Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Юрӗ-ҫке, ҫиесех килсен, хӑех ыйтӗ, — лӑплантарчӗ Андрий, хӗлӗхсене ҫыпӑҫуллӑн пӑрса карӑнтарнӑ май.— Ничего, захочет кушать, сама попросит, — успокоил Андрий, ловко накручивая на колышки струны.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ҫакӑ вара унӑн чӗри лӑпкӑн ыратнине ҫӑмӑллатрӗ, ҫав ырату унӑн кӑкринче чӗтренсе, хытӑ карӑнтарнӑ хӗлӗх пек юрласа тӑчӗ.Это облегчало тихую боль ее сердца, которая, вздрагивая, пела в груди ее, как тугая струна.
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫӳлти ҫил унӑн кӗпи ҫухипе вылянӑ, аркине янах таран хӑпартса ӳте уҫӑлтарнӑ, пӗр тӳмеллӗ шӑлаварне вӗрсе карӑнтарнӑ.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑхӑтран вӑхӑта кайӑк ҫунатне хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫапса илнӗ, мӑйӗ ҫинчи тӗкӗсене тӑратса карӑнтарнӑ, шӑпах ҫав вӑхӑтра ӗнтӗ вӑл хӑрӑлтатни, ши-шилетни, чӑх пек кӑтиклени, кваклатни, чӑрӑлтатни илтӗннӗ.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӗсен тӑррисене пир карӑнтарнӑ, ялтан тавар илме лавпа килекен ҫынсем лавкка юписем ҫумне лашисене кӑкараҫҫӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫӳллӗ йывӑҫсем, карӑнтарнӑ пралуксем пек, шӑппӑн сӗрлеҫҫӗ.
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Жаркийӗн сасси туртса карӑнтарнӑ хӗлӗх пек янӑрать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Унӑн хӗлӗхӗсене хӗвел пайӑркисенчен тунӑ, сӗркӗчӗ ҫине уйӑхӑн кӗмӗл ҫипписене туртса карӑнтарнӑ.На ней струны из солнечных лучей, а играю я смычком из серебряных лунных нитей.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Хурӑмӗпе вӑл хальхи сӗрме купӑссем евӗрлех, анчах та тӑватӑ хӗлӗх вырӑнне виҫҫӗ кӑна, ун ҫине кӑвакрах тӗслӗ ҫӗлен тирне сарнӑ, ҫинҫе хӑмӑшран тунӑ сӗркӗч карӑнтарнӑ ухӑ пӗкечи пек кукӑр, унӑн вӗҫне шӗвӗртнӗ алмаз тирнӗ.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Чи ҫамрӑккисен апла-капла мухтанмалли нимӗн те ҫук, анчах вӗсем туртса карӑнтарнӑ хӗлӗх пек йӑрӑс тӳрленсе тӑнӑ, йӑлтах аслисене кура тума тӑрӑшаҫҫӗ.Юнцы ничем не блистали, но тянулись в струнку и во всем старались подражать старшим.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пурте, хӳрисене выляткаласа, йӗкӗтсем чипер хӗрсем умӗнче явкаланса ҫӳренӗ пек, тухатмӑшсем умӗнче явкаланса ҫӳреҫҫӗ; музыканчӗсем тата хӑйсен вӗрсе карӑнтарнӑ питҫӑмартийӗсене чашкисемпе супӑнь ҫапнӑ пек ҫапа-ҫапа, сӑмсисемпе волторна шӑхӑртнӑ пек шӑхӑртаҫҫӗ.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Женя хатӗр ҫунат каркасӗ ҫине ӑвӑсланӑ хытӑ хут туртӑнтарса карать те, хуллен чӗрнипе шаклаттарса пӑхать; карӑнтарнӑ хучӗ, бубен пек, янӑравлӑ сас парать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Типсе хӑрнӑ курӑксем туртса карӑнтарнӑ хӗлӗх пек курӑнаҫҫӗ, ҫав кашни хӗлӗх сасси пач чарӑничченех вӑйсӑрланса та вӑйсӑрланса пынӑн туйӑнать.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Вӗсем, такамӑн курӑнман алли туртса карӑнтарнӑ пек, пуҫӗсене каҫӑртса тӑраҫҫӗ.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Андрейӗн сасси, туртса карӑнтарнӑ хӗлӗх евӗр хальтен халь татӑлса каясла, ҫинҫереххӗн те ҫинҫереххӗн янӑрама пуҫларӗ.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗр ҫиле тӳртӗн ҫаврӑнкаласа тӑркаличчен пӗтӗмпех-пӗтӗмпех, ҫаппа-ҫарамас чухнехи пек, тумӗ айӗнчи мӗнӗпех, курса юлать вара патша ӑна самантлӑха, ҫӳллӗ те йӑрӑсскере, вунвиҫ ҫулхи чи вӑйлӑ ешерекенскере; курать унӑн пӗчӗк чӑп-чӑмӑр та ҫирӗп кӑкӑрӗсемпе ҫитса тӗрлӗ еннелле пайӑркӑн-пайӑркӑн карӑнтарнӑ ӗмкӗч пуҫӗн хӑпарӑнчӑкӗсене, хӗрупраҫла ҫавра хырӑмне, чашӑк евӗрскере, урисене аялтан пуҫласа ҫӳле ҫити уйӑрнӑ тарӑн йӗре, лере, купарча мӑкӑрӑлчӑкӗсем патнелле, икке пайланса каяканскере.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Халӗ, Челкаш: кордонсем! — тесе пӑшӑлтатсан, Гаврила кӑртах ҫӳҫенсе илчӗ: чун-чӗри витӗр ҫивӗч, ҫунтаракан шухӑш чупса иртрӗ, иртрӗ те хытарса карӑнтарнӑ нервисене сӗртӗнчӗ — Гаврила кӑшкӑрасшӑн, хӑйне пулӑшма ҫынсене чӗнсе илесшӗн пулчӗ…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Пӳрнепе йӑкӑрласа кӑлар ӑна! — Курпун пит-ҫӑмартисене карӑнтарнӑ, куҫӗсене чарса пӑрахнӑ, пӳрнисемпе «сӑххисенчен» тытма пуҫланӑ пулас, анчах ҫав самантрах унӑн туратсенчен тытакан сулахай алли вӗҫерӗнсе кайрӗ те, вӑл сулӑннипе тӳрех шыва чӑмрӗ.
Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.
Унтан эпир вӗсене уй урлӑ шалҫасем ҫине карӑнтарнӑ кантра ҫумне хутӑмӑр.
30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Карапсем ҫинчи парӑссене карӑнтарнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.