Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Чӑн-чӑнах калатӑп сана: эпир мӗн пӗлнине калатпӑр, мӗн курнине ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр, эсир ҫапах та эпир каласа кӑтартнине йышӑнмастӑр.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Эпӗ ҫакна куртӑм, ҫирӗплетсе калатӑп: Вӑл — Турӑ Ывӑлӗ, тенӗ.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иоанн хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетсе: эпӗ Таса Сывлӑш ҫӳлтен кӑвакарчӑн пек курӑнса анса Ун ҫинче тӑнине куртӑм; 33. эпӗ Ӑна пӗлместӗмччӗ; анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ каларӗ: «Кам ҫине Таса Сывлӑш аннине, Ун ҫинчех тӑнине курӑн, Таса Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ Ҫавӑ пулӗ» терӗ.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Путек пиллӗкӗмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, парне вырӑнӗ айӗнче эпӗ Турӑ сӑмахне тата хӑйсем ӗненнине ҫирӗплетсе кӑтартнӑшӑн вӗлернӗ ҫынсенӗн чунӗсене куртӑм.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗненнипе Авель Турра Каинӑннинчен юрӑхлӑрах парне кӳнӗ; ҫавӑн пек ӗненнипе Турӑ унӑн парнине кӑмӑлланӑ, ҫапла Авель тӳрӗ ҫын пулнине ҫирӗплетсе панӑ; Авель хӑй вилнӗ пулсассӑн та, вӑл ҫапла ӗненнине пула халӗ те калаҫать.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун ҫинчен малтан Ҫӳлхуҫа Хӑй каласа пӗлтернӗ, кайран пире ҫакна Ӑна илтнисем ҫирӗплетсе панӑ; 4. тата Турӑ паллӑсем, кӗтретсем, тӗрлӗ хӑватсем кӑтартса, Хӑй ирӗкӗпе пире Таса Сывлӑш ырӑлӑхне парса ҫак ҫӑлӑнӑҫ чӑн иккенне ӗнентернӗ.
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иккӗн е виҫҫӗн ҫирӗплетсе паракан пулмасан, пресвитера айӑпланине ан ӗнен.19. Обвинение на пресвитера не иначе принимай, как при двух или трех свидетелях.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Икӗ е виҫӗ кӳнтелен ҫирӗплетсе каласассӑн кирек мӗнле сӑмах та тӗплӗ пулӗ.При устах двух или трех свидетелей будет твердо всякое слово.
2 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпир Атте Турӑ Хӑй Ывӑлне тӗнчене ҫӑлма янине курнӑ, эпир ҫакӑн ҫинчен ҫирӗплетсе каласа паратпӑр.14. И мы видели и свидетельствуем, что Отец послал Сына Спасителем миру.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир хӑвӑра чӗнсе-суйласа илнине тивӗҫлӗ пулнине тӑрӑшнӑҫемӗн тӑрӑшса ҫирӗплетсе парӑр, ҫапла туса пырсассӑн нихӑҫан та такӑнмӑр, 11. вара хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн ирӗккӗн уҫӑлса тӑрӗ.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара вӗсем хӑш кун пухӑнассине палӑртса хунӑ та, ун патне хӑна килне питӗ нумаййӑн пынӑ; вӑл вӗсене иртен пуҫласа каҫчен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ, хӑй Иисус ҫинчен тӗрӗс каланине ҫирӗплетсе памашкӑн вӑл Моисей саккунӗпе пророксен кӗнекисенче мӗн ҫырнине кала-кала панӑ.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Савл ӗнтӗ хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланса пынӑ, Иисус шӑпах Христос пулнине ҫирӗплетсе парса, вӑл Дамаскра пурӑнакан иудейсене нимӗн чӗнейми тунӑ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫак кунсене малашне те уявлама йышӑнса, вӗсем ҫакӑн ҫинчен юпа ҫине ҫырса хӑварнӑ, хӑйсем ӗҫкӗ ирттернӗ вырӑн вара кӗлтумалли вырӑн пулмаллине ҫирӗплетсе, вӗсем — тӗрӗс-тӗкелскерсем, ирӗклӗскерсем, ҫав тӗрлӗ савӑнӑҫлӑскерсем, патша хӳттипе пыраканскерсем — малалла типӗ ҫӗрпе, тинӗспе, юханшыв тӑрӑх кашнийӗ харпӑр хӑй килне кайнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ермон хӑйне мӗн хушнине ҫӗрлех туни ҫинчен пӗлтернӗ, патша тусӗсем те ҫавнах ҫирӗплетсе панӑ.12. Тот объявил, что еще ночью исполнил порученное ему, и друзья царя подтвердили это.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Анчах та ытларахӑшӗ, чун-чӗрине ҫирӗплетсе, Турра юрӑхлӑн пурӑнас йӗркерен хӑпман; пулӑшу ҫитессе ырӑпа ӗмӗтленсе, вӗсем хӑйсен пурӑнӑҫӗшӗн укҫа панӑ, хӑйсене шута илсе ҫырассинчен пӗр шикленмесӗр хӑтӑлма тӑрӑшнӑ, хӑпса кайнисенчен пӑрӑннӑ, вӗсене хӑйсен халӑхӗн тӑшманӗ вырӑнне хунӑ, вӗсемпе пачах та хутшӑнмасӑр, туслӑ ҫыхӑну тытмасӑр пурӑннӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пӗтӗм чун-чӗрипе хӑюллӑ туйӑмсене парӑнса, хӗрарӑм ӑсне ар кӑмӑлӗпе ҫирӗплетсе, вӑл кашни ывӑлне хавхалантарнӑ, ашшӗсен чӗлхипе вӗсене ҫапла каланӑ: 22. «эсир ман варӑмра мӗнле пулса ҫитнине эпӗ пӗлместӗп: сире сывлӑшпа пурӑнӑҫ параканӗ эпӗ мар; сире эпӗ туман, сире кашнине мӗнрен-мӗнрен тунине эпӗ пӗлместӗп. 23. Тӗнчене Пултараканӗ, этем йӑхне Тӑваканӗ, мӗн пуррине йӑлтах Туса Ҫитерекенӗ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе сире каллех сывлӑшпа пурӑнӑҫ парӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир халӗ Унӑн саккунӗсемшӗн хӑвӑра хӑвӑр хӗрхенместӗр» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара Симон вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм ара пуҫтарнӑ, Иерусалим хӳмине те васкасах хӳсе ҫавӑрса хулана пур енчен те ҫирӗплетсе лартнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Филипп ывӑлӗ Александр — Македони ҫынни, Киттим ҫӗрӗнчен тухнӑскер, унчченех Эллада патши пулнӑскер — Персипе Миди патшине Дарие ҫӗнтернӗ те ун вырӑнне патшана ларнӑ; унччен маларах ӑна Эллада патшине те лартнӑ пулнӑ; 2. пайтах вӑрҫӑ кӑларнӑ вӑл, ҫирӗплетсе тӗреклӗлетнӗ вырӑнсене чылайӑшне яра-яра илнӗ, ҫав ҫӗрсен патшисене вӗлернӗ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫирӗплетсе парса Иисуса каланӑ: 7. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсӗ Манӑн ҫулпа ҫӳрес пулсан, Манӑн хуралӑмра тӑрас пулсан, эсӗ Манӑн Ҫуртӑма сут тӑвӑн, Манӑн картишсене астуса тӑрӑн.
Зах 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл Хӑйӗн ҫӳлти керменӗсене тӳпене туса лартнӑ, никӗсне ҫӗр ҫине ҫирӗплетсе лартнӑ, Вӑл тинӗс шывӗсене чӗнсе илсе пӗтӗм ҫӗр пичӗ тӑрӑх юхтарать; Унӑн ячӗ — Ҫӳлхуҫа.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.