Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшаланӑ (тĕпĕ: ӑшала) more information about the word form can be found here.
— Чӑнах та инҫетрен, — хуравларӗ Галеран пукан ҫине кӑмӑллӑн вырнаҫнӑ май тата Груббене хӑйӗнпе юнашар килсе ларма паллӑ парса — эрехпе тата ӑшаланӑ какайпа вӑй хушмалла, — анчах хуҫа мӗншӗн ҫухалнине пӗлетӗп.

— Хотя я издалека, — ответил Галеран, с удовольствием усаживаясь на табурет и знаком приглашая подошедшего Груббе сесть рядом с ним, чтобы восстановить силы вином и жареным мясом, — хотя я издалека, — я знаю, почему исчез хозяин.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫапах та — ӑшаланӑ икӗ чӑхпа кӑлпассине рехетленсех ҫинӗ пулӑттӑм халӗ.

Но я бы охотно съел сейчас пару жареных куриц и колбасу.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

Пынӑ ҫӗртех аса илӳсен, тӗшмӗртӳсемпе сапаланчӑк шухӑшсен кӑткӑс ҫавра ҫилне лекнӗскер — Ганэль уртмахӗнчен ӑшаланӑ сысна какайӗ кӑларчӗ, ӑна ҫирӗ те кӑштах лӑпланчӗ; вӑрман чӑтлӑхӗнче, таҫта шалта, кайӑксем кахаллӑн кӑшкӑраҫҫӗ.

На ходу, охваченный сложным вихрем воспоминаний, соображений, расплывчатых мыслей, проголодавшийся Ганэль вынул из перекидной сумки кусок жареной свинины, съел ее и стал немного спокойнее; в глубине лесных зарослей лениво кричали птицы.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

— Манӑн кӑнса выртас килмест-ха, — хирӗҫлерӗ кӑшкӑрашма-ҫухӑрашма юратакан, канӑҫсӑр, пуринчен те хавшакрах тата ҫӑткӑнрах Гатт, — ӑнланатӑр-и: манӑн ӑшаланӑ ӗне ашӗ ҫиес, эрех ӗҫес килет.

— Я не желаю подыхать, — возразил беспокойный, крикливый, более всех тщедушный и прожорливый Гатт, — я хочу, понимаете, бифштексиков, вина.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

— Ӑнланатӑн-и, васкамаллаччӗ, ҫавӑнпа та ӑшаланӑ ҫӑмарта пек пулса тухрӗ, анчах ыран пӗтӗмпех тепре пӑхса ҫаврӑнатӑп та — пур ҫӗрте те йӑлтӑртатма пуҫлать.

— Понимаешь, что надо было торопиться, поэтому все вышло, как яичница, но завтра я возьму все в руки и все будет блестеть.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.

Вулама тытӑниччен капитан кӑштах намӑсланса испан суханӗпе ӑшаланӑ шутсӑр чаплӑ бифштекс пирки ӗмӗтленчӗ.

Прежде чем приняться за чтение, капитан стыдливо помечтал о великолепных бифштексах с жареным испанским луком.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Хӑпартнӑ ҫӑмарта (Загуляевӑн ҫӑварӗнчен шыв килсе анса, янаххи тӑрах юхса аняӗ), ӑшаланӑ хур какайӗ, эрех…

Help to translate

II // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.

Кашни кӑнтӑрлах дюнӑсен вӗри хӑйӑрӗ ҫине вырнаҫать, шалтан — хурҫӑ трос пек ҫирӗпрен те ҫирӗп ромпа, тулашран вара хӑйӑрпа тата хӗвелпе хӗрсе-ӑшӑнса ларать; пӑрҫана ҫу ҫинче ӑшаланӑ евӗр — пуҫ мимине вӗриленнӗ спирт пӑсӗпе вӗретсен Пэд кӑмӑлӗ ӳсӗрӗлӳ пек тилӗрчӗк, ҫӗкленӳллӗ тӑрӑма куҫать.

Каждый полдень, сидя на раскаленном песке дюн, подогреваемый изнутри крепчайшим, как стальной трос, ромом, а снаружи — песком и солнцем, кипятившим мозг наподобие боба в масле нагретыми спиртными парами, Пэд приходил в неистовое, возбужденное состояние, близкое к опьянению.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫак вӑхӑтра Пантен, унӑн пулӑшуҫи, ӑшаланӑ пулӑ хунӑ турилкке йӑтса шканц тӑрӑх пыратчӗ; Грэя курсан вӑл капитан темӗнле урӑхлараххине асӑрхарӗ.

Его помощник Пантен шел в это время по шканцам с тарелкой жареной рыбы; увидев Грэя, он заметил странное состояние капитана.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кантӑк умӗнче эпир асӑрхама ӗлкӗрнӗ ӳсӗр мӑйӑх хуҫи — кӑмрӑкҫӑ — вырнаҫнӑ; залӑн шалти алӑкӗпе буфет хушшинче ӑшаланӑ ҫӑмартана сӑрапа сыпа-сыпа икӗ пулӑҫ ларать.

У окна сидел угольщик, обладатель пьяных усов, уже замеченных нами; между буфетом и внутренней дверью зала, за яичницей и пивом помещались два рыбака.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пашка, ӑшаланӑ какая ҫуралнӑранпа та ҫисе курман, халӗ, тутанса пӑхсан, вӑл тутлине пӗлчӗ.

Пашка отродясь не ел жареного мяса и, испробовав его теперь, нашел, что оно очень вкусно.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Ҫак вӑхӑтрах, паҫӑрхи хӗрарӑм ӑшаланӑ какайпа паранкӑна урӑх чашкӑпа йӑтса кӗртсе лартрӗ.

В это время вошла сиделка с новыми мисками. На этот раз в мисках было жаркое с картофелем.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Ачасем тискер кайӑксен тирӗсенчен тунӑ вырӑнсем ҫине ларса кӑвайт умӗнче ӑшӑннӑ, хӑйсен йӗпеннӗ мокассинӗсене типӗтнӗ, Отаки ҫӗҫӗ еннинчен хӑйӗн пӗчӗк ҫӗҫҫине кӑларса кайӑк ашне вакланӑ тата кролик тирне сӳсе унӑн ашне пӗҫерекен кӑмрӑксем ҫинче ӑшаланӑ.

Мальчики садились на ложе из звериных шкур, грелись у костра и сушили мокрые мокасины, а Отаки, вынув из ножен свой маленький нож, ощипывала птиц или сдирала шкуру с кролика и поджаривала мясо на горячих угольях.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Кунта — ҫитти вырӑнне хаҫатсемпе витнӗ, кукӑльсем тата ӑшаланӑ аш-какай лартса тултарнӑ сӗтел хушшинче пӗр вунӑ ҫынна яхӑн ларать, вӗсем ҫухисене йӳле янӑ, тарланӑ пит-куҫӗсене тутӑрпа шӑлкалаҫҫӗ.

Где за столом, покрытым вместо скатерти газетами, уставленным пирогами и жареным мясом, сидело, расстегнув воротники, вытирая пот, человек десять.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Анчах капитан мана ӑшаланӑ чӑх чӗппипе чи лайӑх эрех пама, унтан таса каютӑсенчен пӗринче вырӑн сарса пама хушрӗ.

Но капитан приказал подать мне цыпленка и отличного вина и распорядился, чтобы мне приготовили постель в очень чистой каюте.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ӑшаланӑ сысна ҫури кӑна шӑпӑртах пырать.

Молчал только жареный поросёнок.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Чи мала Вибергскан вырнаҫрӗ, ӑна ӑшаланӑ сысна ҫури тыттарчӗҫ.

Впереди посадили Вибергскан, в руках она держала жареного поросёнка.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл тепӗр хут пӗтӗм сӗтеле пӑхса ҫаврӑнчӗ, анчах та ӑшаланӑ сысна ҫурисӗр пуҫне нимӗн те курмарӗ.

Она ещё раз оглядела стол, но ничего, кроме жареного поросёнка, не увидела.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кунта ларакансенчен нихӑшӗ те нихӑҫан та ӑшаланӑ сысна ҫури ҫимен иккен.

Оказалось, что никто из присутствующих никогда не ел жареного поросёнка.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ӑшаланӑ сысна ҫурине кӑна никам та тӗкӗнсе пӑхмарӗ.

Нетронутым остался только жареный поросёнок.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed