Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

африка the word is in our database.
африка (тĕпĕ: Африка) more information about the word form can be found here.
Малтан ҫак шыв юхӑмӗпе анма шутласан, Дикӑн пирвайхи шухӑшӗ курӑк ӳссе ларнӑ ишекен утрав ҫинче вырнаҫассиччӗ — ун пек утравсем Африка юханшывӗсенче пит нумай.

Когда Дик решил спуститься вниз по течению этой реки, первой его мыслью было устроиться на одном из плавучих, заросших травой островков, которые во множестве несут африканские реки.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вара Африка мантикорин — пичӗ ҫыннӑнни, кӗлетки арӑсланӑнни пек юмахри чӗрчун ятне йышӑннӑ шӑнан — чаплӑ тӗслӗхӗ унра пулатчӗ.

И он обладал бы сейчас великолепным образцом африканской мантикоры — насекомого, которому дали имя сказочного животного, якобы обладавшего лицом человека и туловищем льва.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хӗрарӑмсем мӗн-мӗн тунине ҫакӑн чухлӗ каласа кайни Африка континентӗнчи тискер вырӑнсенче хӗрарӑм хулпуҫҫийӗ ҫине мӗнле йывӑр ҫӗклем тиеннине кӑтартать.

Этот длинный перечень показывает, какие тяжелые работы возлагаются на слабый пол в диких областях Африканского континента.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Алвиш унпа пӗрле хуйхӑрса илчӗ те, вӑл енчен Хӗвеланӑҫ Африка телейлӗреххине пӗлтерчӗ: ку таранччен ӑна сахал кӳрентернӗ, урӑхла каласан, ютсем сахал килнӗ.

Алвиш посочувствовал собрату и признал, что Западная Африка в этом отношении счастливее: до сих пор ее меньше обижали, то есть меньше посещали.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Акӑлчансем чурасемпе суту-илӳ тӑвассине Африка тулашӗнче ҫеҫ мар — унта хӑйсен крейсерӗсене хута ячӗҫ вӗсем — континентӑн шалти облаҫӗсенче те чарасшӑн иккен — кунта вара миссионерсемпе ҫулҫӳревҫӗсем урлӑ.

Их беспокоили усилия англичан прекратить торговлю невольниками не только за пределами Африки, для чего они пустили в ход свои крейсеры, но и внутри континента — с помощью миссионеров и путешественников.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл чӑнах та темиҫе хурт-кӑпшанкӑ тытрӗ, вӗсене тӑрӑшсах ахаль куҫпа тӗпчерӗ, тинкерсе пӑхнипе суккӑрланас патнех ҫитрӗ, анчах хӑйӗн хаклӑ коллекцине пуянлатрӗ, унсӑр пуҫне, Африка хурт-кӑпшанкисем ҫинчен ҫырмалли пулас пысӑк ӗҫӗн пӗтӗмӗшле планне туса хучӗ.

И он действительно поймал несколько насекомых и так старательно изучал их невооруженным глазом, что чуть не потерял зрение, но в конце концов пополнил свою драгоценную коллекцию, а кроме того, успел набросать в общих чертах план фундаментального труда об африканских насекомых.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мӗскӗн ҫынсем, вӗсен Африка ҫӗрӗ патне яхӑнне те ҫывхармалла пулман, анчах Негоро сутӑнчӑклӑхӗ вӗсене шӑп ҫакӑнта илсе килчӗ.

Бедные люди, им не следовало бы приближаться к африканской земле, а предательство Негоро привело их именно сюда.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

«Мархаба», — терӗҫ арабсем короле, Вӑтаҫӗр Африка чӗлхипе куҫарсан, ку «ырӑ сунса кӗтетпӗр» тени пулать.

«Мархаба!» — говорили королю арабы, что на языке жителей Центральной Африки значит «добро пожаловать».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Африка ҫыннисен кӗсье ҫук вӗт — тата ӑҫта тума пултарччӑр ӑна вӗсем?

Ведь африканские дикари не имеют карманов — да и в чем бы они могли их сделать?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Лакони чура сутакан пасар ҫеҫ мар, кунта Африка ҫӗрӗ ҫинче ӳстернӗ тем тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫ те пур, ӑна туса илекенӗсем те ҫумӗнчех.

Лакони — не только невольничий торг, на этот рынок стекаются все продукты плодородной африканской земли, а также и производящие их люди.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тен, ӑслӑ йытта кунта килме тӑнӑ чух вӗлерчӗҫ е Геркулес, Уэлдон миссис хыҫҫӑн Дингӑпа пӗрле мӗнле те пулин факторие ҫитессе шанса, ҫак тӳремсӑртри Африка вӑрманне кӗрсе кайрӗ пулӗ?

Но может быть, верный пес погиб при такой попытке или же Геркулес, следуя, как сделал бы на его месте и сам Дик, за миссис Уэлдон, углубился вместе с Динго в леса этого африканского плоскогорья, надеясь добраться до какой-нибудь фактории?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Африка хӗлӗ текен пӗрремӗш сивӗсем.

Первые холода того, что называется африканской зимой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Чурасен тӗп пасарӗ Ньянгвере, Маньем облаҫӗнче, Африка континентне ҫурмаран уйӑракан меридианра, Ливингстон ҫул ҫӳренӗ пысӑк кӳлӗсен ҫӗршывӗнче.

Главный невольничий рынок находился в Ньянгве, в области маньемов, на меридиане, который делит Африканский континент почти пополам, в стране Больших озер, по которой путешествовал тогда Ливингстон.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫакӑнпа ӑнлантармалла та ӗнтӗ Вӑтаҫӗр Африка ҫынсӑр пушанса юлнине, тем пысӑкӑш ҫӗрсем пушхире тухнине.

Этим объясняется, почему так страшно обезлюдела Экваториальная Африка, где обширные области обращены в пустыню.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Алвиш караванне сыхласа пыракан салтаксен отрячӗ — тара кӗрӗшнӗ Африка ҫарӗн пӗр тӗслӗхӗ.

Отряд солдат, сопровождавший караван Алвиша, являл собой типичный образец наемного африканского войска.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ватӑ Тома, ун ывӑлне, Остина, Актеона, мӗскӗн Нэна, вӗсем Африка ҫыннисем мар пулсан та, туземец-чурасем вырӑннех хучӗҫ.

Со стариком Томом, с его сыном, с Остином, с Актеоном и бедняжкой Нэн, хотя они и не были африканцами, стали обращаться так же, как с туземными невольниками.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Юлашки кунсенче пулса иртнисем ӑна пӗтӗмпех ӑнлантарса пачӗҫ пулмалла, — тен, Бенедикт пиччӗш «Африка» тесе вырӑнсӑр персе яни пурне те ӑнланма пулӑшрӗ пулӗ.

По-видимому, события последних дней все ей объяснили, — а может быть, слово «Африка», так не к месту произнесенное кузеном Бенедиктом.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Негоро карапа Африка ҫыранӗ патне илсе ҫитернине, унпа пӗркаварлӑ Гаррис пире Анголӑна шала ертсе кӗнине ватӑ Томпа иксӗмӗр ҫеҫ пӗлетпӗр».

Только старик Том и я знаем, что Негоро завел корабль к берегам Африки, а его сообщник Гаррис заманил нас в глубь Анголы».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫук… — тавӑрчӗ Бенедикт пичче, — «салтак-термитсем» ку таранччен Африка ҫӗрӗ ҫинче ҫеҫ тӗл пулнӑ.

Нет… — ответил кузен Бенедикт, — а между тем до сих пор ратные термиты и их поселения наблюдались только на Африканском континенте.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Африка — пӗтӗмӗшле илсен, кӑткӑ ҫӗр-шывӗ.

Ведь Африка — это главным образом страна муравьев.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed