Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уттарчӗ (тĕпĕ: уттар) more information about the word form can be found here.
— Тӑвӑллӑ ҫумӑр пулать, — терӗ те Мухаров шлепкине пусарах лартса, хуланалла уттарчӗ.

Help to translate

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тӗттӗмленсе ҫитсен, Лавр тӳсеймерӗ, тек нихҫан та унталла ура ярса пусмӑп тенӗскер, вокзал патӗнчи урамалла уттарчӗ

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Михха урхамахӗпе пасара ҫӗмӗрсе ҫитсен, Касмухха тӑрантас ҫинчен сиксе анчӗ те тӳрех хупах патнелле уттарчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Чӗрӗ лаша ҫак таранччен пӗр-пӗччен мӗн туса ҫӳретӗр вӑрманта? Тахҫанах килте пулӗ-ха», — тесе, Ҫтаппан вӑрмантан тухса килнелле уттарчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атте мӗн хушнине пӑсма пултараймастӑп, — терӗ те Сергей, пахчаналла уттарчӗ.

Help to translate

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара, аллисене сулса, ерипен урама тухрӗҫ, пӗренесене ӑҫта килнӗ унта пушатрӗҫ, лашисене ҫавӑрса, «юлашки пултӑр кунта килесси» тесе тарӑхса, кашниех хӑйӗн килӗ еннелле уттарчӗ.

Help to translate

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар лаши патне пырса ҫамкинчен ачашларӗ, ун ҫине ларса, каялла уттарчӗ.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар лашине уй чиккинчи пӗр вунӑ хӑлаҫ сарлакӑш прачакпа сылтӑма пӑрчӗ, чӗркуҫҫирен ҫӳллӗ ӳссе кайнӑ курӑк ҫийӗн анаталла, паҫӑр йывӑҫсен тӑрри курӑнакан еннелле, уттарчӗ.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл нумай тӑмарӗ, лашипе калаҫа-калаҫах ун ҫине хӑпарса ларчӗ те малалла уттарчӗ.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр тухнӑ-тухнах уй таврах ҫаврӑнса килем-ха тесе, Сахар лаши ҫине утланса ларчӗ те ӑна малалла уттарчӗ.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар малалла уттарчӗ, йӗри-тавра пӑхкаласа пычӗ.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Маюк аванмарланнӑ пек пулчӗ, тӑрса катанпир ҫирӗплетнӗ «майра пуҫне» илчӗ те килнелле уттарчӗ.

Help to translate

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей нумаях тӑмарӗ, пӗр стаканне тӗплесенех: — Ну, калаҫкалӑрах эппин. Эпӗ юлташсем патне кайса тӗккеленем-ха, — тесе, каҫма хывакансем патне уттарчӗ.

Help to translate

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӑл хӑйпе кам-кам пырассине каларӗ те урхамахне малалла уттарчӗ.

Help to translate

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Каях, анне, ан чар лашана, — терӗ вӑл, унтан, пӗшкӗнсе, анне аллине ҫемҫен вӗҫертрӗ те лашана уттарчӗ.

Help to translate

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Староста Шӗшлӗ аялти урамалла шӑлтӑртаттарса анса кайнине пӑхса юлчӗ, вара, уй хапхинчен тухса, ял ҫумӗпе каякан ҫулпа Шӗшлӗ арманӗ еннелле уттарчӗ.

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Парса пӑх-ха, мӗн пулӗ, — терӗ те Ваҫҫа, урапа ҫине сиксе ларса, уй хапхи патнелле лашине уттарчӗ.

Help to translate

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тиесе пӗтерсен ҫавнашкалах нимӗн шарламасӑр, ялалла уттарчӗ.

Погрузив все до последнего пучка, он так же молча двинулся к деревне.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ялтан тухрӗ, уттарчӗ Кантӑр варӗ еннелле.

Help to translate

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Илтен-тӑран сар каччӑ Вӑрманалла уттарчӗ, Хӑлха илтнӗ сӑмаха Хӑй ӑшӗнче пытарчӗ.

Help to translate

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed