Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пысӑк карачипе Тукай мӑрса пылчӑкпа ҫӑрӑнса тӑракан урам урлӑ аран-аран каҫса хапхисемпе чӳрече янаххисене эрешлесе сӑрласа пӗтернӗ пӗр чаплӑ ҫурт патне ҫывхарчӗҫ.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл сӗтел сунтӑхӗнчен темле ҫӑра уҫҫи кӑларать те илемлӗ сӑрласа пӗтернӗ тата хӗррисене тимӗрпе тыттарнӑ пысӑк арчана уҫать.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӳрт ӑшчиккине Костя Васильев ҫав тери хитре сӑрласа тунӑ: каснӑ-лартнӑ йывӑҫ пӗренесем, хушӑксенче — мӑк.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сарлака кантӑк умӗнче пӗчӗк сӗтел-бювар вырнаҫтарнӑ, сӗтел ҫинче — ылтӑн рамӑллӑ портрет: тӑрӑхларах пит-куҫлӑ, тӳр сӑмсаллӑ, капӑр ҫӳҫлӗ, кӗске бакенбардлӑ, сухалсӑр арҫын сӑн-сӑпачӗ халь сӑрласа ӳкернӗ пекех уҫҫӑн палӑрать.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Кӑнтӑрла иртнӗ ҫӗре ултӑ кӗтеслӗ тупӑк та туса пӗтерчӗҫ, кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Лаштра юманран кунтарах ҫухрӑм юпи ларать, ун ҫумне икӗ хӑма ҫапнӑ: пӗрин ҫине — «Чӗнере 1 ҫухрӑм» тесе, теприн ҫине — «Куславккана 25 ҫухрӑм» тесе хура сӑрӑпа сӑрласа ҫырнӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Кама кӑмака туса памалли пулать, кама сӑмалапа пӳрт умӗнчи решеткене сӑрласа памалли килсе тухать-и — вӑл ӗҫе Кӑтра Энтрей юратсах тӑвать, ывӑл ачисене те хӑйпе пӗрле ӗҫлеттерет.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Елюксен хапхине уяв умӗн сӑрласа патӑмӑр, ха-ха-ха!..
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Телее, чӑннипех ылтӑн алӑллӑ маҫтӑр тупӑнчӗ вӗсен тӗлне, виҫӗ-тӑватӑ кун хушшинчех тӗлӗнмелле хитре рамӑсем туса пачӗ вӑл: кашнинех хӑйне евӗр эрешлесе капӑрлатнӑ, лакпа сӑрласа ялтӑртатакан тунӑ.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Калаҫу вӑхӑтӗнче мӗн те пулин тӑвасси ҫирӗп йӑлара: сӑнӑ вӗҫне хӑйраса ҫивӗчлетеҫҫӗ, чӗлӗмӗсене сӑрласа илемлетеҫҫӗ, — акӑ мӗншӗн кунти ҫынсем уванцӑна ҫул тытаҫҫӗ.Во время беседы делают что-нибудь: наточат копье, раскрасят трубку, для этого туземец идет в уванцу.
XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Малтанах Комон алӑка хупса хучӗ, баррикада турӗ: Меровингсен тапхӑрӗнчи хурҫӑ рыцарьсене кӗмсӗртеттерсе-чанкӑртаттарса купаларӗ, рыцарьсем ҫине Тури Нил фараонӗсенчен пиллӗкӗш-улттӑшне пӑрахрӗ, вӗсен сӑрласа капӑрлатнӑ ешчӗкӗсене те унтах вӑркӑнтарчӗ; ҫиелтен тата, витринӑсене ҫӗмӗрсе, унти тимӗр укҫа купине ывӑтрӗ; ҫак шӑранчӑксем урайне Гамилькар Барке вӑхӑтӗнчи пекех чӑнкӑртатса сапаланчӗҫ.
II. Мӑн асаттесене сумсӑрлатни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.
Тӗплӗ юсав ирттернӗ май ҫурт тӑррине, ӑшӑ тата шыв пӑрӑхӗсене, канализацие ҫӗнетнӗ, мӗнпур пӳлӗмсемпе нумай функциллӗ спорт залӗнчи стенасене якатса сӑрласа тухнӑ.
Чӑвашра 2022 ҫулта тепӗр 4 спорт объектне юсаса ҫӗнетӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31570.html
Клиссон иккӗленчӗ: картина — сӑрласа илемлетнӗ фото ӳкерчӗк мар-ши?Клиссон высказал догадку, не есть ли картина раскрашенная фотография.
Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.
Вӑл, арҫын ачана ҫаннинчен вӗҫертмесӗр, каснӑ ҫӗртех купаланӑ йывӑҫ стенасене сӑнать, вӗсене пурне те сӑмсисене сӑрласа янӑ ҫара уран Жаннӑсем пек сӑнарлать.
Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.
Пӑталанӑ Христоса ӳкернӗ картина ҫакӑнса тӑракан стена ҫумне пукан лартса Грэй ун ҫине тӑчӗ те Ҫӑлавҫӑн юнпа вараланнӑ аллисенчен пӑтасене туртса кӑларчӗ, кӗскен евитлес тӗк — вӗсене маляртан вӑрланӑ кӑвак сӑрӑпа сӑрласа хучӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пӗрремӗш йыттин йӗнерчӗкӗ ҫине конверт форми майлӑ, туса ҫитермен тире ҫутӑ тӗслӗ сӑрпа сӑрласа тунӑ икӗ пӗчӗк михӗ ҫакнӑ пулнӑ, кун пек михӗсене индеецсем «парфлеш» тенӗ; ҫиелтен утиялсемпе бизон тирӗсем хунӑ пулнӑ.
Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Атӑ кӗлинчен ирӗлнӗ юрпа йӗрлесе, сурса пӗтернӗ урай; лутра та ирсӗр стенасем; тахҫантанпах штукатурласа шуратман мачча хуралса та ҫуркаланса кайнӑ; авал лакпа сӑрласа тӗрленӗ балюстрада, халӗ вӑл та шӑйрӑлса пӗтнӗ, тӗксӗм таможниксем; тата жандармсем — тӗрлӗ чинра тӑракан жандармсем — мӗнпур ҫӗрте, алӑксем патӗнче, кӗтессенче тӑрса тухнӑ; вӗсене ҫав тери нумай тӑратса тухнӑ пирки, ҫак чикӗри, Россия империне каҫакан станцири вокзал ҫуртне ура ярса пуснӑ кашни ҫын хӑйне арестленӗ пекех туйса тарать.
I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Стена тӑрӑх, тен, унта-кунта ылтӑнпа сӑрласа эрешлентернӗ ҫинҫе ураллӑ тенкелсем лартса тухнӑ пулӗ; кӗтесре ылтӑн тӗслӗ читлӗхре симӗс попугай пулӗ — вӑл калаҫмасть пулин те, Брэм каланӑ тӑрӑх, калаҫма вӗренме пултарать.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Лутра полковник, хӑйӗн пӗтӗм хирӗпе таҫта ҫитиччен сапаланса кайнӑ ҫарне пухас тесе, рожокран кӑшкӑртма тата тем тӗрлӗ сӑрласа пӗтернӗ сакӑр ялав ҫакма хушрӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл пысӑках мар тата ҫителӗклӗ кӑмӑллӑ ҫурт: вывескӑна нумаях та пулмасть сӑрласа хунӑ, кантӑкӗсем ҫинче тирпейлӗ хӗрлӗ чӳрече каррисем, урайне таптаса хӑйӑр сапнӑ.
VIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.