗнчи 30-мӗш ҫар корпусӗн командирӗ генерал-лейтенант Гаврилов ҫар штабӗнчен Свинюха ялӗ вырнаҫнӑ района икӗ дивизи ярса пама приказ илет.

Командир 30-го армейского корпуса Особой армии, генерал-лейтенант Гаврилов получил из штабарма приказ перебросить в район Свинюхи две дивизии.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий сотни вӗсене чарса тӑратма приказ илчӗ.

Листницкий с сотней получил приказ задержать их.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапах та ҫине-ҫинех: «Ҫӗнӗрен атакӑламалла» текен приказ пырса тӑчӗ.

И получала повторные приказы: «Атаку возобновить».

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ыран мобилизаци пирки приказ пултӑр кӑна — вӗсем палӑртса хунӑ пунктсене пухӑннӑ та.

Завтра приказ о мобилизации — и они собрались в назначенные пункты.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ку сӑмахсене ахаль, юлташла каланӑ пулсан та, Сергейшӗн вӗсем приказ пекех янӑрарӗҫ, ҫавӑнпа та вӑл ларма пултарайман.

Кажется, эти слова были сказаны просто и с дружеским участием, но для Сергея они прозвучали как приказ, и он уже не мог усидеть на месте.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed