Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

киревсӗр the word is in our database.
киревсӗр (тĕпĕ: киревсӗр) more information about the word form can be found here.
Ах, мӗн тери пӗтӗмпех киревсӗр пулса тухрӗ вӗсен!

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ах, мӗн тери киревсӗр пулса тухрӗ пӗтӗмпех!

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Анчах эпӗ чап илессишӗн ҫырмастӑп, пачах та ун пек киревсӗр шухӑш ҫук манӑн, эпӗ — чаплӑ япала кӑна тӑвасшӑн, ӑна тума пултарнине ӗненесшӗн.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Мӗншӗн ку таранччен те киревсӗр ҫынна тавӑру ҫилли пырса ҫапмасть?

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тахҫанхи киревсӗр ӗҫшӗн аванмарланнӑ Герасим Федотович суран паллине ӗмӗрлӗхех сыхласа хӑварнӑ юманран аяккалла пӑрӑнчӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ку киревсӗр ӗҫ тахҫан-тахҫан пулса иртнӗрен вартаса суранлатнӑ вырӑн кӑвакарнӑ, хуралнӑ, тӗллӗн-тӗллӗн симӗсленнӗ хупӑпа пӗр тӗслӗн курӑнать.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑш-пӗр реакцилле писательсем, этемӗн пурнӑҫри, обществӑри ролӗ пирки киревсӗр шухӑш сарса, пурнӑҫшӑн этем — лӑкӑр-лакӑр ҫеҫ, вӑл ним те тума пултарайман чӗрчун, тесе сӳпӗлтетнӗ пулсан, Иванов, материалистла философин хӑш-пӗр идейисене ӑнланса илнӗскер, урӑхла шухӑшланӑ: эпир пурӑнакан тӗнчере чи вӑйли этем, тенӗ.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пӑшал ӑсти тесессӗн — Юнӑш кунтан кӗтсессӗн Мӗншӗн тесен чӑваша Вӑл ӗҫпеле хӑтланма Ӗлӗкрехри саманра Чарнӑ Петӗр, ман патша: Чӑваш ҫынни йӗркесӗр Хӑш чух ӗҫлет киревсӗр.

Help to translate

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак мӗнле сӑмахсемпе калаҫать вӑл, киревсӗр.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

— Ҫук, пичче, эпир староста тарҫи мар, эпир ун пек киревсӗр мар!

Help to translate

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑш хӗсӗк ҫамкара ҫуралса тӗвӗленнӗ ку киревсӗр йӑла?

Help to translate

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Иккӗмӗш черкке хыҫҫӑн лӑпӑ-лапӑ ҫыхнӑ кантӑр ҫурӑмӗ пекех саланса, сӳтӗлсе кайрӗҫ ҫаксем: пӗр-пӗрне пӳлсех янрашкалаҫҫӗ, ихӗреҫҫӗ, лахӑлтатаҫҫӗ, киревсӗр, алапаш сӑмахсемпе те «тимӗр-тӑмӑр шаккаҫҫӗ, питлӗх ҫапкалаҫҫӗ».

Help to translate

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Ашшӗ пӗччен пурӑннӑ чух, лешӗ ача чухне усал, киревсӗр сӑмахсемпе хӑртнине пӑхмасӑрах, Анук тӑван килне-йӗрне пӗччен те, ҫемйипе те курма килкелесе каятчӗ-ха, хӑлтӑр-халтӑрланнӑ кил-ҫурт ҫаврашне ӗренкӗне кӗртсе хӑваратчӗ, укҫа-тенкӗпе те пулӑшкалатчӗ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Кун йышши «асар-писер, тум-хаяр хура ҫил-тӑвӑл» Ҫтаппан ҫемьере пӗрре мар ҫӗклесе ҫавӑрттарнӑ, арӑмӗн сурпанне ҫурмаран туртса татни те пулнӑ (паллах, ют ҫын куҫӗ-хӑлхи курман-илтмен чух), кашнинчех Иван ҫумне вара ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ йывӑр та киревсӗр сӑмахсем тикӗтлесе ҫыпӑҫтарнӑ: «шпана», «услап», «укҫа мурӗ», «харамса», «ханттар», «тункӑлтӑк», «кӳпӗнсе кайман такана хырӑм» тата ытти те.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Халӗ ӗнтӗ кунта, тамӑкра, пӗтӗмпех ӑнлантӑм: эрех, наркотик, ытти «тутлӑ» шӗвексемпе ҫӑнӑхсем, укҫа, унпа ҫыхӑннӑ вӑйӑсем-киленӗҫсем шуйттансен ҫынсене хӑйсен енне ҫавӑрмалли, ӑсран кӑларса, минретсе усал, хура, киревсӗр, чыссӑр ӗҫсем тума астармалли, ӑс-тӑнне хавшатмалли япалисем кӑна иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каларӑм ӗнтӗ, Ҫӗр ҫинчи пур инкек-синкек те, киревсӗр, тискер, хура ӗҫсем те Аслӑ Шуйттан пуҫарнипе, хӗтӗртнипе, йӗркеленипе пулса иртеҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ш-ш-ш-ш!» — чарӑнса тӑрса сывлӑш туртса илчӗ вӑл ҫыртса лартнӑ асав шӑлӗсем витӗр, унтан аллипе ыратнӑ тӗле ярса тытрӗ те «пӑшалне» вырӑссен чи киревсӗр сӑмахӗпе «авӑрласа шартлаттарчӗ».

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паян кунта Миронова Варвари чӗпӗ пӑхаканӑн киревсӗр ӗҫне юлташла судра пӑхса тухаҫҫӗ.

Help to translate

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Мӗнле каланине пула, ачасем те ку ҫав тери киревсӗр ӗҫ иккенне ӑнланса илнӗ, пӗр хушӑ сӑмах чӗнмесӗр ларнӑ.

Help to translate

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Унтан темле киревсӗр ҫынсем МТСа ҫаратни ҫинчен ҫав тери йывӑр хыпар илтнӗ пек каласа панӑ.

Help to translate

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed