Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хакланӑ (тĕпĕ: хакла) more information about the word form can be found here.
Э.Юрьев ячӗллӗ халӑхсем хушшинчи ӳкерчӗксен конкурсне те хутшӑннӑ, Пӗтӗм Раҫҫейри Ф.Быкова халалланӑ пултарулӑх конкурсӗнче (2020 ҫ, 2022 ҫ. ) тата «Акварельная палитра» художество конкурсӗнче (2022 ҫ. ) 3-мӗш степеньлӗ Дипломсене тивӗҫнӗ, талантлӑ ачасен «УНИКУМ» фестивалӗнче те ун ӗҫӗсене тивӗҫлӗ хакланӑ.

Help to translate

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Делегатсем автономи ӗҫне «удовлетворительно» тесе хакланӑ, 2023 ҫулхи ӗҫ планне йышӑннӑ, унсӑр пуҫне Раҫҫей патриочӗсем патне чӗнӳ ҫырнӑ.

Help to translate

Мартӑн 11-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи чӑвашсен Конференцийӗ иртнӗ // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... encii-irtn

Пӑрӑхран касса кӑларнӑ детальсен хакӗ утмӑл ҫичӗ пус, материалтан тунине пӗр тенкӗ те вӑтӑр пуслипе хакланӑ.

Help to translate

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Правительство ҫак инкеке «ӗмӗрте пӗрре пулакан пӑтӑрмах» тесе хакланӑ.

Правительство назвало случившееся «катастрофой века».

Турцире ҫӗр чӗтренӗвӗ пуласси пирки малтанах систернӗ ӑсчах ҫывӑх вӑхӑтра Раҫҫейри Инҫеттухӑҫра та ҫӗр чӗтренме пултарасси пирки каланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34383.html

Анчах нумай вӑхӑт хушши пичет машинкисене пуянлӑха сӑнлакан япала пек хакланӑ.

Но долгое время на пишущие машинки смотрели как на предмет роскоши.

Пичет машинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6254.html

Ҫак тишкерӗве Владимир Ильич та пысӑка хурса хакланӑ.

Help to translate

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Владимир Ильич Надежда Константиновнӑна ҫав тери хисепленӗ, хакланӑ, ӑна чӑн-чӑн революционер-марксист вырӑнне хурса канашланӑ, хӑйӗн шухӑш-ӗмӗтне чи малтан ӑна уҫса панӑ.

Help to translate

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Вӗренекенсен комитетне вӑл кӗрешӳри хӗҫпӑшал вырӑнне хурса хакланӑ.

Он верно оценил роль избранного учениками комитета — как орудия борьбы.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫакна мӗнлерех хакланӑ пулӗччӗ?»

Как бы он отнесся ко всему этому?»

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн ӗҫне патшалӑх пысӑка хурса хакланӑ, нумай-нумай грамотӑсӑр пуҫне 5 хутчен тӗрлӗ медальсемпе чысланӑ, Патшалӑх Президенчӗ В.В.Путин та ятарлӑ ҫырупа саламланӑ.

Help to translate

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Пӗр сӑмахпа каласан, регионта лару-тӑру япӑхах мар тесе хакланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Help to translate

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/20/chva ... sine-jrkel

Жюри чӑвашсен апат-ҫимӗҫне пысӑка хурса хакланӑ.

Help to translate

Вӑрнарсен - пилӗк ылтӑн // Елена ТОЛСТОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11513-v- ... il-k-ylt-n

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ Геннадий Семигин хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Енӗн пуҫаруллӑ проектне пархатарлӑ те сумлӑ тесе хакланӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Кашни регионӑн хӑйӗн историйӗ, культури, ӑс-хакӑл тӗнчи тесе хакланӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Чӑваш Республикинчи ҫамрӑк ӑсчахсен Канашӗн председателӗ Галина Александровна, И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленсе тӑракан Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӑрӑшакан наука уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн сӑмахӗнче наука волонтенрстви хӑйне евӗр ҫӗнӗ тренд тесе хакланӑ.

Help to translate

Наука волонтерстви Чӑваш Енре наукӑпа технологисен вунӑ ҫуллӑхӗнче тата та лайӑхрах аталанса вӑй илӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/nauk ... tehnologis

— Ватӑрах, — пӗр сӑмах ҫеҫ каларӗ ҫармӑс мӑрси ӑна пасара сутма илсе тухнӑ выльӑха хакланӑ пек хакласа.

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аграрисен ӗҫне тивӗҫлипе хакланӑ.

Help to translate

Республикӑра - виҫҫӗмӗш! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11681-re ... -vicc-m-sh

Ҫак тӗллевпе хатӗрленӗ «Пурнӑҫшӑн» проекта пысӑка хурса хакланӑ, уншӑн тивӗҫнӗ ҫӗршер пин тенке яхӑн гранта йывӑр чирлӗ пациентсене ҫак амакран сирессипе ҫыхӑннӑ мероприятисене ирттерме тӑкакланӑ.

Help to translate

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Кӗнекене хаклама хутшӑннӑ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, истори наукисен докторӗ Виталий Иванов та ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ.

Высоко оценил работу и главный научный сотрудник Чувашского государственного института гуманитарных наук, доктор исторических наук Виталий Иванов.

Светлана Краснова кӗнекине хакланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33477.html

Сухайкасси ял тӑрӑхӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ.

Help to translate

Хӑнасем паха опытпа паллашнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%85a%d0 ... 88%d0%bda/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed