Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вара хӑй пӗтме пултарнине тавҫӑрса: «Ара, айӑпли манӑн пуҫӑм мар-ҫке, пачах урӑх вырӑн!» тесе кӑшкӑрса янӑ.
I. Париж урамӗсенче // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Арҫын ачасем те, хӗрачасем те айӑплӑ, анчах кунта кам ытларах айӑпли пирки ытлашши калаҫса тӑмалла мар, арҫын ачасемпе хӗрачасем хушшинче ырӑ мар ӗҫсем ан пулччӑр, мӗншӗн тесен эпир пурте пионерсем, пирӗн пурин те лайӑх юлташсем пулмалла…
18 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ҫав айӑпли, паллах, староста пулса тӑрать акӑ.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫак инкекшӗн айӑпли хамӑрпа юнашар ларать, пӗр хуранти апата ҫиет.
6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унтан старик Серёжӑна «камсем айӑпли» ҫинчен тӳррӗн мар, юптарса каласа панӑ.И старик рассказал Сергею — не прямо, а обиняком — про тех, «кто виноват».
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
— Акӑ вӑл айӑпли.
XXI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӑвалӑхсене ухмахсем тесе ятланӑ, вӗсене хӑйсем айӑпли ҫинчен ӑнлантарнӑ.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ун хыҫҫӑн вӑл правительство офицерсене иртӗнтерни, вӗсен дисциплинине сӑнаса тӑманни, обществӑри ахаль ҫынсене ҫителӗклӗ хисеплеменни, — (das bürrgerliche Element in der Soсietat) ҫаксемшӗн правительство айӑпли ҫинчен хытӑ ҫеҫ те мар, либераллӑрах та темиҫе сӑмах каласа хучӗ.
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Манӑн ҫавӑн пек пултарулӑх ҫук пулсан, тата ӑна хӑнӑхаймастӑп та пулсан, уншӑн «айӑпли»… пӗр хӗрарӑм.— Если во мне их нет и если они ко мне привьются, то в этом будет виновата… одна особа.
XX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Чугун ҫул ҫинче айӑпли стрелочник пулнӑ евӗрлех, ротаци машини таврашӗнче вара катошник айӑплӑ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпӗ айӑпли!
Тӑххӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Айӑпли — эпӗ!
Пиллӗкмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Эппин, айӑпли эпӗ?
Тӑваттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Ку ӗҫре чи айӑпли — Вознесенски урамӗнче ӗҫлекен цирульник; халь ҫав мошенник кутускӑра ларать.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Ҫапла, мӗнпур инкек-синкекшӗн айӑпли Волгина!
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Халь ӗнтӗ йӑлтах пӗтнине ҫеҫ ӑнлантӑм эпӗ: арӑм айӑпли пирки иккӗленме май та ҫук, эпӗ ӑна халех акӑ айӑплатӑп, вара унпа мӗнпур ҫыхӑнӑва тататӑп.
XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӗсен хыҫӗсене мӗншӗн ҫапла шелсӗррӗн те мелсӗррӗн авса лартнӑ столярӗ, ӑнланма йывӑр, ҫавна май ирӗксӗрех шухӑшлатӑн: айӑпли кунта столяр мар, пӗр-пӗр питӗ вӑйлӑ иртен-ҫӳрен ҫын пулнӑ пулас — хӑйӗн вӑйӗпе мухтанса, тытнӑ та авнӑ вӑл тенкел хыҫӗсене, кайран тӳрлетме тӑнӑ та тата ытларах авса хунӑ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Айӑпли эпӗ мар, — ыттисем пурте.
Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.
— Кашнинченех уйрӑмӑн ыйтса пӗлмелле, — терӗ Погосова, — хӑйсен хушшинчен чи айӑпли кам иккенне туптармалла.— По отдельности допросить надо, — сказала Погосова, — дознаться, кто у них первый закоперщик.
26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак улшӑнусемшӗн айӑпли — вӑл пулӗ!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956