Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палас the word is in our database.
палас (тĕпĕ: палас) more information about the word form can be found here.
Урайне тем пысӑкӑш палас сарнӑ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хам йӑмрасенех касса шултрисене ларт, Палас хӗррипе йывӑҫ стена пулмалла теттӗмччӗ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темшӗн-ҫке вӑл паян Палас хӗррине, халӑх пуҫтарӑннӑ ҫӗре, тухмарӗ, ҫӗлӗкне пусарах лартрӗ те кил хушшинче чакаланма пуҫларӗ.

Help to translate

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта, урам вӗҫӗнче, Палас тулса-сарӑлса пырать, лере, ҫӳлтерехре, ейӳ шывӗ ахӑрашать.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем, Нурулла мыскарипе йӳпсӗнсе, Палас тулса пынине те, Хветут хыҫӗнчи кукӑрта пӑр капланнипе шыв Упа авӑрӗ тӗлӗнче ҫыранран тухса урама шӑп ҫурмалла татса кайнине те сисмесӗрех юлнӑ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫыран хӗрринчисем те, пӑр ҫинчисем те сиссе юлаймарӗҫ — шаларахри хулӑн кӳмерккесем шавласа-шатӑртатса илчӗҫ те, пӗтӗм Палас чашлатса хускалчӗ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Палас пӑрӗ сансӑр тапранасшӑн мар пулас-ха.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урам вӗҫӗнче, Палас хӗрринче, темӗн чухлӗ халӑх хӗвӗшет.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхинче те акӑ вӑтам пӳллӗ, пӗчӗк мӑйӑхлӑ, тӗм-хура ҫӳҫне ҫурма полькӑлла кастарса тап-таса хырӑннӑ хуҫа тавар сӗтелӗ умӗнче тӑракан ывӑлӗ патне пычӗ те: — Сергей, вун тӑваттӑ ҫапрӗ. Халь-халь Палас пӑрӗ хускалмалла. Тухса курар, — терӗ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑн пек вӑхӑтра чӑвашсем те, тутарсем те, ватти-вӗтти-мӗнӗпех, Палас хӗррине тухаҫҫӗ — пӑр тапраннине курса юлма тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Палас питӗ хӑвӑрт улшӑнса пырать.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пахча вырӑнӗн хӑрах енӗпе, Палас ҫыранӗ хӗррипе, йӑмра кашласа ӳсет.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аслӑ Палас Чӑваш Яшмин ҫурҫӗр енӗпе авкаланса иртет.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аслӑ Палас шывӗн енӗпе Яшма ялӗсем вырнаҫнӑ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ак куратни? — вӑл палас сарнӑ урайӗнче выртакан пушӑ ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Help to translate

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Походра пулсан та аслӑ князь валли чатӑрта трон евӗрлӗ хыҫлӑ тенкел хатӗрленӗ иккен, — патша тӳрех ҫавӑнта вырнаҫрӗ, тутарсем ун умне палас ҫине урисене хуҫлатса ларчӗҫ.

Help to translate

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп ун умне халь хатӗр Выртма палас пек сарӑлса.

Help to translate

XXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл килнӗ ҫӗре Сююнбикене хан керменӗнчен те кӑларса яман, ҫӳлти хутра пусма вӗҫӗнче юри сарнӑ палас ҫинче хӗрарӑмсен пӗчӗк ушкӑнӗпе Джанали арӑмӗ тӑрать.

Help to translate

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку кӗлӗ вӑхӑтӗнче Сафа-Гирей ылтӑн палас варринче ним чӗнмесӗр тӑчӗ.

Help to translate

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Акӑ чаплӑ тумланнӑ аскерсем алӑкран кӗҫҫе евӗр ылтӑн палас йӑтса кӗчӗҫ, ҫынсене хӗстеркелесе ӑна хан утса иртес ҫул ҫине сарса хучӗҫ.

Help to translate

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed