Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пускаласа (тĕпĕ: пускала) more information about the word form can be found here.
Вӑл ҫара урипе хуллен пускаласа лаҫӗ патнелле утрӗ.

Help to translate

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шурӑ тӑла сырнӑ урисемпе хуллен пускаласа, карчӑк тӗпелелле иртнӗ, аллинчи куркана сӗтел ҫине лартнӑ.

Help to translate

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗчӗк Сарук сасартӑк сиксе тӑнӑ та хӑраса курӑк ҫине пӑхать, чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа аяккалла тарать.

Вдруг маленький Сарук вскочил и, боязливо всматриваясь в траву, на цыпочках пошел прочь.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Иртнӗ ӗҫсемпе те тӗл пулусемпе анраса кайнӑ пек пулса, ӳсӗр евӗр танкӑлтатса пускаласа вӑл пахчасем хыҫӗпе ялӑн анат вӗҫне анчӗ, хуп кӗпер урлӑ каҫрӗ, тӑвалла хӑпарма тытӑнчӗ.

Пораженный недавними событиями, всем, что произошло в родной деревне, он шел, спотыкаясь, будто пьяный, задами, огородами и не заметил, как очутился за околицей, миновал мостик, стал подниматься в гору.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кушак пек сыхлануллӑн пускаласа Каҫҫан пичче ҫуртсем ҫуммипе килнелле таврӑнать.

Ступая беззвучно, как кошка, Касьян пробирается вдоль порядка к своему дому.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑртакран Каҫҫан пичче тӑрса ӗне суса кӗрет, ҫемҫен-ҫемҫен пускаласа ҫӳресе яшка ҫакса ярать.

А Касьян уже поднялся, стараясь ступать тихо, чтобы не разбудить дочь, он идет доить корову, потом вешает над очагом котел с яшкой.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сукмак тӑрӑх сыхланса та асӑрханса пускаласа вӑл хӑвалӑхран тухрӗ.

В последний раз обвел глазами сараюху и медленно побрел лесной тропинкой.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сас-чӗвсем йӑмсан чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа Павӑл Каҫҫан хуралчӗсем тӗлне ҫитсе ҫаврӑнать, йывӑррӑн хашлатса сывлать, итлесе тӑрать.

Потом, крадучись, на цыпочках Павел пробрался к подворью Касьяна, прислушался…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Клеще урисемпе темшӗн асӑрханса пускаласа, ҫав вӑхӑтрах хайне хӑюллӑн тытма тӑрӑшса Мултиер лаҫ умне пырса тӑчӗ.

Неуверенно ступая клещевидными ногами и в то же время стараясь показать себя смелым, Мульдиер прошел к ласю.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫемҫе юр ҫийӗн асӑрхануллӑн пускаласа вӑл лаша урине тасатса тӑракан Северьян умне пырса тӑчӗ.

Help to translate

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳртрен кушак пек ҫӑмӑллӑн та асӑрхануллӑн пускаласа Урасмет тухрӗ.

Help to translate

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл урисемпе ыйхӑрилле пускаласа тухрӗ.

Она вышла, сонно передвигая ногами.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӑхӑт-вӑхӑтпа мӗне те пулин пускаласа пӑхатӑн: йывӑҫ, пӑхӑр пӑта, капӑр япаласен эрешӗ; ҫав хушӑрах шухӑша пула сивӗ тарпа витӗнтӗм: вӑрттӑн трап, тен, эпӗ халӗ тӑракан вырӑнта?

Время от времени я нажимал что-нибудь: дерево, медный гвоздь, резьбу украшений, холодея от мысли, что потайной трап окажется на том месте, где я стою.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Те ҫулпах утрӗ вӑл, те ана ҫине кӗрсе кайрӗ — хӑй те пӗлмерӗ, ура айне пӑхмасӑр тӑнкки-танкки пускаласа талпӑнчӗ малалла, ялалла.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хусканӑвӗсем, чӑн та, пӗртте кительпе атӑ тӑхӑнма хӑнӑхнӑ ҫынсенни пек мар, сӗтел хушшинчен тухса Крапивин патне пынӑ чухне те вӑл темле килӗшӳсӗр хыпаланса, вӗттӗн пускаласа утрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шиков, ҫӳрен лаша пек, пӗр уринчен теприн ҫине чӑтӑмсӑррӑн пускаласа илнине асӑрхарӗ пулин те, Крапивин лавккаран тухса каймашкӑн васкамарӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каялла таврӑннӑ чухне мӗн разъезда ҫитичченех вӗсем вакунра шӑпӑрт пычӗҫ, унтан пирвай вӑрман хӗррипе, кайран уйпа килелле утнӑ чух та, куҫ ҫӗрлехи тӗттӗме кӑшт хӑнӑхиччен ытахальтен пӗр-ик сӑмах перкелешсе илнине шутламасан, пач пуплешмерӗҫ, ӗнерхи ҫумӑр хыҫҫӑн урапасем иртсе кӑтрашкалантарнӑ хытӑ ҫулпа тӑнкки-танкки пускаласа пычӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Матрос кашни вак-тӗвек пирки тӗплӗн каласа парас йӳтӗмпе хумханса ӳкрӗ, ҫӗрлехи сывлӑша хӑватлӑ кӑкӑрӗпе ҫӑта-ҫӑта, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускаласа нумай вӑхӑт тӑратчӗ-ши — юлташӗн аптӑранӑ чунне юрать-ха йӑрӑ куҫлӑ Рантэй ҫӑлчӗ, вӑл аллипе татӑклӑн сулчӗ те йӗркипех каласа пачӗ.

Матрос заволновался от желания передать подробности и еще долго бы переминался с ноги на ногу, набирая могучей грудью ночной воздух, если бы быстроглазый Рантэй не выручил его смущенную душу.

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Вара, Ворошилов ҫине куҫӗсене хӗссе пӑхса илет те, чугун ҫул хӗррипе сарнӑ вӗтӗ чул тӑрӑх ҫарранах, хӗртнӗ япала тӑрӑх пынӑ пек пускаласа каять; унтан курӑк ҫине анса — эх, кунта ҫемҫе! — тенӗ пек, ура тупанӗсене вӗлтлеттерсе ҫеҫ ыткӑнать.

Он подмигнул Ворошилову и пошел, точно по горячему, — босыми ногами по щебню насыпи, спустился на траву — и ух, тут мягко — запустил, мелькая черными пятками.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хыҫлӑ пукан ҫинче лараканскер ҫара урисемпе таса урайӗнчи урана уҫӑлтаракан хӑмасем ҫине пускаласа илет.

Слегка раскачиваться на стуле и ощущать под босыми ступнями прохладные свежевымытые половицы.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed