Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Унӑн ури ҫав кун Иерусалим умӗнчи тухӑҫ енчи Елеон тӑвӗ ҫине ярса пусӗ; Елеон тӑвне вара тухӑҫран анӑҫалла питӗ пысӑк айлӑм икке уйӑрӗ, ҫур тӑвӗ ҫурҫӗрелле, тепӗр ҫур тӑвӗ кӑнтӑралла юлӗ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ пуҫӑма ҫӗклерӗм те куртӑм: акӑ икӗ хӗрарӑм курӑнса кайрӗ, вӗсенӗн ҫуначӗсене ҫил карӑнтарнӑ, ҫуначӗсем вара аист ҫуначӗ пекех, вӗсем ефана ярса тытрӗҫ те ҫӗрпе пӗлӗт хушшипе илсе кайрӗҫ.
Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ сирӗн тыррӑр-пуллӑра ӑрша ярса тата шурӑхтарса пӗтерсе тӑтӑм; сирӗн аллӑрсем тунӑ пӗтӗм ӗҫе пӑр ҫаптарса пӗтерсе пытӑм; анчах эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ тусем ҫине ырӑ хыпар пӗлтерекен, тӑнӑҫлӑх ҫинчен пӗлтерекен ура ярса пусать!
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑнпа санӑн Ҫӳлхуҫа умӗнчи пухура ҫӗр виҫмешкӗн шӑпа ярса параканӗ никам та пулмӗ.5. Посему не будет у тебя никого, кто бросил бы жребий для измерения в собрании пред Господом.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑнпа эсӗ парнӳсене Морешеф-Гефа ярса тӑрӑн; анчах Ахзив ялӗсем Израиль патшисемшӗн ултавлӑ пулӗҫ.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Израиль ывӑлӗсен ҫарӗнчен куҫарса кайнисем ханаансен ҫӗрне Сарепта таран ярса илӗҫ, Иерусалимран куҫарса кайнисем вара, халӗ Сефарадра тӑракансем, кӑнтӑрти хуласене еткерлӗхе илӗҫ.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн ҫине Эпӗ, Египетри евӗр, мур чирӗ ярса тӑтӑм, учӗсене тыткӑна илсе кайса, сирӗн яш ачӑрсене хӗҫпе вӗлерсе тӑтӑм, ҫапла сирӗн тапӑрсенчен сывлама ҫук ирсӗр шӑршӑ сарӑлса тӑчӗ — ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сирӗн тыррӑра Эпӗ ӑрша ярса та, шурӑхтарса та пӗтерсе тӑтӑм; сирӗн нумай пахчӑра, сирӗн иҫӗм ҫырли пахчисене те, смоква йывӑҫӗсене те, ҫу йывӑҫӗсене те хурт ҫисе яратчӗ — ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем Манӑн халӑхӑм тӗлӗшӗнчен шӑпа сиктернӗ, ҫамрӑк ачана аскӑн арӑма панӑ, хӗрачана эрехле сутса ярса ӗҫкӗ ӗҫнӗ.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Израильшӗн Эпӗ сывлӑм пулӑп; вӑл сарана пек чечекленӗ, Ливан пек тымар ярса ҫирӗпленӗ.6. Я буду росою для Израиля; он расцветет, как лилия, и пустит корни свои, как Ливан.
Ос 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Даниил! хӑвна Турӑ ярса панӑ апата ил, тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эпир, пахча кӗтессинче тӑраканскерсем, кунашкал йӗркесӗрлӗхе куртӑмӑр та вӗсем патне пытӑмӑр, 39. вара вӗсем хутӑшнине куртӑмӑр, каччине тытса чараймарӑмӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл пирӗнтен вӑйлӑрах пулчӗ, алӑка уҫса тухса тарчӗ; 40. ҫакна ярса тытрӑмӑр та: кам пулчӗ ку каччӑ? тесе тӗпчерӗмӗр.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Хаклӑ мула — ылтӑн-кӗмӗле, Египетӑн пӗтӗм пуянлӑхне — ярса илӗ; Ливи ҫыннисемпе Эфиопи ҫыннисем ун ури умне ӳкӗҫ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Лӑпкӑ пурӑнӑҫлӑ та тулӑх ҫимӗҫлӗ ҫӗршывсене пырса кӗрӗ, унта вӑл хӑйӗн ашшӗсемпе ашшӗсенӗн ашшӗсем туманнине тӑвӗ; туртса илнине, ҫаратса тултарнӑ пурлӑха тата пуянлӑха хӑйсеннисемпе пӗрле салатса пӗтерӗ, ӗнтӗ керемсене ярса илме те шухӑш тытӗ, анчах та ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара вӑл утравсем енне ҫул тытӗ те чылайӑшне ярса илӗ, анчах та пӗр ҫулпуҫ унӑн чӑрсӑрлӑхне чарса лартӗ — хӑйне кӑтартнӑ мӑшкӑла ӑна каялла тавӑрса парӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ӗнтӗ пӗтӗм кӑнтӑр патшалӑхне ярса илме шухӑш тытӗ, хӑйӗн тӑшманӗпе килӗшӳ тӑвӗ, пӗтерес шухӑшпа ӑна хӑйӗн хӗрне качча парӗ — ӗҫ тухмӗ унӑн, усси пулмӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ ҫурҫӗр патшийӗ ҫитӗ, тӑпрас хӑпартӗ те ҫирӗплетнӗ хулана ярса илӗ: кӑнтӑр вӑйӗ хирӗҫ тӑраймӗ, унӑн чи паха ҫарӗ те тӳсеймӗ; хирӗҫ тӑма вӑй ҫитеймӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах та унӑн тымарӗнчен тухнӑ хунавсенчен пӗри патшана ларӗ; вӑл, ҫурҫӗр патшин ҫарне хирӗҫ кайса, унӑн ҫирӗплетнӗ хулисене ҫитсе кӗрӗ, вирлӗ тапӑнса вӗсене парӑнтарӗ, 8. вӗсен туррисен кӗлеткисене те, шӑратса тунӑ йӗрӗхӗсене те, хаклӑ савӑчӗсене те — ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — ярса илсе Египета илсе кайӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кайран кӑнтӑр патши вӑйланса кайӗ, анчах унӑн аслӑ ҫарпуҫӗ унран вӑйлӑрах пулса тӑрӗ те тата анлӑрах ҫӗрсене ярса илӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.