Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑслан the word is in our database.
арӑслан (тĕпĕ: арӑслан) more information about the word form can be found here.
«Мӗнле пурӑнать-ши халӗ Ватӑ Арӑслан, Эдак-и-так?

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Анчах арӑслан пек вӑйлӑ, хӑй хӑнӑхнӑ ӗҫӗнче пултаруллӑ ҫын Михха евӗрлӗ чее ултавҫӑсемпе тӳре-шара умӗнче халсӑр.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Темиҫе минут ҫеҫ хӑйне урса кайнӑ арӑслан пек тытнӑ ҫын тӑруках мӗскӗн кушак ҫури пек чупкалама пуҫларӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шаккур вашт! ҫеҫ ҫаврӑнчӗ, ҫӑмӑллӑн, урса кайнӑ арӑслан пек, вырӑнӗ ҫине сиксе хӑпарчӗ, пӗр самантрах стена ҫинчи хӗҫне ярса илсе, сывлӑша шӑхӑртса, икӗ хутчен пуҫӗ тавра ҫавӑрса яшт! ҫеҫ сиксе анчӗ, хӗҫне хулпуҫҫи урлӑ тытса, Петӗр умне пырса тӑчӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пирӗн хӑравҫӑ мулкач пулма юрамасть, тӑванӑм, упа пек, арӑслан пек пулмалла, сунарҫисене вӑрмантан хӑйсене хӳтерсе кӑлармалла.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Те упа, те арӑслан

Help to translate

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Вӑл тӑхӑннӑ пит капӑр, Шӑп арӑслан пек шурӑ ут.

Help to translate

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сирӗн ачӑр гороскоппа Арӑслан, Ухӑҫӑ е Ту качаки пулсан хатӗрленӗр: вӑл сире итлемӗ, чӑрсӑрланӗ.

Если ваш ребенок Лев, Стрелец или Козерог, будьте готовы к «празднику непослушания».

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Танук-нойон ҫывхарчӗ хуллен, сиксе ӳкме хатӗрленнӗ арӑслан пек.

Help to translate

Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Арӑслан — хӗвел-ҫулӑма, ҫӗлен-шыва, тӑрна-йывӑҫа, хурчӑка-сывлӑша, Тискер ула кушак — Тимӗре.

Help to translate

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Санӑнни пек усал чӗлхе пирӗн ялта эп астӑвасса пӗр ҫыннӑн кӑна пулнӑ — сан аҫун, Арӑслан Яккӑвӗн.

Help to translate

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Улттӑмӗш кунне арӑслан вилсе кайнӑ.

На шестой день лев умер.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Тискер кайӑк хуйхине манса кайтӑр тесе хуҫа читлӗхе тепӗр йытӑ кӗртсе янӑ, анчах арӑслан ӑна ҫавӑнтах ҫурса тӑкнӑ.

Хозяин думал, что лев забудет свое горе, если ему дать другую собачку, и пустил к нему в клетку живую собачку; но лев тотчас разорвал ее на куски.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Хуҫи вилнӗ чӗрчуна илсе тухасшӑн пулнӑ, анчах арӑслан никама та ҫывӑха яман.

Хозяин хотел унести мертвую собачку, но лев никого не подпускал к ней.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Йытӑ вилнине ӑнланса илсен арӑслан сиксе тӑнӑ, шӑртне тӑратса хайне хӳрипе ҫаптара пуҫланӑ, читлӗх ҫине сике-сике илнӗ, алӑка питӗрнӗ сӑлапа тата урайне кӑшланӑ.

Когда он понял, что она умерла, он вдруг вспрыгнул, ощетинился, стал хлестать себя, хвостом по бокам, бросился на стену клетки и стал грызть засовы и пол.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Арӑслан апат ҫиме пӑрахнӑ, вӑл пӗр вӗҫӗм йытта ҫулласа ачашланӑ, шӑршланӑ, урипе тӗрте-тӗрте тӑратасшӑн пулнӑ.

Лев перестал есть, а все нюхал, лизал собачку и трогал ее лапой.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Лешӗ хирӗҫлемен, анчах йытта йыхӑрса читлӗхрен кӑларма тытӑнсан арӑслан шӑртне тӑратса харлатма пуҫланӑ.

Хозяин хотел отдать, но как только стали звать собачку, чтобы взять ее из клетки, лев ощетинился и зарычал.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Арӑслан йытӑ ҫине пӑхнӑ, пуҫне ун-кун пӑркаланӑ, йытта тивмен.

Лев смотрел на собачку, поворачивал голову со стороны на сторону и не трогал ее.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Арӑслан ӑна малти урипе ҫавӑрса пӑрахнӑ.

Лев тронул ее лапой и перевернул.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Арӑслан ӑна пырса шӑршласа пӑхнӑ.

Лев подошел к ней и понюхал ее.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed