Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн ҫемйине пӑрахман-ха — хайхи ҫамрӑк хӗрарӑм уншӑн еркӗн кӑна пулнӑ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ачисем ҫӑкӑршӑн йӗрсе аптратнинчен тарӑхса, Ваҫҫукӑн ашшӗ унӑн мӗн пур ҫемйине йӑлтах хутаҫ ҫактарса таврари ялсем тӑрӑх ыйткалама кӑларса янӑ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Ҫук, тӑрӑнса ӳкес пек ӗҫлесен те ҫемйине тӑрантармалӑх ҫӑкӑр тупайман Михалькки.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Алексей вара 1868 ҫулхи октябрӗн 28-мӗшӗнче ҫемйине систермесӗр килӗнчен тухса кайнӑ, ҫитмӗл ҫухрӑма хыҫа хӑварса Чӗмпӗре ҫуранах ҫитнӗ.
Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/
Хайлав Хӗрлӗшур ялӗнче пурӑнакан Лерисен ҫемйине, пултаруллӑ та мал курӑмлӑ, вӑрҫӑ вутӗнче тата тӑшман тыткӑнӗнче туптаннӑ Александр Лери хирург ӗҫ-хӗлне сӑнарлать.
Николай Евдокимовӑн «Ҫулсем-йӗрсем» романӗ кун ҫути курчӗ // Пуринчен малтан. https://t.me/nikamran/5938
Светлана Федоровна хӑйӗн ҫемйине те тимлӗх уйӑрать.
Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat
— Ҫемйине те ҫирӗп сыхлать: йытӑ-и, вӑкӑр-и, нихӑшне те ҫывӑха ямасть, самант сӗмсӗрккесене мӑйракине «тутантарса кӑтартма» манерленсе тӑрать.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Трофим талпам, сарлака ӑмӑрлӑ, пиҫсе ҫитнӗ торн пек куҫлӑ, армути шерепи пек вӑрӑм, шӗвӗр сухаллӑ качака таки, ҫемйине хӑй тавра пуҫтарнӑ та, хӑнк та сикмесӗр, лӳ те тумасӑр, хӑйӗн тивӗҫлӗ хакне туйса, тӳлеккӗн, ҫемҫен кӗмӗртетсе, кавлек кавлесе выртать.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ӗнер, вӑн, Шӗшлӗ Павӑлӗ, ҫамки ҫинчи мӑкӑлӗсене «суйлакала-суйлакала», шӑлне шӑтӑр-шӑтӑр ҫырткаласа, анкарти хыҫӗпе йӑпшӑнса, тӑнкӑл-танкӑл, тӑнкӑл-танкӑл сулланнине хам та куртӑм (шӑпах ҫав вӑхӑтра, ҫемйине ертсе, урампа Трофим шакӑртаттарса пыратчӗ те-ха)…
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Питӗ пысӑк хуйхӑ килсе ҫапрӗ вӗсен ҫемйине виҫӗ ҫул каялла.
2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫар комиссариатӗнче унӑн копине хатӗрлесе салтак ҫемйине пӗлтернӗ.
Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/
Вӑхӑтлӑха тӑлӑха юлнӑ ҫемйине вӑл хӑйпе пӗрле пысӑк хаваслӑх, виҫесӗр телей илсе килчӗ…
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Кашкӑр ҫемйине ара!
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Каллех унӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ иккен Миша ҫемйине.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Ан тив, ҫав таса юрату кӑварӗ сӳнмен пулсан та, эп ют ҫын ҫемйине хуйхӑ-суйхӑ илсе килме шутламарӑм.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Макҫӑм ҫемйине хуйхӑ пусарчӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫапла, Лукарье, Прахӑр ҫемйине намӑс тума кайнӑскер, хӑй намӑсланса таврӑнчӗ.
XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ывӑлӗ пулӑшнипе, уйрӑлнӑ хуртсен ҫӗнӗ ҫемйине малтан хатӗрлесе хунӑ вӗллене майлаштарса хупрӗ.
Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тепӗр вунӑ минутран Хветут ҫемйине малти пӳртнех илсе кӗчӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӑҫал вӗсен ҫемйине пысӑк инкексемех умлӑн-хыҫлӑн киле-киле ҫапрӗҫ-ха: ҫур тырри — сӗлӗпе пӑри — алӑпа тӑпӑлтармалӑх ҫеҫ пулчӗ, кӗркунне, выльӑха вӑрмана яма пӑрахсан, ӗнене янккамас упа ҫурса тӑкрӗ.
11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.