Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ, кунпа та каҫпа халал хывнӑ евӗр, тӳпепе ҫӗр йӗркине ҫирӗплетнӗ евӗр, 26. Иаков тӑхӑмӗсене, Хамӑн Давид чурамӑн тӑхӑмӗсене пӑрахмӑп: вӗсем хушшинчен Авраампа Исаак тата Иаков тӑхӑмӗсем валли патша суйласа илӗп!
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӗре Вӑл Хӑйӗн хӑвачӗпе пултарнӑ, тӗнчене Хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫирӗплетнӗ, тӳпене Хӑйӗн ӑстӑнӗпе карса хунӑ.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл, Турӑ, ҫӗре калӑпланӑ, ӑна туса ҫитернӗ; Вӑл ӑна ҫирӗплетнӗ, Вӑл ӑна кӑлӑхах пултарман; Вӑл пурӑнмалли вырӑн калӑпланӑ: Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, урӑххийӗ ҫук.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Езекия вунтӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сеннахирим, Ассири патши, Иудейӑн мӗнпур ҫирӗплетнӗ хулине хирӗҫ тапранса тухнӑ та пӗтӗмпех ярса илнӗ.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл аллине тинӗс ҫине тӑсрӗ, патшалӑхсене силлерӗ; Ҫӳлхуҫа Ханаанӑн ҫирӗплетнӗ хулисене аркатса тӑма хушрӗ, 12. ҫапла каларӗ: эй Сидон хӗрӗ, намӑса юлнӑ хӗр, ӳлӗм хӗпӗртеймӗн!
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Симон — Ония ывӑлӗ, аслӑ священник — хӑй пурӑнӑҫӗнче Турӑ Ҫуртне юсаса лартнӑ, хӑй кунҫулӗнче вӑл ӑна тӗреклӗлетнӗ; 2. вӑл унӑн картишне ҫӗкленӗ, унӑн карти валли ҫӳллӗ никӗс тутарнӑ; 3. ун вӑхӑтӗнче чул касса шыв тытакан вырӑн тунӑ, вӑл тинӗс пек тем сарлакӑш пулнӑ; 4. халӑхшӑн тӑрӑшнӑ, ӑна тапӑнакансенчен хӳтӗленӗ, тӑшман ҫавӑрса илсессӗн сыхланма хулана ҫирӗплетнӗ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӑл Исаака та Авраамшӑн — ашшӗшӗн — пур этеме ҫитес пиллӗхне панӑ, халала ҫирӗплетнӗ; 25. пур этеме парас пиллӗхе, халала Иаков пуҫӗ ҫинче ҫирӗплетнӗ: 26. ӑна Вӑл малтанхи ывӑлӗ вырӑнне хурса пилленӗ, ӑна еткерлӗхе ҫӗр панӑ, ҫӗрне пайласа, ӑна вуникӗ йӑха уйӑрса панӑ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Аслӑ Авраам — нумай-нумай халӑхӑн тӗп ашшӗ, ун пек мухтавлӑ ҫын урӑх пулман та; 20. вӑл Ҫӳлти Туррӑн саккунне тытса тӑнӑ, Унпала халал хывнӑ, 21. халала хӑйӗн ӳчӗ ҫинче ҫирӗплетнӗ, хӑйне сӑнанӑ чухне тӳрре тухнӑ; 22. ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ӑна тупа туса сӑмах панӑ: санӑн вӑрлӑху урлӑ халӑхсем те пиллӗх илӗҫ, тенӗ; 23. ӑна ҫӗрти хӑйӑр пӗрчи чухлӗ ӗрчетме, унӑн вӑрлӑхне ҫӑлтӑр йышӗ таран ӳстерме пулнӑ, тинӗсрен пуҫласа тинӗсе ҫити, юханшывран пуҫласа тӗнче хӗррине ҫити ҫӗр пама пулнӑ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3-5. Ҫапла калатӑп: эй Турӑҫӑм, Эсӗ: «Хам суйласа илнӗ ҫыннӑмпа халал хыврӑм, Хамӑн Давид чурама тупа туса, санӑн вӑрлӑхна ӗмӗрлӗх тӑвӑп, санӑн патшалӑхна сыпӑкран сыпӑка тӑсса пырӑп» тенӗ чухне Эсӗ ырӑлӑхна ӗмӗрлӗхе никӗсленӗ, Хӑвӑн тӳрӗлӗхне тӳпере ҫирӗплетнӗ.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫиле виҫе хунӑ чухне, шыва виҫепеле вырӑнаҫтарнӑ чухне, 26. ҫумӑр валли йӗрке панӑ чухне, аслатипе ҫиҫӗм валли ҫул палӑртнӑ чухне 27. Вӑл ӑслӑлӑха курса тӑнӑ, ӑна уҫса кӑтартнӑ, тӗрӗслесе пӑхнӑ та ҫирӗплетнӗ, 28. вара этеме каланӑ: «Ҫӳлхуҫаран хӑрани — акӑ вӑл чӑн ӑслӑлӑх, усалтан аякра тӑни — акӑ вӑл ӑс-хакӑл» тенӗ.
Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫапла вара, Эсфирь калани-хушни Пурим кунӗсене палӑртса ҫирӗплетнӗ, ҫакӑн ҫинчен кӗнекене ҫырса хӑварнӑ.32. Так повеление Есфири подтвердило это слово о Пуриме, и оно вписано в книгу.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мардохей ӑна Артаксеркс патша ячӗпе ҫырнӑ, патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ, кайран ҫав ҫырусене хыпарҫӑсем урлӑ салатнӑ, лешӗсем патша учӗпе, пӗр курпунлӑ тӗвепе тата ашакла лашапа ҫула тухнӑ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Артаксеркс патша Эсфире, патша майрине, тата иудей ҫыннине Мардохее каланӑ: акӑ эпӗ Аман ҫуртне Эсфире патӑм, аллине иудейсем ҫине ҫӗкленӗшӗн ӑна хӑйне юпаран ҫакса вӗлерчӗҫ; 8. эсир те иудейсем ҫинчен ҫырса ярӑр, патша ятӗнчен иудейсем ҫинчен мӗн ҫырас тетӗр, ҫавна ҫырӑр, ҫырӑвне патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетӗр, мӗншӗн тесессӗн патша ятӗнчен ҫырнӑ, ун ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ ҫырӑва улӑштарма юрамасть, тенӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара пӗрремӗш уйӑхӑн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче патша ҫыруҫисене чӗнсе илнӗ, вӗсем Аман мӗн хушнине ҫырса илнӗ, ҫакна ӗнтӗ патшанӑн аслӑ пуҫлӑхӗсем патне, кашни ҫӗр пуҫлӑхӗ патне, [Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансем патне,] кашни халӑх пуҫлӑхӗсем патне ҫитермелле пулнӑ, ҫав хута ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ; пурне те Артаксеркс патша ятӗнчен ҫырнӑ, патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манассия Иудейӑри пур ҫирӗплетнӗ хулана та ҫарпуҫ лартса тухнӑ, 15. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи ют ҫӗр туррисене тата йӗрӗх кӗлеткине сирпӗтнӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн сӑрчӗ ҫинче тата Иерусалимра суя турӑсене парне кӳме лартнӑ вырӑнсене аркатса тухнӑ, вӗсене хула хыҫне кайса пӑрахнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Езекия ӗнтӗ хавхаланса кайнӑ, тӳннӗ-юхӑннӑ хӳмене ҫӗнеттернӗ, ӑна пашне ҫӳллӗшех хӑпарттарнӑ, хула тулашӗнче тата тепӗр хӳме тутарнӑ, Давид хулинчи Миллона ҫирӗплетнӗ тата темӗн чухлӗ кӑралпа хулкан хатӗрленӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Озия Иерусалим хулинче кӗтесри хапха ҫинче, айлӑма тухмалли хапха ҫинче тата кӗтесре пашнесем тунӑ, вӗсене ҫирӗплетнӗ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӗҫлеттерекеннисем питӗ тимлӗ пулнӑ, юсасси-сиплесси ӑнӑҫуллӑ пулса пынӑ, вара Турӑ Ҫуртне кирлӗ пек тирпей-илем кӗртсе ҫитернӗ, ӑна лайӑх кӑна ҫирӗплетнӗ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ашшӗ вӗсене Иудейӑри ҫирӗплетнӗ хуласене тата чылай ылтӑн-кӗмӗл, хаклӑ йышши япаласем парнеленӗ; патшалӑхне вара Иорама хӑварнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тата Иудея ҫӗрӗнчи ҫирӗплетнӗ хуласенче кашни хуларах тӳресем лартса тухнӑ, 6. тӳресене ҫапла каланӑ: хӑвӑр мӗн тунине асӑрхасах тӑрӑр — эсир этем сутне тумастӑр, Ҫӳлхуҫа сутне тӑватӑр; сут ӗҫӗнче Вӑл сирӗнпе пӗрлех.
2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.