Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫҫисене (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Гольц питне пӗркелентерчӗ, хул пуҫҫисене юлхаввӑн сиктерчӗ те — ҫавӑнтах ахӑлтатса кулса ячӗ.

Гольц сморщился и пожал плечами, но тотчас расхохотался.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Громов хул пуҫҫисене аптӑравлӑн сиктерчӗ.

Громов пожал плечами.

Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.

Лешӗ сӑпайлӑн йӑл кулчӗ, сарлака хул пуҫҫисене лӑпкӑн хускатрӗ — ҫакӑ ку тӗслӗхпе ӑнлантарса памаллине туйнине пӗлтерет ахӑр.

Тот вежливо улыбнулся и коротко повел широкими плечами, как бы сознавая свою обязанность дать в данном случае надлежащие объяснения.

Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.

Хул пуҫҫисене сиктерсе Дарль ӗҫе пуҫӑнчӗ.

Дарль, пожав плечом, занялся работой.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Вӑл хул пуҫҫисене йӗрӗнчӗклӗн сиктеркелерӗ те — Стильтонпа сыв пуллашрӗ, ҫӗр ирттерме хӑйсен клубне ҫул тытрӗ.

презрительно пожал плечами, простился со Стильтоном и уехал коротать ночь в свой клуб.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

Хӗрарӑм уҫса кӗртрӗ; Брентган ӑна пӑхса ӗлкӗреймерӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫара хул пуҫҫисене мамӑк тир юпанчӑпа витсе ҫийӗнчех тарса ҫухалчӗ.

Ему открыла женщина, которую Брентган не успел разглядеть, так как она тотчас убежала, кутая голые плечи в меховую накидку.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Клиссон ирӗксӗрех чарӑнса тӑчӗ, пытаннӑн хул пуҫҫисене хутлатрӗ.

когда он, невольно остановясь, втянул голову в плечи.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Элда хул пуҫҫисене сиктеркелерӗ те пуҫне пӑрчӗ.

Она пожала плечами и отвела взгляд.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

— Н-ну… — терӗ Орт хул пуҫҫисене сиктерсе тытӑнчӑклӑн, — мӗншӗн тесен.

— Н-ну, — сказал он, пожимая плечами и запинаясь, — потому, что я вас люблю.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Грифит хул пуҫҫисене сиктеркелерӗ, сурса хучӗ те утса кайрӗ.

Грифит пожал плечами, сплюнул и отошел.

Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.

Ҫухавине тимлӗн тытса пӑхнӑ хыҫҫӑн, унтан вара шӑлавар ҫаккин темле кутӑнлӑхне майлаштарас йӳтӗмпе хул пуҫҫисене сиктеркелесен — старик вахтӑри матрос тӗлӗнче чарӑнса тӑчӗ, пуҫне айккинелле сумлӑн пӑрчӗ те аллисене сарса хучӗ.

Заботливо потрогав воротничок, а затем ерзнув плечами, чтобы уладить какое-то упрямство подтяжек, старичок остановился против вахтенного и резко растопырил руки, склонив голову набок.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Вӑрманта уҫӑлса ҫӳренин ӳкерчӗкӗ акӑ мӗнле: малта хура ҫӳҫлӗ, ҫӳллех мар хӗр утать — кӑштах кахалрах, пӳрне хушшипе кулнине аса илтерекен, хитре сӑнлӑ; ун хыҫӗнче, хул пуҫҫисене кӑнттаммӑн пӑркаласа, куҫ харшисене пӗрсе, ҫула питӗ тӗплӗн сӑнаса тата мӗн пур чӑрмав пирки тимлӗн асӑрхаттарса ҫӳллӗ йӗкӗт пырать.

Прогулка в лесу изображала следующее: впереди шла девушка-брюнетка небольшого роста, с красивым, немного ленивым лицом, напоминающим улыбку сквозь пальцы; а за ней, неуклюже поводя плечами и сдвинув брови, шел рослый детина, тщательно рассматривая дорогу и заботливо предупреждая о всех препятствиях.

Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.

— Эпӗ хӑна ҫуртӗнче пурӑнатӑп, — куляннине палӑртса Энниок хул пуҫҫисене сиктерчӗ.

— Я живу в гостинице, — Энниок пожал плечами в знак сожаления.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Гнор шӳтпе хуравласшӑнччӗ, анчах Энниок шӑлне ҫыртнине кура ҫамрӑк ҫыннӑн тӑнӑҫ кӑмӑлӗ самантрах улшӑнчӗ; вӑл хул пуҫҫисене шарламасӑр сиктеркелерӗ.

Гнор хотел отвечать шуткой, но стиснутые зубы Энниока мгновенно изменили спокойное настроение юноши, он молча пожал плечами.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Мӗнпе? — Нок вӗҫӗмсӗр чӑркӑшса калаҫнипе тарӑхса ҫитнӗскер — Гелли хул пуҫҫисене ҫилленчӗклӗн сиктерчӗ.

— В чем? — раздосадованная постоянно придирчивым тоном Нока, Гелли сердито пожала плечами.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пӗр виҫӗ хутчен хӑйӗн каютине анса хӑпарчӗ, унта япалисене пуҫтарса хунӑ чӑматанне пӗр хушӑ тыткаласа тӑчӗ те — хул пуҫҫисене сиктеркелесе ӑна койка ҫине ывӑтрӗ.

Раза три он спускался в свою каюту, где, подержав в руках собранный чемодан, бросал его на койку, пожимая плечами.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пурнӑҫ — кӗрешӳ, — ҫакӑнта вӑл хул пуҫҫисене ҫав тери сӗмсӗррӗн сиктерсе илчӗ, манӑн ӑна ракӑнни пек сӑрӑ куҫӗсенчен сурса хурас килчӗ.

Жизнь — борьба, — тут он так нагло пожал плечами, что мне захотелось плюнуть в его серые рачьи глаза.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

— Эпӗ ҫавна пӗлнӗ пулсан-и! — хирӗҫлерӗ вӑл хул пуҫҫисене сиктерсе.

— Если б я знал это! — возразил он, пожав плечами.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Матроссем чӗмсӗрленсе тӑнӑ май штурман, тӑхтав ытла та вӑрӑммине курса тӗлӗннӗн, хул пуҫҫисене сиктеркелерӗ, анчах — пӗтӗмӗшле — лӑпкӑ курӑнать.

При полном молчании матросов штурман пожал плечами, как бы удивляясь столь длинной паузе, но, в общем, остался спокоен.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Матрос пӑшалне антарчӗ, хул пуҫҫисене ҫӑмӑллӑн хускаткаларӗ те хӑйне ҫӗклентерсе каллех калаҫма пуҫларӗ.

Матрос снял ружье, облегченно повел плечами и безудержно заговорил снова, ободряя себя.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed