Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хавшаса (тĕпĕ: хавша) more information about the word form can be found here.
Ҫар хавшаса ҫитсе ҫапӑҫайми пулнӑ.

Армия органически неспособна драться.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапӑҫусенче ҫухату хыҫҫӑн ҫухату тӳссе хавшаса ҫитнӗ румынсене пулӑшма тесе, пысӑк ҫар соединенийӗсене куҫара-куҫара каяҫҫӗ-мӗн.

На помощь румынам, терпевшим поражение за поражением, перебрасывались крупные войсковые соединения.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӑраҫҫи шӑтӑкӗ витӗр вӑл ҫакна курчӗ: старик, ывӑлӗ ҫумне пӑчӑртаннӑ та, ӑна хулпуҫҫийӗнчен чуптӑвать; унӑн мӑйӗ, ватӑлнипе хавшаса пӗркеленсе лӑрнӑскер, вӗттӗн чӗтрет.

Заглянув в замочную скважину, увидела: старик, припав к сыну, целует его в плечо; шея его, в старчески дряблых складках, мелко трясется.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья хуняшшӗсем патӗнче, хӑйӗн хавшаса ҫитнӗ чун хавалӗпе пӗтӗмпех пӗр ӗмӗт ҫине — упӑшки таврӑнасси ҫине шанса, ҫав ӗмӗте хӑй сисмеслех эпеклесе ӳстерсе, ӗҫлесе пурӑнать.

Наталья работала у свекра и жила, взращивая бессознательную надежду на возвращение мужа, опираясь на нее надломленным духом.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Именире дворовӑй ҫынсенчен, Вениаминсӑр пуҫне, кухарка Лукерья, хавшаса ҫитнӗ конюх Сашка, кӗтӳҫӗ Тихӑн тата ҫӗнӗрен кучера килсе кӗрешнӗ Григорипе Аксинья пурӑнаҫҫӗ.

В имении из дворни, кроме Вениамина, жили: кухарка Лукерья, одряхлевший конюх Сашка, пастух Тихон, поступивший на должность кучера Григорий и Аксинья.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Урасем хавшаса ҫитрӗҫ, тӑванӑм, — терӗ вӑл, урисене аллаппипе ҫапа-ҫапа.

— Эх, ходули, брат, плохо держат! — сказал он, похлопав ладонью ноги.

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хавшаса ҫитнӗ хӗрарӑм!

Совсем трухлявая баба!

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хавшаса ҫитнӗ мораль никӗсӗсене хӳтӗлесе тата Китай нацийӗн чысне ӗмӗрлӗхе упраса хӑварас шутпа авалхи Китай ӑсчахӗсен йӑли-йӗркисене чун-чӗререн хисеплеме кирли тата авалхи Мын-цзы философӑн амӑшне тивӗҫлипе чыс тумалли ҫинчен уйрӑм йӗркепе декрет ҫапса кӑларас».

Особого Указа о сугубом почитании священных канонов и о поклонении матери Мэн-цзы, дабы пресечь упадок нравов и сохранить чистоту национального духа».

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Ҫименрен тата ывӑнса ҫитнӗрен вӑл, урисем хавшаса чӗтӗреме тапратнипе пӗрлех, кӑмӑлӗ пӑтраннине туйрӗ.

От голода и усталости он чувствовал тошноту вместе с ощущением дрожи и слабости в ногах.

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӑл ҫав хуларах пурӑнакан бригада командирӗн, хавшаса йӳтенӗскерӗн, ҫап-ҫамрӑк арӑмӗпе ерӗшсе пурӑнать текен сас-хура ҫӳретчӗ.

Говорили, что он находится в связи с молоденькой женой дряхлого бригадного командира, который жил в том же городе.

XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хӑй пурнӑҫӗ ҫине вӑхӑтран вӑхӑт ытти ҫынсен куҫӗпе пӑхса, Давыдов ҫакна питӗ лайӑх ӑнланнӑ, анчах вӑл пӗтӗмпех хавшаса ҫитнӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та хутортан тухса кайни пӗр ҫакӑнпа та пулин хӑйшӗн аван пулӗ тесе шутланӑ: унта вӑл Лушкӑна курма пултарайман тата темиҫе кун хушши кӑштах лӑпкӑ пурӑнма ӗмӗтленнӗ.

Давыдов все это превосходно понимал, временами глядя на себя как бы со стороны, но уже окончательно издергался, потому и предпочел решение выехать из хутора, как наиболее приемлемое для себя, хотя бы уже по одному тому, что там он не мог видеть Лушку и надеялся несколько дней прожить в относительном спокойствии.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Акӑ мӗн шухӑшлатӑп эпӗ, Ольга, — терӗ вӑл, — ҫак кунсенче эпӗ саншӑн ҫав тери хӑраса ӳкрӗм; тӗрлӗ шухӑшран ӑсӑм ҫав тери пӑлханать; пулнӑ ӗмӗтсенчен е татӑлнӑ ӗмӗтсенчен, телее кӗтсе, чӗрем кӳтсе ҫитрӗ; пӗтӗм шӑмшаккӑм хавшаса кайрӗ: вӑл ним туйми пулчӗ, вӑхӑтлӑха та пулин канлӗх кирлӗ…

— Вот что, Ольга, я думаю, — сказал он, — у меня все это время так напугано воображение этими ужасами за тебя, так истерзан ум заботами, сердце наболело то от сбывающихся, то от пропадающих надежд, от ожиданий, что весь организм мой потрясен: он немеет, требует хоть временного успокоения…

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унӑн ӳт-пӗвӗ мӗн тери вӑйсӑрланса, хавшаса пынӑ — кӑмӑлӗ, ирӗкӗ ҫав тери ҫирӗпленсе, вӑйланса пынӑ пек туйӑнчӗ.

Казалось, чем слабее и немощнее становилось его тело, тем упрямее и сильнее был его дух.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пӗр вӑхӑтра сывлӑх ҫав тери хавшаса кайнипе ҫырма та пӑрахасшӑнччӗ.

Help to translate

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Вӑл питӗ хавшаса кайрӗ, акӑ кӗҫех йӑванса каятӑп тесе, хӑраса тӑчӗ.

А слабость на него напала такая, что он боялся, как бы не свалиться на землю.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Петӗр пиччен сывлӑхӗ самаях хавшаса килчӗ, ун чӗри те ыратма пуҫларӗ.

Со временем здоровье у дяди Пети ослабело, и сердце его стало болеть.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Вӑл журнал хавшаса ҫитнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

«Ҫак хурт вӑрлӑха сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑран им-ҫамламанран хунать. Вӑл ӳсен-тӑран сӗткенне ӗмет, тымарне кӑшлать. Лешӗ вара хавшаса пырса типсех ларма пултарать», – ӑнлантарчӗҫ хурт сиенне специалистсем.

"Это насекомое размножается из-за того, что семена не обработали от вредных насекомых. Оно высасывает соки растения, поедает корни. Те, в свою очередь ослабляются и могут погибнуть", - объяснили специалисты вредность насекомого.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

— Шел, юлашки ҫулсенче ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ хавшаса пырать.

- Жаль, в последние годы связь с поколениеми ослабевает.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

1. Эфес Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса Тӑраканӗ, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ варринче Ҫӳрекенӗ сана ҫапла калать: 2. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ тӑрӑшнине, эсӗ чӑтнине, эсӗ аскӑнчӑксене тӳсме пултарайманнине тата эсӗ хӑйсене апостол тесе калакансене сӑнанине те Эпӗ пӗлетӗп; эсӗ вӗсем апостолсем мар, ултавҫӑсем иккенне ӑнланса илтӗн. 3. Эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн нумай тӳсрӗн, пӗрех хавшаса ӳкмерӗн. 4. Анчах санӑн Ман умӑмра айӑпу пур — эсӗ малтанхи пек юратмастӑн. 5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ху малтан мӗнле пулнине астуса ил те — ӳкӗн, малтан тунӑ ӗҫӳсене ту; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та, ӳкӗнмесессӗн, санӑн ҫутаткӑҫна хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫарӑп. 6. Ҫапах та санӑн лайӑххи пур: эсӗ Николай хыҫҫӑн кайнисенӗн ӗҫӗсене кураймастӑн, ҫав ӗҫсене Эпӗ те кураймастӑп. 7. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене Туррӑн рай варринчи чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫитерӗп».

1. Ангелу Ефесской церкви напиши: так говорит Держащий семь звезд в деснице Своей, Ходящий посреди семи золотых светильников: 2. знаю дела твои, и труд твой, и терпение твое, и то, что ты не можешь сносить развратных, и испытал тех, которые называют себя апостолами, а они не таковы, и нашел, что они лжецы; 3. ты много переносил и имеешь терпение, и для имени Моего трудился и не изнемогал. 4. Но имею против тебя то, что ты оставил первую любовь твою. 5. Итак вспомни, откуда ты ниспал, и покайся, и твори прежние дела; а если не так, скоро приду к тебе, и сдвину светильник твой с места его, если не покаешься. 6. Впрочем то в тебе хорошо, что ты ненавидишь дела Николаитов, которые и Я ненавижу. 7. Имеющий ухо да слышит, что Дух говорит церквам: побеждающему дам вкушать от древа жизни, которое посреди рая Божия.

Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed